Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.4 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсем: пульницӑсем

Республикӑра
ru.pngtree.com сайтри сӑн
ru.pngtree.com сайтри сӑн

Канаш округӗнче 6 ача арпус ҫисе наркӑмӑшланнӑ та пульнцӑна лекнӗ. Вӗсене ӗнер каҫхине илсе ҫитернӗ.

Ҫакӑ паллӑ: вӗсем пурте пӗр ялта хӑнара пулнӑ, арпус ҫисен хӑйсене япӑх туйма тытӑннӑ. Ачасене пульницӑна вырттарнӑ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне сӑнаса тӑраҫҫӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тӗп диетологӗ Алина Степанова каланӑ тӑрӑх, пиҫме вӑхӑт ҫитиччен арпус тата ытти культура сывлӑхшӑн сиенлӗ, унра нитрат тата ҫимӗҫе ӳсме пулӑшакан хими нумай пулма пултарать. Ун пек ҫимӗҫсене пула уйрӑмах ачасем йывӑр наркӑмӑшланаҫҫӗ.

 

Сывлӑх
Кардиодиспансер сӑнӳкерчӗкӗ
Кардиодиспансер сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн кардиологи диспансерӗнче нумаях пулмасть икӗ ватӑна кардиостимулятор лартса янӑ. Чӗре чирӗпе аптӑракан 84 ҫулти Раиса Егоровнӑпа 86 ҫулти Варвара Михайловнӑна тухтӑрсем нумаях пулмасть операци тунӑ.

Кардиодиспансерта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кинемейсем выҫлӑха аван астӑваҫҫӗ. Кашни апатах тутлӑн пулнӑн ун чухне вӗсене. Хырӑм вара ялан выҫӑ ҫӳренӗ.

Халӗ кинемейсен пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ темелле. Вӗсен чӗрисем малашне электрокардиостимуляторпа ӗҫлӗҫ.

«Халӗ чӗре лайӑх тапать. Малтанхи пек сывлӑш пӳлӗннипе аптӑрамастӑп», – хавхаланса та хавасланса каласа кӑтартнӑ операци хыҫҫӑн Варвара Михайловна.

Ватӑсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе чӗре тухтӑрӗсем саламланӑ, асӑнмалӑх вӗсене чечек парнеленӗ.

 

Сывлӑх

Шупашкарти тухтӑрсем ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ икӗ арҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу нейрохирургӗсем вӗсен кӗлеткине пайӑн-пайӑн пуҫтарнӑ темелле.

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 32 ҫулти арҫынна илсе килнӗ. Вӑл 12-мӗш хутран ӳкнӗ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Ӑна операци тунӑ. Вӗсем унӑн пурнӑҫӗшӗн халӗ те кӗрешеҫҫӗ.

Нумаях пулмасть вара 44-ри арҫынна илсе килнӗ. Вӑл 5-мӗш хутран ӳксе аманнӑ. Ҫак арҫын та ӳсӗрле ӳкнӗ.

Ҫак пациентсен пурнӑҫӗ ҫип ҫинче пулнӑ. Халӗ вӗсем сывалса пыраҫҫӗ. Реабилитаци малалла тӑсӑлӗ.

 

Персона
forum.na-svyazi.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн промышленность министрӗ пулса ӗҫленӗ Сергей Лекарев Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульницинче тӗп врачӑн администраципе хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшать.

Сергей Лекарев эпир маларах асӑннӑ ведомствӑра 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе министр ҫумӗ пулса тимленӗ, унтан тепӗр уйӑхран, министр тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ. Тепӗр пилӗк уйӑхран каллех министр ҫумӗ пулса тӑнӑ. 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна министрӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑ, тепӗр икӗ уйӑхран министр тилхепине тыттарнӑ. 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл ӗҫрен кайнӑ. Ун чухнехи ҫав хушура «урӑх ӗҫе куҫнӑран» тесе палӑртнӑ.

Хальхи вӑхӑтра экс-министр Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче тӑрӑшать. Тӗп врач пулса асӑннӑ учреждение Николай Уруков ертсе пырать.

 

Сывлӑх
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пульницӑсемпе поликлиникӑсем ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче мӗнле графикпе ӗҫлессине пичетленӗ. Ҫав тапхӑрта медицина учрежденийӗсем уйрӑм графикпе ӗҫлӗҫ.

Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ – ӗҫ кунӗ, вӑл 1 сехет кӗскерех пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ – ӗҫ кунӗ мар, васкавлӑ пулӑшу 13 сехетчен параҫҫӗ. Ҫӑвӑн 2-мӗшӗ – шӑматкунхи график, васкавлӑ медпулӑшу 13 сехетчен параҫҫӗ. Ҫӑвӑн 3-мӗшӗ – канмалли кун.

Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ – ӗҫ кунӗ, 1 сехет кӗскерех пулӗ. Ҫӑвӑн 9-мӗшӗ – ӗҫ кунӗ мар, васкавлӑ медпулӑшу 13 сехетчен параҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ – канмалли кун. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ – шӑматкунхи график, васкавлӑ медпулӑшу 13 сехетчен параҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре кӑмӑрчак (вырӑслахрящ) ӳстерме тытӑнӗҫ. Кун пирки Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп тухтӑрӗ Николай Николаев пӗлтернӗ.

Центрӑн команди кӑмӑрчака туса илмелли технологин патентне илнӗ. Ӑна пациентӑн хӑйӗн тӗртӗмӗнчен ӳстерме пулать иккен.

Инновацилле меслетпе пирӗн ҫӗршывра хальлӗхе ниҫта та усӑ курмаҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗхе лаборатори мелӗпе тӗрӗсленӗ, кӑштахран ӑна клиника мелӗпе тӗрӗслесе пӑхӗҫ.

«Ку меслетпе усӑ курма пуҫласан ҫыннӑн япӑхса кайнӑ кӑмӑрчакне хӑйӗннипе ылмаштарма май килӗ, ӑна вара организм лайӑхрах йышӑнмалла», — ӑнлантарса панӑ тӗп тухтӑр.

Артросокпи операцийӗ вӑхӑтӗнче чӗркуҫҫин шӑмӑ сыппинчен кӑмӑрчӑка илӗҫ те лабораторире ӑна виҫӗ эрне хушши ӳстерӗҫ. Япӑхса пӗтнӗ кӑмӑрчӑка кайран тепре операци туса ылмаштарса парӗҫ.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлав министерстви шӑл ыратнӑран пуйӑсран анса юлнӑ пассажира пулӑшни пирки хӑпартланса пӗлтернӗ.

Мускавран Хусана кайма тухнӑ 024М-мӗш номерлӗ пуйӑсра ларса пыракан арҫыннӑн шӑл хытӑ ыратма тапранса кайнӑ. Александр малтан эмел ӗҫнӗ-ха, ыратни малтанласа лӑпланнӑ, анчах коронка айӗнчи шӑл кӑштахран чӑтма ҫук канӑҫсӑрлантарма тапранса кайнӑ.

Арҫын кун пек пулсан Хусана ҫитсе пӗтеймессине ӑнланса илнӗ те ҫул ҫинче стоматолог патне ӑҫта кӗрсе тухма май пуррипе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ҫапла вара вӑл Ҫӗмӗрлере анса юлнӑ. Республикӑн стоматологийӗн поликлиники уҫӑлнӑ ҫӗре вӑл пульница патне ҫитсе те тӑнӑ.

Любовь Грядинская стоматолог коронка айӗнче шӑла юсаса пломба лартса янӑ.

9 сехет те 45 минутра Ҫӗмӗрле витӗр Хусана каякан 130Х-мӗш номерлӗ пуйӑс ҫине ӗлкӗрнӗ, кӑнтӑрла иртни пӗрре ҫурӑна вӑл Хусана ҫитнӗ те.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре 16 ҫулти каччӑ питбайкпа ярӑннӑ хыҫҫӑн пульницӑна ҫакланнӑ.

Ӑна ҫак транспорта нумаях пулмасть кӑна парнеленӗ. Вӑл унпа нумаях та ярӑнайман — ҫул ҫине ярӑнма тухсан инкеке лекнӗ, аварире суранланнӑ. Каччӑна васкавлӑ медпулӑшупа Республикӑри ача-пӑча клиника больницине илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн каччӑн аяк пӗрчисем хуҫӑлнине палӑртнӑ, сулли ҫурӑлнӑ, кунсӑр пуҫне пуҫ мими сиенленнӗ. Пӗр сӑмахпа, самаях аманнӑ.

Халӗ унӑн больницӑра чылай вӑхӑт сипленме тивӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Етӗрне районӗн тӗп пульницинчен 1,5 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. Ку – тухтӑр йӑнӑшне пула.

Истори акӑ мӗнлерех: 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче участок терапевчӗ хӗрачан анеми пулнине палӑртнӑ та стационара выртма направлени панӑ. Тепӗр кунхине хӗре пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах икӗ талӑкра унӑн сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслемен. Кайран вара унӑн пуҫ миминчи юн ҫаврӑнӑшӗ пӑсӑлнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.

Ҫапла сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслеменнине пула хӗрӗн сывлӑхӗ вӑйлах япӑхланнӑ. Ҫавна май хӗрӗн амӑшӗ прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти тухтӑрсем ӑнсӑртран уксус ӗҫнӗ 70 ҫулти хӗрарӑмӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ӑна пӗр тӑхтамасӑр Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.

Хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ йывӑр пулнӑ: ҫӑварӗ, апат ҫулӗ пиҫсе кайнӑ. Ҫакӑ йӑлтах – пӗр апат кашӑкӗ 70 процентлӑ уксус ӗҫнӗшӗн. Ку ӑнсӑртран пулса иртнӗ, хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна пӗлмесӗр ӗҫнӗ.

Тухтӑрсем пӗр тӑхтамасӑр пациентӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешме тытӑннӑ: хырӑмлӑхне тасатнӑ, интенсивлӑ инфузиллӗ терапи тунӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ палӑрмаллах лайӑхланнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 69
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та