Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.4 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: предприятисем

Республикӑра

Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. «Патшалӑх пурлӑхне тата республика хыснин укҫи-тенкине тухӑҫлӑ усӑ курас тесе пӗлтӗр Чӑваш Енри патшалӑх учрежденийӗсен сетьне реорганизациленипе оптимизациленӗ», — тенӗ хыпарта.

Ҫапла туни пӗр пек ӗҫпе аппаланакан, тухӑҫӗ вара ытлашши сисӗнсех кайман предприятисене пӗтерме май панӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ҫавӑн йышшисене пӗрлештерсе пӗр учреждени туса янипе «кӗмӗле» перекетленӗ.

Иртнӗ ҫул реорганизациленӗ патшалӑхӑн 44 учрежденийӗ хушшинче 14-шӗ автономилле предприяти пулнӑ: вӗсенчен 5-шерӗшӗ — вӗрентӳпе культурӑра, 4-шӗ — сывлӑха сыхлас ӗҫре; 12 хысна предприятийӗнчен вӗрентӳрисем — 7, сывлӑх сыхлавӗнче — 10, спортра — 4, культурӑра — 2; реорганизацие лекнӗ хысна пердприятийӗсенчен пурте, 7-шӗ те, сывлӑха сыхлас енӗпе тӑрӑшнӑ иккен.

 

Ӗнер, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев ӗҫпе «Акконд» акционерсен уҫӑ обществинче пулнӑ. «Элитана» десерта хатӗрлекен линие хута яма хутшӑннӑ.

Хӑйӗн ум сӑмахӗнче Михаил Игнатьев ҫак ӗҫе пурнӑҫланишӗн «Аккондӑн» ӗҫченӗсемпе пӗрле республикӑри пур ҫын та савӑннине пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ корпус ҫеҫ мар, паян эпир чӑннипех те пысӑк фабрика уҫатпӑр, — тенӗ Элтепӗр. — Фабрикӑн пылак ҫимӗҫӗ паянхи кун хамӑр патшалӑхрисемпе кӑна мар, ют ҫӗршыври таварсемпе те ним мар пӗр ретре тӑма пултарать. Кунта тупӑшу пысӑк пулнине шута илсен — сахалтарах ҫывӑрни, ҫӗнӗ таварсем кӑларма пултарни ҫеҫ ҫӗнтерме пулӑшӗ», — тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев.

Хӑнасем ҫӗнӗ корпуспа тӗплӗн паллашнӑ. Пылак ҫимӗҫе хатӗрлекен производствӑна хута яма 1,1 млрд. тенкӗ тӑкакланӑ иккен. Ҫӗнӗ корпусра (унӑн лаптӑкӗ 10800 м2) 400 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пур. Ҫулталӑк хушшинче кунта 27 пин тонна пылак ҫимӗҫ кӑларма пулать.

Тавар кӑларакан лини ӗҫӗпе фабликӑн тӗп директорӗ Валерий Иванов паллаштарнӑ. Пӗтӗм ӗҫе автоматика мелӗпе йӗркеленӗ пулин те, пӑхса тӑракан ҫынсем ҫавах кирли пирки вӑл палӑртнӑ.

Малалла...

 

Тӗлпулура
Тӗлпулура

Чӳкӗн 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.В. Игнатьев ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулчӗ.

Кӑнтӑрла иртсен чи малтанах Михаил Васильевич тулли мар яваплӑ «Чесла» тата «Чесла — АСТ» пӗрлешӳсене ҫитрӗ, вӗсенче ӗҫлекенсемпе курнӑҫрӗ. Ку пӗрлешӳсем 2004–2005 ҫулсенченпе ӗҫлеҫҫӗ, ҫӗршывӗпех саланакан атӑ-пушмак хатӗрлеҫҫӗ, предприятисенче 92 тата 86 ҫын вӑй хураҫҫӗ. «Ю.А. Дурасов ырӑ тӗслӗх кӑтартакан ертӳҫӗ. Вӑл ҫакнашкал производство йӗркелесе чылай ҫын валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса хунӑ», — палӑртрӗ Элтепер.

Унтан ҫул ҫӗнӗрен тӑвакан «Трак керамики» заводалла выртрӗ. М.В. Игнатьева кунти ӗҫсемпе хупӑ йышши «ТУС» акционер обществин тӗп директорӗ Н.Ф. Угаслов паллаштарчӗ. Николай Федорович каланӑ тӑрӑх, строительство ӗҫӗсем кӑҫалхи кӑрлачра пуҫӑннӑ, ҫулталӑкра 60 миллион штук керамика кирпӗчӗ кӑларма тытӑнакан завода 2012 ҫулта туса пӗтермелле, пӗрремӗш продукцие вара 2013 ҫулта кӑлармалла, унӑн хакӗ аякран кӳрсе килекеннинчен чылай йӳнӗрех пулмалла.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Экономика
«Промтрактор» парӑмпа татӑласшӑн
«Промтрактор» парӑмпа татӑласшӑн

«Трактор савучӗсем» концерн ӗҫ укҫи парӑмне ҫулталӑк пуҫланиччен татма шантараҫҫӗ. Ырӑ хыпара предприятин пресс-служби пӗлтерет.

Сӑмах май, Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑри тӗрлӗ организацире темиҫе уйӑх пуҫтарӑнса пынӑ ӗҫ укҫи парӑмне темиҫе кунта тӳлесе таттарасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Трактор савучӗсен пресс-релизӗнче ӑнлантарнине ӗненсен, концерн шалӑва тӳлеме ӑнтӑлни пысӑкрах шайрисем ҫине тӑнипе ҫыхӑннӑ. Унта: «Ку вӑл Раҫҫей Федерацийӗн, Внешэкономбанкӑн тата «Трактор савучӗсем» концернӑн ертӳҫисем пӗрле тӑрӑшнин кӑтартӑвӗ», — тесе ҫырнӑ. Вӗсем холдинга финанс енчен сыватассипе программа хатӗрленӗ-мӗн.

«Ҫулталӑк вӗҫӗччен эпир ӗҫ укҫин парӑмне пӗтӗмпех татӑпӑр. Компани счечӗ ҫине 675 миллион тенкӗ килчӗ», – ӑнлантарнӑ пулӑма концерн президенчӗ Михаил Болотин.

 

Страницӑсем: 1 ... 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, [30]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ