Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш Ен парламенчӗн депутатне, 14 муниципаллӑ районта вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органне суйлассипе хушма тата васкавлӑ суйлавӗсем иртнӗ. ТСК (выр. ЦИК) кӑтартӑвӗсемпе килешӳллен республикӑра суйлава хутшӑннӑ ҫынсен шучӗ — 57,21%.
Суйлавҫӑсем хутшӑннин чи ҫӳлле процентне Тӑвай районӗнче регистрациленӗ — 83,05%. Хыҫҫӑн 82,90% кӑтартупа Елчӗк районӗ пырать.
Суйлав бюллетенӗ ҫине «Пӗрлехлӗ Раҫҫей», ЛДПР, КПРФ партирен тата «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей» фракцинчен пуре 90 кандидата кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри Патшалӑх канашӗн дупутатне суйлассипе хушма суйлавӗнче хӑйсен кандидатурине «Пӗрлехлӗ Раҫҫей», КПРФ, ЛДПР, «Родина» тата «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей» юхӑмӗсенчен пуре 5 кандидата палӑртнӑ.
Чӑваш Ен ТСК кӑтартӑвӗ тӑрӑх нумайӑшӗ «Пӗрлехлӗ Раҫҫей» партийӗн элчисене суйланӑ — 70%. Ыттисен вара ҫапларах кӑтартусем: «ЛДПР» — 10%, КПРФ — 9% тата 5% — «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей».
Тӗпсуйлавкомра пӗлтернӗ тӑрӑх суйлав вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснӑ пулӑмсене асӑрхаман. Суйлав йӗркине ШӖМ управленийӗн 350 ӗҫченӗ тата ШӖМ 3997 ШҪ 92 салтак тытса пынӑ.

Акан 25-мӗшӗнче Упи кану центрӗнче Раҫҫей парламентаризмне йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк уяв иртрӗ. Ҫавна май Мӑн Ҫавал шыв тӑрӑхне Мускав хӑнисем — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем, парламентри «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Россия» фракци депутачӗсем А. Г. Аксаков, Думӑн бюджет комитечӗн членӗ В. А. Лекарева, парламентӑн обществӑлла пӗрлешӳсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ А.В. Кузьмина тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ И. Ю. Моляков килчӗҫ.
Мускавран килнӗ хӑнасем малтанах Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн историпе краеведени музейӗнче пулса курчӗҫ. Кунта курмалли, пӗлмелли питӗ чылай. Ленин орденне тивӗҫнӗ, СССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ К. И. Горинана уйрӑм вырӑн уйӑрнӑ. Чӑваш Енӗн Министрсен Канашӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, республикӑн, РСФСРӑн Аслӑ Канашӗн тӗрлӗ созывӗсен депутачӗ пулнӑ, каярах Раҫҫей парламенчӗн пӗтӗмӗшле пайне ертсе пынӑ Л.П. Прокопьев пирки те материал чылай.
