
Кӑҫалтан Раҫҫейре «Ялти культура ӗҫченӗ» программа ӗҫлет. Ӑна ялти тата пӗчӗк хулари культура учрежденийӗсенчи культура пурнӑҫне йӗркелеме пулӑшас тӗллевпе РФ президенчӗ Владимир Путин пуҫарӑвӗпе хута янӑ.
Чӑваш Енре программӑна хутшӑнма 16 ҫын заявка панӑ. Вӗсенчен 8-шӗ 1 миллион тенке тивӗҫсе ялти клубра, вулавӑшра тата ытти учрежденире ӗҫлеме пултарӗ.
Ытларах ялта камсем кирлӗ-ха? Заведующисем, илемлӗх ертӳҫисем, ташӑ тата музыка вӗрентекенӗсем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем.

Паянхи кун 5 ҫул каялла ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 2020 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Питӗрти больницӑра чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Михаил Васильевич 58 ҫулта пулнӑ.
Вӑл республикӑна 2010-2020 ҫулсенче ертсе пынӑ. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗннче РФ Президенчӗ ӑна шанчӑкран тухнӑ тесе Элтепер должноҫӗнчен кӑларнӑ. Ҫав ҫулах Михаил Васильевич РФ Аслӑ судне президент йышӑнӑвне хирӗҫлесе тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл вилсен ӗҫе чарса лартнӑ, анчах Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗ тавӑҫа тепӗр хут панӑ. Анчах Аслӑ суд йышӑнӑва улӑштарман.

Атӑла таса мар шыв лекесерен тасатмалли сооруженисем тума уйӑрна укҫана чылай регионта йӗркелле усӑ курманни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавӑн пек регионсен хушшинче Чӑваш Ен те пур. Чӑваш Енре Роспироднадзор 50 кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Унран та ытларах — ҫитменлӗхсен шучӗпе пирӗн республикӑмӑр Ярославль тата Самар облаҫӗсем хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш вырӑнта.
Пӑтӑрмах пирки ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та пӗлет иккен. Вӑл ҫӗршывӑн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗпе Александр Козловпа тӗл пулсан тасатмалли сооруженисемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ май ку ытйупа кашни кӗпӗрнаттӑрпа ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри нумай ача амӑшне Надежда Цветковӑна награда пама йышӑннӑ
Вӑл пӗлтӗрхи ҫулла Атӑлта икӗ ҫамрӑка ҫӑлнӑ.
Малтан шывран хӗре туртса кӑларнӑ, унтан – каччӑна. Яш ҫыран хӗррине илсе тухнӑ ҫӗре сывламан, ӑна пляжри тепӗр ҫын пӗрремӗш медпулӑшу панӑ.
Надежда - 3 ача амӑшӗ. Вӑл штукатур-малярта ӗҫлет.

Шупашкарта студентсен кампусне тӑвасшӑн. Вӑл – аслӑ шкул ҫумӗнчи хӑйне евӗр хула. Ку ыйтӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Проектпа килӗшӳллӗн, 3 общежити, вӗренӳ лапамӗ, культура ҫурчӗ, технопарк, спорт комплексӗ пулмалла.
«Пирӗн тӗллев - хамӑр ҫамрӑксене республикӑрах хӑварасси, ытти регионти яш-кӗрӗме те Чӑваш Ене илӗртсе вӗренмелли, ӗҫлемелли тивӗҫлӗ майсем туса парасси», - палӑртнӑ Олег Николаев.

Патшалӑх Канашӗн депутатне, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн президентне Юрий Попова «Раҫҫей ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. РФ Президенчӗ хушӑва пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Юрий Попов 1961 ҫулта Елчӗк округӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти строительство техникумӗнче тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. 2005 ҫултанпа Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн тӗп директорӗ пулнӑ, 2016 ҫултанпа – предприяти президенчӗ.
Сӑмах май, ку наградӑна унччен Чӑваш Енрен Аркадий Айдак тата Вадим Николаев тивӗҫнӗ.
Юрий Попов пирки РУВИКИ-н чӑваш уйрӑмӗнче тӗплӗнрех вуласа пӗлме пулать.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе 80 пин тенкӗ парӗҫ. Ҫак укҫанах вӑрҫӑ участникӗсем, сусӑрӗсем, блокадӑри Ленинградра пурӑннисем, нимӗҫсем ярса илнӗ Сталинградра тата Севастопольте пурӑннисем, концлагере лекнӗ ачасем тивӗҫӗҫ.
Тыл ӗҫченӗсене тата 18 ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн концлагере лекнисене 55 пин тенкӗ парӗҫ.
Укҫана илес тесен нимӗнле заявлени те ҫырмалла мар. Тӳлеве Ҫӗнтерӳ кунӗччен куҫарса парӗҫ.

Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн ҫумӗ пулма пирӗн ентеше шаннӑ. Вӑл – Александр Тихонов.
Александр Тихонов Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ҫӗнӗ должноҫра чи малтан ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе ӗҫлесшӗн.
Палӑртмалла: Александр Тихонов – Паттӑрлӑх орденӗн кавалерӗ. Вӑл ятарлӑ ҫар операцине, ҫӗршыв Президенчӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ «Геройсен вӑхӑчӗ» программӑна хутшӑннӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти 57 ҫулти Светлана Хрулева «Амӑшӗ героиня» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Светлана Васильевнӑпа Вячеслав Владимирович 13 ачана воспитани параҫҫӗ: 6 хӗр те 7 ывӑл. Чи кӗҫӗнни 2012 ҫулта ҫуралнӑ. Аслисем ҫемье ҫавӑрнӑ ӗнтӗ. Хрулевсен 15 мӑнук пур. Светлана Васильевна «Амӑшӗ-героиня» ята тивӗҫнипе пӗрле ҫемьене 1 миллион тенкӗ парӗҫ.
Сӑмах май, ҫак ята 2022 ҫултанпа параҫҫӗ. 10-мӗш ачи ҫулталӑк тултарсан, ытти ачи чӗрӗ-сывӑ пулсан амӑшӗ ҫак ята тивӗҫме пултарать.

Тӑвай округӗнчи Лачкассинче пурӑнакан Анна Тихонова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ун патне ҫак ятпа РФ Президенчӗн саламлӑ открыткине илсе ҫитернӗ, чечек ҫыххи парнеленӗ.
100 ҫулта та вӑл хастар, вӑйӗ тапса тӑрать. Кинемей хӑнасемпе калаҫнӑ хушӑра шӳтлесе те илнӗ.
Анна Тихоновна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн «Канаш – Тӑвай» ҫула тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Халӗ ӑна ывӑлӗпе хӗрӗ пулӑшсах тӑраҫҫӗ.
