
Ӗнер Крымпа Раҫҫее пӗлтерӗшлӗ кун пулчӗ. Крым пирӗн ҫӗршывпа пӗрлешнине халӑх савӑнӑҫлӑн паллӑ турӗ. Ҫурутраври халӑх ҫак пулӑма чылай ҫул кӗтнӗ имӗш. Владимир Путин, Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Владимир Константинов, премьер-министрӗ Сергей Аксенов, Севастополь мэрӗ Алексей Чалый килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн халӑх чылай вӑхӑт хушши алӑ ҫупнӑ. Паянтан Крым ҫыннисем Раҫҫей паспорчӗ илме, лавккасенче гривнӑпа мар, тенкӗпе тӳлеме тытӑнӗҫ. Владимир Путин унта пурӑнакан кирек мӗнле наци ҫыннисене те хаваспах йышӑннине палӑртнӑ. Вӗсем халӗ пурте пирӗншӗн чи ҫывӑх тӑван пекех тенӗ вӑл. Президент каланӑ тӑрӑх, Крым ҫыннисем Раҫҫей гражданствине илме е Украина гражданствине хӑварма пултараҫҫӗ.
Савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑма чылай хулара паллӑ турӗҫ. Шупашкарта ӗнер халӑх Республика тӳремӗнче пухӑнчӗ. Сахал мар: ҫичӗ пине яхӑн. Сцена ҫинче юрӑ-ташӑ янӑранӑ, чиновниксем тухса калаҫнӑ. Ҫынсем «Братья крымчане, Чувашия с вами!» (чӑв. Крымри тӑванла халӑх, Чӑваш Ен санпа!) лозунг йӑтнӑ.
Шӑматкун, пушӑн 15-мӗшӗнче, Крыма пӗрлештернипе килӗшекеннисемпе пӗрлех вӑрҫа хирӗҫҫисем те пухӑннӑ. Расна вырӑнта. Влаҫ политикине ырлакансем — чылайӑшне унта хистесе илсе тухнӑ теҫҫӗ — Хӗрлӗ тӳремре пуҫтарӑннӑ пулсан вӑрҫа хирӗҫҫисем «Мир Луксор» кинотеатр умне тухнӑ.
Халӑх чылайӑнах пулман — пӗр 25–30 ҫын кӑна пухӑннӑ. Акцине РПР-ПАРНАС тата Раштавӑн 5-мӗшӗн партийӗн вырӑнти уйрӑмӗсем йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех чӑваш тата вырӑс халӑхӗшӗн пӑшӑрханакансем те хутшӑннӑ. Вырӑсла плакатсемсӗр пуҫне чӑвашли те пулнӑ, тӗслӗхрен, «Вӑрҫӑ ан пултӑр! Эпир тӑнӑҫлӑхшӑн!».
Пикетра Раҫҫей, Украина тата Чӑваш Ен ялавӗсем пулнӑ.
Шупашкарта пушӑн 15-мӗшӗнче Крым халӑхне хавхалантарас, унти референдума ырлас тӗлӗшпе Хӗрлӗ тӳремре митинг иртесси пирки пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, акци 10 пине яхӑн ҫынна пуҫтарнӑ. Митингра тӗрлӗ плакатсем пулнӑ. Пурте — Крыма хавхалантаракансем, фашизма хирӗҫҫисем. Хӗрлӗ лапама Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Валерий Туркай поэт та пынӑ. Кунта ҫитнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗн Украинӑра тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ. Унти ларӑ-тӑру вара вӗсене, паллах, пӑшӑрхантарать. Пурте тенӗ пекех Георгий хӑйӑвӗсем ҫакнӑ. Митинга килнисем Раҫҫейпе Крым пӗрлешессине ырланӑ.
Ҫынсем Украина ҫыннисене пулӑшасси пирки калаҫнӑ. Гуманитари пулӑшӑвне Раҫҫейри чылай тӑрӑхра йӗркеленӗ. Шупашкар та айккинче юлман: ыра кӑмӑллӑх счечӗ ятарласа уҫнӑ.
Пушӑн 16-мӗшӗнче Крымра референдум иртнӗ. Сасӑлава халӑх чылай пыни пирки хыпарлаҫҫӗ. Референдумӑн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн 95 проценчӗ Крыма Раҫҫее тавӑрассишӗн сасӑланӑ.
Раҫҫей Крыма ҫар кӗртессине хирӗҫ Шупашкарта пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пикет иртнӗ. Ӑна «Мир Луксор» кинотеатр умӗнче йӗркелесси пирки РПР-ПАРНАС тата «5 декабря» партисен регионти уйрӑмӗсем пӗлтернӗ.
«Украинӑра пулса иртекен лару-тӑру пире пӑшӑрхантарать. Раҫҫей влаҫӗсем вырӑсла калаҫакан халӑха хӳтӗлеме тесе суверинитетлӑ ҫӗршыва хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарсем илсе кӗртес тенине лӑпкӑн сӑнама пултараймастпӑр», – тет иккен РПР-ПАРНАСӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн членӗ Дмитрий Семенов. Ун шучӗпе пирӗн ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин формӑллӑ тата Раҫҫей хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем Крыма хӳтӗлемелли отряд тесе «сӗмсӗррӗн тата вӑтанмасӑр суять». Телевизорпа тискер фашист-бандеровецсем вырӑсла калаҫакансен вӗлернӗ евӗр пӗлтереҫҫӗ, анчах ку вӑл апла мар тенӗ Семенов. «Манӑн вырӑсла калаҫакан, Хӗвелтухӑҫ тата Хӗвеланӑҫ Украинӑра пурӑнакан тӑвансемпе паллаканӑмсем Раҫҫей телевиденийӗпе кӑтартнине ан ӗненӗр теҫҫӗ. Украинӑна хирӗҫле риторика пӗр тӑван халӑхсене пӗр-пӗрне курайми туса яма, Раҫҫее Пӗтӗм тӗнчерен сивӗтме пултараҫҫӗ», – ҫапла шухӑша палӑртнӑ маларах асӑннӑ хастар.
Украинӑра пурӑнакан вырӑс ҫыннисене хавхалантарас тӗллевпе Шупашкарта митинг йеркелеме палӑртнӑ. Ҫак шухӑша Шупашкар хула депутчӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов шухӑша ырланӑ.
Ларура Шупашкар ҫыннисене Крымра пурӑнакансене гуманитарӗ пулӑшӑвӗ пама, ҫавна май митинг ирттерме сӗннӗ. Леонид Черкесов хула халӑхне юлташлӑ ҫӗршывра мӗн пулса иртни чӑннипех те пӑшӑрхантарнине палӑртнӑ. Ларӑва пухӑннисене Шупашкарпа Севастопольти авиаци базин Хура тинӗс флочӗн ҫыхӑнӑвӗ пирки аса илтернӗ.
Леонид Черкесов митинга ҫитес вӑхӑтра йӗркелессине каланӑ. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫак эрнери пӗр канмалли кун пулӗ. Аса илтеретпӗр: Крымра Чӑваш Енра ҫуралнӑ 2,5 пин ҫын пурӑнать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчине ҫӳренишӗн хака хӑпартни пирки ҫынсем паян митинга тухасси пирки эпир хыпарланӑччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула влаҫӗсем ачасем унта ҫӳремесен те укҫа тӳлеттермелле йышӑннӑ-мӗн. Апла туни саккуна пӑсни пулать тесе нумаях пулмасть суд йышӑну та кӑларнӑ. Кун пирки ӗнер республикӑн вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Спутник-хулара ача пахчишӗн тӳлеве пахчана 80 процент таран кайни тӑрӑх ҫирӗплетнӗ иккен. Пӗлменнисем валли кунта кӑштах ӑнлантарса пани кирлӗ-тӗр. Пӗр ача ҫулталӑкӗпех унта ҫӳреймест-ҫке: чирлесси те пулать, урӑх сӑлтава пула килте хӑварни те. Ҫавӑнпа та тӳлеве пахчана вӗҫӗм ҫӳренӗ евӗр (100 проценчӗпех) палӑртмаҫҫӗ. Республикӑра вӑтам хак 75 процентпа йышӑннӑ теҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин йышӑнӑва ача пахчисен пуҫлӑхӗсемпе пӗр шухӑшлӑ йышӑннине пӗлтернӗ. Вӗсен ертӳҫисем ашшӗ-амӑшне йӗркеллӗ ӑнлантарса паман учрежденисенче кӑна йышӑнӑва ӑша хывса илеймен пулать. Ача пахчине ҫӳремен вӑхӑтшӑн вара заведующисем тӳлеттермесен те пултараҫҫӗ — ҫакна вӗсен хӑйсем тӗллӗн татса памалла-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчишӗн хаксене хӑпартни пирки, унпа килӗшменнипе митинга пухӑнма шут тытни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӑха пушӑн 1-мӗшӗнче шӑматкун пухма шухӑшлаҫҫӗ.
Анчах, «ПроГород» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, тӳре-шара чӑрмав кӳрес тесе ҫав куна ача пахчисенче Ҫӑварни уявлама шут тытнӑ иккен. Амӑшӗсенчен пӗри каласа панӑ тӑрӑх пӗлтӗр ҫак уява ача пахчисенче канмалли мар кунра ирттернӗ, кӑҫал вара шӑматкуна куҫарнин сӑлтавӗ шӑп та халӑха пухӑва ярас маррипе ҫыхӑннине кӑтартать имӗш.
Халӑх пухӑвне йӗркелекенсенчен пӗри — Наталия Смирнова — ӗнентернӗ тӑрӑх пухӑва ирттереҫех. Ирӗк паракан хута хула влаҫӗсем алӑ пуснӑ-пуснах йӗркелӳ коммитечӗ унта тӗрӗсмарлӑхпа килӗшмен пур ашшӗ-амӑшне те кӗтет.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнчи шкулта 1961 ҫулта хӑрушӑ инкек пулнине хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтермен. Ӑна аса илтерекен палӑка самана ылмашсан, 1994 ҫулта кӑна вырнаҫтарнӑ.
Ҫав ҫулхи пушарта унти вӗренӳ ҫуртне ҫӳрекен 106 ачапа 4 вӗрентекен вилнӗ. Аса илтеретпӗр, ун чух Октябрьти революцие асӑнса уяв концерчӗ пынӑ. Акт залӗ пулманнине кура классене усӑ курас тенӗ. Вырӑн ытларах пултӑр тесе стенапа чӳречесем патне партӑсене куҫарса лартма йышӑннӑ. Физика пӳлӗмӗнче упранакан бензин двигателӗ пушар сӑлтавӗ пулса тӑнӑ. Бензин тӑкӑнса кайнипе ҫулӑм хыпса илнӗ. Инкек 80 ҫемьене тӗлӗнмелле хуйхӑ илсе ҫитернӗ.
Инкеке асра тытнине палӑртса Хуракассинче ӗнер хурлӑхлӑ митинг ирттернӗ. Унта ял ҫыннисем, вырӑнти шкултан тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара пухӑннӑ.
Ыран Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ скверта, вӑл Наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ, тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ мухтавлӑ ҫынна, пултаруллӑ педагога, ӑсчаха, шухӑшлавҫӑна Иван Яковлева асӑнса митинг иртмелле. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, ӑна вӑл ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ куна халалласа йӗркелеҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, Иван Яковлевич юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Митинга Шупашкарти шкулсемпе аслӑ шкулсенче вӗренекенсем, учительсем, поэтсем, писательсем тата пултарулӑх интеллигенцийӗ пухӑнмалла.
Тунтикун, юпан 7-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи судра Илле Иванов тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫпе вӗҫленекен лару пулнӑ теме пулать — ыран, юпан 10-мӗшӗнче, суд йышӑну кӑлармалла. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.
Лару пуҫланнӑ хыҫҫӑн Илле Ивановӑн ваккачӗ Николай Столбов ҫӗнӗрен хута кӗме ыйтнӑ — республика тулашӗнчи экспертсен ӗҫне шанманни пирки пӗлтернӗ, Шупашкарти экспертсен пӗтӗмлетӗвне ӗҫ ҫумне хушма сӗннӗ. Ҫавӑн пекех Николай Столбов ваккат Мускавра вӗсем ыйтнипе ҫӗнӗ экспертиза тума тытӑнни ҫинчен те пӗлтернӗ. Айӑплакан ен хирӗҫленӗ хыҫҫӑн тӳре ку пӗтӗм хута кӗрӗве йышӑнма килӗшменни пирки пӗлтернӗ.
Ҫапла май тӳре суд тӗпчевне вӗҫленӗ, сӳтсе яву пайне куҫни пирки пӗлтернӗ. Айӑпланакан та, ун ваккачӗ те сӳтсе яву пайне куҫма вӗсене вӑхӑт кирлӗ тесе каланӑ пулин те суд вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтермен. Юлашкинчен ваккат ларуран тухса кайнӑ — ҫапла май тӳрен 10 минутлӑ тӑхтав тума тивнӗ. Ара, айӑпланакана ваккатсӑр хӑварма юрамасть-ҫке. Николай Столбов, паллах, таврӑннӑ — унӑн эмел ӗҫмелле пулнӑ-мӗн.
Чи малтан сӑмах айӑплакан ен илнӗ. Вӑл кӗскен тӗпчев епле пынине каласа панӑ. Прокурор та следовательсем те статья авторӗ Илле Иванов пулни пирки иккеленмеҫҫӗ иккен, вӗсем журналиста 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттермелли йышӑну кӑларттарасшӑн. Илле Иванов судри хӑйӗн юлашки сӑмахӗ валли хатӗрленме вӑхӑт ыйтнипе ҫеҫ ҫырлахма пултарчӗ. Тӳре вара унӑн юлашки сӑмахне итлемесӗрех (хатӗрленме вӑхӑт пулнӑ тесе) йышӑну кӑларма кайрӗ — ӑна ыран 13 сехет ҫурӑра пӗлтермелле.
