
Ӗнер Чӑваш Республикин Композиторсен ассоциацийӗн, Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин пайташне, музыканта, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Анатолий Шакина юлашки ҫула ӑсатнӑ.
Анатолий Шакин – Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Патӑрьел районӗнчи шкулсенче музыка тата юрӑ учителӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑлах 1970 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Культура ҫуртӗнче юрӑпа ташӑ ансамбльне йӗркелесе кӑҫалчченех ертсе пынӑ. Анатолий Шакин — вокалпа хореографи сюитисен, хор хайлавӗсен авторӗ, халӑх юррисене илемлетнӗ. Районти пӗрлештернӗ хорӑн дирижёрӗ пулнӑ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗна» орден медалӗпе наградӑланӑ.

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫӗнӗ мюзикл кӑтартӗс.
«ЧАСОВЩИК. История хранителя времени» мюзиклти сӑнарсем юмах хулинче пурӑнаҫҫӗ, Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Кивӗ ҫула ҫакӑ пачах та килӗшмест.
Мюзикл композиторӗ — Раҫҫейри композиторсен союзӗн тата Раҫҫейри кинематографистсен пайташӗ, «Ҫулталӑкри юрӑ» тата «Ҫулталӑкри шансон» фестивальсен лауреачӗ Игорь Зубков. Либретто авторӗ – Мускаври Максим Артемьев.

Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Атӑл Опера» театр сцени ҫинче Чайковский музыки янӑрӗ. Шупашкара «Академия Русской Музыки» (чӑв. – Вырӑс музыкин академийӗ)оркестр килӗ.
Мускаври ҫав коллектив паллӑ вырӑс композиторӗн паллӑ хайлавӗсемпе – «Лебединое озеро», «Спящая красавица», «Щелкунчик» – килӗ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи ҫав коллектив ҫӗршывӗпе паллӑ ушкӑн.

Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Павлов кунӗсем» фестивале халалланӑ мероприятисен ярӑмӗнчи черетлӗ концерт иртӗ. Тӗрӗсрех, унпа фестиваль вӗҫленӗ.
Училище сцени ҫине учрежденин чи лайӑх коллективӗсем, унтан тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем (вӗсем паян ҫӗршыври тӗрлӗ хулара ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ) тухӗҫ.
Уяв программинче – тӗнче тата хамӑр ҫӗршыври классика хайлавӗсем тата чӑваш композиторӗсен сочиненийӗсем янӑрӗҫ.
Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Паян, чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ тӳлевсӗр концерта йыхравлать. Вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче иртӗ.
«Юрла кӑна, юрла» концерт программинче тӑван халӑхӑмӑр композиторӗсен хайлавӗсем пулӗҫ.
Ансамбль историйӗнче коллективӑн ертӳҫисем Ф.М. Лукин тата А.Г. Орлов-Шуҫӑм, дирижер-хормейстерӗ Г.С. Лебедев тарӑн йӗр хӑварнӑ. Вокалпа хор хайлавӗсем енчен А.Г. Васильев самай пуянлатнӑ. Хальхи вӑхӑтри репертуарта вара А.Н. Никитин, Л.В. Чекушкина, А.А. Осипов хайлавӗҫем чылай.
Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Мерчен» хӑна пӳлӗмӗнче Анатолий Печниковӑн «Илӗртӳллӗ манми Чӑваш ен» нота пуххине хаклама пуҫтарӑнӗҫ.
Мероприятие музыкантӑн 70 ҫулхине тата пултарулӑхӗнчи 55 ҫулхине халаллӗҫ.
Кӗнекене пахалама культура, ӳнер тата литература ӗҫченӗсем, ӗҫтешӗсем, ентешӗсем пуҫтарӑнӗҫ. Программӑна «Чун юрлать» кӗнекепе иллюстраци куравӗ, культура ӗҫченӗсен пултарулӑхӗ, автор юррисен «Савнӑ Чӑваш Енӗм!» концерчӗ илем кӳрӗ.
Анатолий Печников Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Туктамаш ялӗнче ҫуралнӑ. Педагог, композитор, РФ халӑх вӗрентӗвӗн отличнике, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн членӗ. Шупашкар районӗнчи Иккасинчи культура ҫуртӗнче «Ҫӑлкуҫ» вокал ансамбльне тата «Ҫамрӑк хуткупӑсҫӑ» кружока 35 ҫул ытла ертсе пынӑ.

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Гримм пӗртӑвансен юмахӗпе «Бременские музыканты» мюзикл лартма хатӗрленеҫҫӗ. Премьерӑна авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Трубадурпа унӑн тусӗсен мыскарисем ҫинчен каласа кӑтартакан ӗҫпе театрӑн тӗп режиссёрӗ Дмитрий Михайлов ӗҫлет. Мюзикла театрти пӗтӗм труппа тенӗ пекех хутшӑнӗ.
Мюзиклти юрӑсен авторӗ – Игорь Столяров музыкант тата композитор. Унпа театр унччен те килӗштерсе ӗҫленӗ. Художник-постановщикӗ — Питӗрти Мария Шуплецова. Вӑл маларах Марина Карягина пьеси тӑрӑх «Ҫӗн Кун Ачи», Михаил Лермонтовӑн «Мцыри» ӗҫне лартма хутшӑннӑ.
Пластика режиссёрӗ — Пушкӑртстанӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата тава тивӗҫлӗ артисчӗ Рамиз Мухаметшин. Вӑл чӑваш театрӗнче «Снежная королева» юмах, «Ҫӗн Кун Ачи», «Шурҫамка», «Куккук куҫҫулӗ» спектакльсем лартма хутшӑннӑ.

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче Аристарх Орлов-Шуҫӑм композиторӑн палӑкне уҫнӑ. Палӑка Апакасси ялӗнче туса лартнӑ.
Асӑннӑ ялтан ҫухрӑм ҫурӑра, Уйкасси ялӗнче, чӑваш музыкинче тарӑн йӗр хӑварнӑ композитор ҫут тӗнчене килнӗ. Ку вӑл 1914 ҫулта пулнӑ. Пӗчӗк чӑваш ялӗн арӗ паллӑ хор дирижёрӗ, композитор пулса тӑнӑ. Чӑваш АССРӗн телевиденийӗпе радивовещанин патшалӑх комитечӗн хорне пуҫарса янӑ. Вӑл коллектив паян Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли пулса ырӑ ӗҫе малалла тӑсать.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль сцена ҫине кӑларма хатӗрленнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: премьерӑна ҫӗртме уйӑхӗнчи репертуара кӗртнӗ. Ӑна ҫитес уйӑхӑн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.
«Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакльти тӗп роле, Ҫирахви карчӑк сӑнарне, РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева калӑплӗ. Пукане сӑнарӗнче — Светлана Лукиянова.
Спектакле Валерий Яковлев лартнӑ. Композиторӗ — Николай Казаков.
Спектакльте чӑваш халӑх артисчӗ Сергей Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Валерий Карпов тата Аркадий Андреев, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Елизавета Хрисанфова, ҫавӑн пекех Эмилия Назарова, Оксана Драгунова, Евгений Урдюков тата ыттисем вылӗҫ.

Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Анисим Асламас композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа концерт иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Концерт тӳлевсӗр пулӗ.
Программӑна анлӑ сарӑлнӑ тата сайра янӑракан оркестр, хор, инструмент тата вокал хайлавӗсене кӗртӗҫ. Сцена ҫине пултарулӑх коллективӗсем, музыка училищин преподавателӗемпе студенчӗсем, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем тухӗҫ.
