Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: литература

Культура
«Варкӑш» клубӑн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Варкӑш» клубӑн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗнче Тимӗр Алюш Валин (Валентина Кирилловӑн) «Нарпике ӑраскалӗ» кӗнекине сӳтсе явӗҫ. Мероприяти ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.

Роман пӗлтӗр Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Венера Усанова ку кӑларӑм пирки ун чухне ҫапларах хыпарланӑччӗ: «Нарпике ӑраскалӗ» кӗнекери ӗҫсем 1900–2023 ҫулсенче пулса иртеҫҫӗ. Романри тӗп сӑнар – Нарпике ятлӑ чӑваш хӗрӗ. Малтанах вулакан унӑн аслашшӗ-асламӑшӗн – Тимреспе Сарпин – кун-ҫулӗпе кӗскен паллашӗ, унтан ашшӗпе амӑшӗ – Арханпа Элиме – патне куҫӗ. Туслӑ та пуян ҫемьере ӳсекенскерӗн малашлӑхӗ те ҫутӑ, тумхахсӑр пулас пек. Тӑван яла, ҫӗр ӗҫне питӗ юратать вӑл. Тантӑшӗсем пек хулана кайма ӗмӗтленмест, ҫуралнӑ тӑрӑхрах тӗпленесшӗн. Таса юрату ҫинчен ӗмӗтленекен хӗрӗн кун-ҫулӗ тахӑш самантра арӑш-пирӗш ҫаврӑнса каять».

 

Персона

Ыран, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ. Унта кирек кам та кайса курма пултарать.

Николай Полоруссов-Шелепи Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗнӗ Ӳсел ялӗнче ҫуралнӑ.

Шкулта 5 ҫул ҫеҫ вӗреннӗ ҫамрӑка Николай Ашмарин тюрколог халӑх сӑмахлӑхне, юррине пухма ыйтнӑ. Сӑвӑҫ ӑсталӑхне туптама ялти учитель Александр Кузьмин пулӑшнӑ. Полоруссов-Шелепи пӗр вӑхӑт Ҫӗпӗрте ӗҫлесе пурӑннӑ. 1922-мӗш ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. Тутар писателӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ ята ӑна 1936-мӗш ҫулта панӑ.

Ҫыравҫӑ 1945-мӗш ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти Богдан Хмельницки урамӗнчи масарта пытарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-211725618_3295
 

Культура
Ольга Австрийская сӑнӳкерчӗкӗ
Ольга Австрийская сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗнче Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» кӗнекине сӳтсе явнӑ. Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Австрийская хыпарланӑ тӑрӑх, вырӑсларан чӑвашла Вера Александровӑпа Евгений Турхан куҫарнӑ. Кӗнекене савнисен романӗ тесе палӑртнӑ.

Мероприятие «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ Татьяна Семенова ертсе пынӑ.

Николай Сорокин 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Журналист, публицист, ҫыравҫӑ ТАССӑн Тутарстан Республикинчи ятарлӑ корреспонденчӗ, Хусанта тухса таракан «Сувар» хаҫата никӗслекенӗ, тӗп редакторӗ тата «Шурӑмпуҫ» литература журналӗн тӗп редакторӗ пулнӑ. Вун икӗ кӗнеке авторӗ, ҫав шута «Вечная Волга» роман-трилоги те кӗрет (2006–2008, 2013), чӑвашла «Аттеҫӗм Атӑл» ятпа тухнӑ (2017). «Вера древнего народа» документлӑ фильм ӳкернӗ. Тутарстан Республикин, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Николай Михайлович 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

 

Кӑсӑклӑ Культура

2026 ҫулхи нарӑсӑн 5-16-мӗшӗсенче сыватӑшра (ҫар ветеранӗсен Шупашкарти госпиталӗнче) выртрӑм. Унта муталаннӑ сӑвӑсене пӑхса илӗр-ха...

 

* * *

7.02.2026

Вӑрнар чӑвашне Сергей Андреева

Тӑн мӑкалать. Чакса пырать ӑс-хакӑл.

Ӑшри ятсем каяҫҫӗ манӑҫа.

Пурнас пулать. Тек урӑхла мӗн тӑвӑн?

Хӑв ирӗкпе утаймӑн канӑҫа.

 

Пуҫ ҫаврӑнать. Пӗтсе пырать вӑй-халӑм,

Нуша ҫӗре кайма тесе тӑрсан

Чупса эс пытӑн, патӑн ҫирӗп алӑ –

Вӑю ҫӳлти хӑват пек пулчӗ сан!

 

Чун савӑнать. Утас ҫулсем пӗтмен-мӗн

Сан пек хастар ҫынсем пулсан ҫумра.

Текех усал-тӗсел ҫулӑхнине итлемӗп –

Таса тӗнче йӑлтӑртатать умра!

 

* * *

9.02.2026

Пурнӑҫ каҫми ҫырма урлӑшӗ мар,

Капӑр кӗперлӗ вӑл пулмарӗ.

Каҫрӑм пӗрех васкавлӑн та вӑр-вар,

Тен, каясси те тек юлмарӗ.

 

Юлчӗҫ хыҫа аваллӑх сукмаксем,

Кукӑр ҫулсем тӳрленеймерӗҫ...

Тӳрӗ иккен пуласшӑн пуҫтахсем,

Мана вара ухмах-ха эсӗ терӗҫ.

 

Ӑсли-ухмахшӑн ҫут тӗнче пӗрре,

Чӑтни те савӑнни ҫеҫ питӗ тӗрлӗ.

Ҫанталӑкра пур хӗвелпе тӗтре,

Пӗрин – хӗвел, теприншӗн – вӗҫсӗр нӳрлӗх.

Малалла...

 

Культура
Литература премийӗн лауреачӗ
Литература премийӗн лауреачӗ

Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Владимир Садая асра тытса пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти К. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.

Литература каҫне Владимир Садай (Цырульников) (1926–1991) чӑваш писателӗ, тӑлмачи, СССР писательсен союзӗн членӗ, СССР Хӳтлӗх министерствин литература премийӗн лауреачӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-211725618_3156
 

Культура
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ангелина Павловская чӑваш ҫыравҫин «Ҫутӑ ӗмӗт ҫунатлӑ» кӗнекине хаклама пуҫтарӑнӗҫ.

Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Унӑн редакторӗ — Ольга Федорова, художникӗ – Анна Никонорова. Романӑн алҫырӑвӗ «Чӑваш романӗ» II литература конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.

Кӗнеке хӑтлавне писательсемпе журналистсем, педагогсемпе студентсем, литературоведсем хутшӑнӗҫ.

 

Культура
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Лидия Филиппова журналистӑн, ҫыравҫӑн, поэтӑн, публицистӑн кӗнекисене хакласа сӳтсе явма пысӑкран та пысӑк йышпа пуҫтарӑннӑ.

Унта икӗ кӗнекене: «Ух-х, шереметсем!» тата пилӗк чӗлхепе кун ҫути кӑтартнӑ «По следам Сеспеля» — ятлисене тишкернӗ.

Автор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ку пулӑм хӑйӗншӗн пысӑк чыс тата ҫитӗнӳ пулнине пытарман. «Кашни автор хӑйӗн ӗҫне юратать, анчах унӑн ӗҫӗ халӑхшӑн кирлӗ пулнине курасси – икӗ хутчен телейлӗрех!» — чӑннипех тӗрӗс палӑртса хӑварнӑ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall270168791_2852
 

Культура
Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗн ку уйӑхенчи хӑни Ольга Рубцова пулнӑ.

Литература клубне ҫӳрекен хастарсем хальхинче Ольга Рубцован «Телейлӗ билет» кӗнекине сӳтсе явнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, залра поэтсемпе прозаиксем, критиксемпе журналистсем, библиотекарьсемпе вӗрентекенсем, авторӑн ҫывӑх тӑванӗсем пухӑннӑ. Литература уявне «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ Татьяна Семенова ертсе пынӑ.

Пухӑннисем Ольга Рубцовӑна ырласа та мухтаса нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Культура министерстви 2025 ҫулшӑн литературӑпа ӳнер премине илме ӗҫсене малалла йышӑнни ҫинчен хыпарлать.

Литература ӗҫӗсене унччен пичетленсе тухнисене; музыка, ӳнер, театр, хореографи тата эстрада ӳнерӗн, дизайн, кинопа телевидени, халӑх ӳнерӗн тата прикладной ӳнерӗн ӗҫӗсене концертсенче, куравсенче, театрсемпе кинотеатрсенче, пичетре, телевиденипе радиора кӑтартнисене тӑратма юрать.

Ӗҫсене кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен республикӑн Культура министерствинче, 17 ҫуртри 412-2 пӳлӗмре, йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352) 56-50-48.

 

Чӑвашлӑх

Ҫитес уйӑхра пирӗн республикӑра «Халӑх ӑс-хакӑлӗн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ: сӑмах мехелӗпе чӗлхе хавалӗ» ятпа республика шайӗнчи форум ирттерме палӑртса хунӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулӗ. Ӑна паллӑ критик, литературовед, филологи наукисен докторӗ, профессор, Юрий Артемьев 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Форума хутшӑнма ӑслӑлӑх, ӑслӑлӑхпа тӗпчев организацийӗсенче ӗҫлекенсене, чӑваш тата Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи ытти халӑхӑн литературине тӗпчекен преподавательсемпе аспирантсене йыхравлаҫҫӗ. Заявкӑсене кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен conf.chgign@yandex.ru электрон адреспа йышӑнӗҫ, ҫырура «Артемьев» тесе палӑртмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6345.html
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та