
Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм усламҫӑ ултавҫӑсене 28 млн тенкӗ куҫарса панӑ. Йӑлтах икӗ эрне каялла пуҫланнӑ, ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, банк унӑн счечӗ ҫинчи укҫана Украинӑна куҫарассине чарса лартнӑ. Ӗнентерме транзакци докуменчӗн сӑн ӳкерчӗкне те ярса панӑ. Кайран хӗрарӑмпа «ФСБ ӗҫченӗ» ҫыхӑннӑ: вӑл ӑна кивӗ счета хупса укҫана ҫӗнни ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫитменнине, хӑратса пӗтернӗ: хушнине тумасан тӗрмене хупаҫҫӗ, ачине туртса илсе ача ҫуртне ӑсатаҫҫӗ-мӗн.
Хӗрарӑм кун хыҫҫӑн банка кайнӑ, счечӗ ҫинчи 20 млн тенке илнӗ. Унти ӗҫченсене вара суйнӑ: упӑшкинчен уйрӑлать, ҫавна май укҫана урӑх счет ҫине куҫарать-мӗн.
Кайран ҫак хӗрарӑм тата 8,7 млн тенкӗ кредит илнӗ. Ӑна та палламан ҫынсем каланӑ темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Ултавҫӑсем татах чарӑнман: тепӗр 5 млн тенкӗ ыйтнӑ. Хӗрарӑм тинех хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ

13 ҫулти арҫын ача самокат арендӑна илнӗ те ӑна сӳтнӗ, пайӗсене вӑрманта пытарнӑ.
Арҫын ача ӑна малтан подъездра тытнӑ, кайран, хӑраса ӳксен, вӑрмана илсе кайнӑ.
Вӑл электросамоката ашшӗн даннӑйӗсемпе тара илнӗ. Хуҫи, кикшеринг компанийӗн пуҫлӑхӗ, самокат ҫухалсан полицие пынӑ. Вӑрра тӳрех тупнӑ. Ӑна шута илнӗ.

Авӑнӑн 30-мӗшӗнче каҫхине халӑх тетелӗнче икӗ ҫамрӑк ӳкерӗннӗ килӗшӳллӗ мар, этикӑпа килӗшсе тӑман видео сарӑлма тытӑннӑ. Вӗсем Муркашри Ҫӗнтерӳ паркӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ мемориал патӗнче тӑраҫҫӗ, киревсӗр сӑмахсем калаҫҫӗ. Юлашкинчен пӗри палӑк еннелле сурать.
Полицейскисем ҫак блогерсене 2 сехетрен тупса палӑртнӑ. Икӗ «актера», 15-ри тата 17-ри каччӑсене, 14 ҫулти «видеооператора» полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑксем ҫапла ӑнлантарнӑ: вӗсем анлӑ сарӑлнӑ ҫамрӑксен сериалӗ евӗр ӳкересшӗн пулнӑ, ку мӗнпе вӗҫленме пултарассине ӑнланман.
Халӗ тӗрӗслев пырать.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен серепине лекнӗ. Вӑл вӗсене 3 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Ун патне икӗ уйӑх каялла палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер хӑйӗнпе «банк ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ, такамсем унӑн укҫине вӑрлама хӑтланнине ӗнентернӗ, укҫана ҫӑлас тесен ӑна «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненсе вӑл хушнине пурнӑҫланӑ та нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ.
Унӑн полицирен пулӑшу ыйтма тивнӗ.

Шупашкарти 74 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненсе 3,5 миллион тенкӗ ҫухатнӑ.
Ун патне палламан ҫынсем ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнчех шӑнкӑравланӑ. «Домофон ӗҫлет-и?» – тесе кӑсӑкланнӑ. Ӑна вара чӑнах та юсамалла пулнӑ иккен. Хӗрарӑм смс-ҫырупа килнӗ кода пӗлтернӗ. Кайран ун патне татах палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ. Пӗри ҫӗнӗ телефон туянса тӗрлӗ счет ҫине укҫа куҫарма хушнӑ.
Ҫак кунсенче хӗрарӑм патне «ФСБ ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Хльхинче такамсем пенсионеркӑн хваттерне сутма хӑтланнине хӑратнӑ. Хӗрарӑм кун пирки хӗрне пӗлтермен, тӳрех риэлтор патне ҫул тытнӑ. Вӑл хваттере мӗншӗн сутма палӑртнине ӑна та каламан.
Ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнлансан ватӑ хӗрарӑм полицие кайнӑ.

Патӑрьел округӗнче вӑрманта 6 ҫын кӑмпана кайсан ҫухалса кайнӑ. Кун пирки полицие кӑнтӑрла пӗлтернӗ.
Ҫак ҫынсем Люля поселокӗ ҫывӑхӗнче кӑмпана кайнӑ. Анчах вӗсем шала кӗрсен каялла тухмалли ҫула тупайман.
Кун пирки шӑнкӑравласа пӗлтерсен вӗсене полицейскисем тата нимеҫӗсем шырама тытӑннӑ. Малтан вӗсен машинине тупнӑ. Ун хыҫҫӑн сасӑ тата ҫутӑ сигналӗсем пама тытӑннӑ. Ҫапла кӑмпаҫӑсем тупӑннӑ.

Ҫурлан 24-мӗшӗнче Куславкка округӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнчи автозаправкӑра ӗҫлекенсем фура водителӗ кабинӑран нумай вӑхӑт тухманнипе кайса тӗрӗслеме шутланӑ. Лешӗ унта тӑнсӑр выртнӑ.
Тӳрех медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем Ставрополь крайӗнче пурӑнакан 46-ри арҫынна тӑна кӗртнӗ. Анализ илсен юнра юраман япаласем пуррине тупса палӑртнӑ.
Полици фура салонне пӑхнӑ хыҫҫӑн наркотик тӗрки тата шприцсем тупнӑ. Водитель наркотике ҫул ҫинче вӑрттӑн вырӑнтан илнӗ иккен.
Вӑл Мускаври транспорт компанийӗнче ӗҫлени паллӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

ВТБ банк менеджерӗ Михаил Осипов тивӗҫлӗ канури арҫынна ултавҫӑсене 7 миллион тенкӗ куҫарса парасран ҫӑлнӑ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулнӑ. Ватӑ арҫын банка пырса пухнӑ укҫине йӑлтах, процентсем ҫухалнине пӑхмасӑр, илесшӗн пулнӑ. Хӑй питӗ пӑлханнӑ. Менеджер сисчӗвленнӗ, пӗр иккӗленмесӗр полици чӗннӗ.
Кайран ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ватӑ арҫын ҫӗрӗпе «ятарлӑ службӑсен» ӗҫченӗсемпе калаҫнӑ-мӗн. Лешсем унӑн укҫи хӑрушлӑхра пулнине, ӑна часрах «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармаллине ӗнентернӗ.
Михаил Осипова шалти ӗҫсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Иван Языковӑн Тав хучӗпе чысланӑ.

Амӑшӗ кухньӑна тухнӑ та пӳлӗм алӑкӗ питӗрӗнсе ларнӑ, шалта вара 1,5 ҫулти ача юлнӑ. Ку Шупашкарти общежитире пулнӑ.
Хӗрарӑмӑн полицирен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Пӗчӗк ача пӳлӗмре каҫӑхса кайсах макӑрнӑ. Ҫитменнине, чӳрече уҫӑ пулнӑ, ача москитлӑ сетка ҫине таянса аялалла ӳкме пултарнӑ.
Полицин кӗҫӗн лейтенанчӗ Руслан Анюров тата аслӑ лейтенанчӗ Азер Мамедов пӳлӗм алӑкне уҫайман, урамран пӑрӑх тӑрӑх хӑпарма шутланӑ. Руслан Анюров пӑрӑхпа виҫҫӗмӗш хута хӑпарнӑ, напарникӗ троспа страховка тунӑ. Ҫапла вӗсем хӑрушлӑха лекнӗ пӗчӗк ачана ҫӑлнӑ.

Шупашкарти таксист кинемее ултавҫӑсене укҫа парасран ҫӑлса хӑварнӑ. Укҫи сахал мар – 600 пин тенкӗ ытла.
89 ҫулти кинемей патне «телефон ҫыхӑнӑвӗнче ӗҫлекен ҫын» шӑнкӑравланӑ та «килӗшӗве тӑсмалла» тата «укҫана сыхласа хӑвармалла» тесе ӗнентерсе 600 пин ытла тенкине счет ҫинчен илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кинемей укҫана сумкӑна хурса тепӗр региона парса яма тесе такси чӗннӗ.
Анчах таксист тӳрех сисчӗвленнӗ: кинемей шанчӑксӑртарах калаҫнӑ, вӗчӗрхеннӗ. Водитель укҫана кӳршӗ региона илсе каяс вырӑнне полицие ҫитнӗ. Кинемее укҫана тавӑрса панӑ, унпа тата тӑванӗсемпе калаҫу ирттернӗ. Таксиста вара Тав хучӗ панӑ.
