
Ӗнер Республикӑри ҫӑлавпа шырав специалисчӗсен арҫынна вӑрмантан йӑтса тухма тивнӗ. Вӑл кӑмпана кайнӑ та урине хуҫнӑ.
Кӑмпаҫӑ ура хуҫни пирки 12 сехет те 10 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсене васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем чӗннӗ, мӗншӗн тесен пациента машина таран йӑтса ҫитермелле пулнӑ. Арҫын Шупашкар районӗнчи Лапсар тата Карачура хушшинчи вӑрманта кӑмпа татнӑ чухне урине хуҫнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем наҫилккасемпе килсе пациента вӑрмантан илсе тухнӑ, васкавлӑ медпулӑшу машини ҫине хунӑ.

Паян республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Темиҫе районта пӑр ӳккеленнӗ.
15 сехет те 15 минутра Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ялӗнче пӑр ҫунӑ. Кайран "Про Город" хаҫата Карачура патӗнче те пӑр ӳкни пирки пӗлтернӗ. Тепӗртакран пӑр пӗлӗчӗсем Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне ҫитнӗ.

Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче полицейскисем Кӳкеҫ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, арҫын ҫул хӗррипех утнине асӑрханӑ. Вӑл хӑй ӑҫта пулнине ӑнланманни палӑрнӑ.
Пакунлисем ватӑ арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
64 ҫулти арҫыннӑн ҫумра телефон пулман. Вӑл ӑҫтан пулнине ыйтса пӗлнӗ. Хайхискер Карачураран иккен. Вӑл каҫхине тӑванӗсене каламасӑр килтен тухса кайнӑ. Полицейскисем ӑна киле илсе ҫитернӗ.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ӑс-тӑнӗ арпашӑннипе аптӑрать. Эппин, пакунлисем ӑна вӑхӑтра пулӑшнӑ.

Турра ӗненекенсем Мӑнкун хыҫҫӑн темиҫе кунтан ваттисене асӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫынсем ҫӑва ҫине, леш тӗнчене ӑсаннӑ тӑванӗсен вил тӑпри ҫине ҫитсе килме ӑнтӑлаҫҫӗ.
Ҫав кун Шупашкар хула администрацийӗ 15, 30, 46, 52-мӗш маршрутсемпе, ҫавӑн пекех муниципалитетсем хушшинчи 249-мӗш маршрута Явӑш ялне ҫити ҫӳретме йышӑннӑ. 30-мӗш маршрут вара ҫуллахи расписани ҫине куҫӗ. Асӑннӑ маршрутра Карачура ҫӑви ҫине ҫитерекен рейссен шучӗ нумайланӗ.
Чукун ҫул вокзалӗнчен рейссем 6-30, 7-30, 8-30, 9-30, 10-30, 11-30, 12-30, 13-30, 14-30, 15-30, 16-30, 17-30, 18-30 сехетсенче пулӗҫ; Карачура ҫӑви ҫинчен 7-00, 8-00, 9-00, 10-00, 11-00, 12-00, 13-00, 14-00, 15-00, 16-00, 17-00, 18-00, 19-00 сехетре хускалӗҫ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 19 тата 20-мӗшӗсенче халӑха ҫӑва ҫине турттаракан общество транспорчӗ ятарлӑ графикпа ӗҫлӗ.
Муниципалитетсем хушшинчи 249-мӗш маршрутпа (вӑл вокзал ҫумӗнчи «Цветы» (чӑв. Чечексем) лавкка патӗнчен ҫула тухать) – Явӑш (хула масарӗ)» ҫӳрекен автобуссен йышне 20 единицӑна ҫитерӗҫ. Вӑл маршрутпа автобуссем ирхи 6 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен хутлӗҫ.
30-мӗш номерлӗ автобусӑн ҫулне вӑхӑтлӑха ылмаштарӗҫ. Вӑл Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи вокзал умӗнчи лапамран Явӑш ялӗ патӗнчи ҫӑва патне кайӗ. Ку маршрутпа 28 автобусран кая мар ҫӳрӗ. 30-мӗш маршрутпа 10 автобус унчченхилле ҫулпах ҫӳрӗ.
Вӑрнар шосси хӗрринче вырнаҫнӑ масар патне 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен 8 автобус турттарӗ. Заовражнӑй урамри ҫӑва патне 52-мӗш маршрутпа кайма май килӗ.
Муниципалитетсем хушшинчи 331-мӗш «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрут Карачурана ҫити ҫӳрӗ. Лини ҫинче 20 единица транспорт пулӗ.
Шӑматкунпа вырсарникун 5:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен Улатӑр шоссине Г. Айги урамӗнчен тытӑнса Карачура патӗнчи чукун ҫул каҫҫи таран хупласа хурӗҫ.

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫул ҫинче Land Cruiser, бетон пӑтратакан машина тата VW Polo ҫапӑннӑ. Пӗрремӗшӗн тӑрри йӑлтах арканса пӗтнӗ. Бетон ҫӑракан машина отбойнике пырса тӑрӑннӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире пӗр ҫын вилнӗ. Вӑл хӑш машинӑра пулнине хальлӗхе хыпарламан.
Сӑмах май, ҫав вырӑнтан инҫех мар 2019 ҫулта микроавтобуспа КамАЗ ҫапӑннӑччӗ. Автобус Канашран Мускава кайма тухнӑ. Аварире темиҫе ҫын вилнӗччӗ.

Шупашкар районӗнче строительство организцийӗсенчен пӗри, «СК Приоритет» тулли мар яваплӑ общество, ача пахчине юсама килӗшнӗ. Муниципалитетпа вӑл контракта кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унта ӗҫе пӗр уйӑхра вӗҫлеме шантарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, Шупашкар районӗнчи Карачурари «Фиалка» ача пахчине юсаса пӗтермен.
Ӗҫе муниципалитетпа тунӑ килӗшӳре палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлеменнине прокуратура та ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑншӑн надзор органӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Строительство организацийӗн пуҫлӑхне суд администраци мелӗпе явап тыттарнӑ.

Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗнчи шкула авариллисен йышне кӗртнӗ. Ку ыйтӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ирттернӗ канашлура хускатнӑ.
Шкула 1914 ҫулта хута янӑ, ӑна халӗ юсаса ҫӗнетме ҫук ӗнтӗ. Стенасем, никӗс, тӑрри вӑйлах кивелнӗ. Ҫавна май Карачурара ҫӗнӗ шкул тума палӑртнӑ.
Ҫак кивӗ шкулта 77 ача ӑс пухать. Ҫӗнӗ шкул ҫӗкленӗ вӑхӑтра ачасене кӳршӗ ялсенчи шкулсене автобуспа илсе ҫӳрӗҫ.
17 ҫул каялла Карачурара ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑ-ха, анчах никӗс ярсан ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Кивӗ проектпа ҫӗннине тума халӗ май килмӗ. Тӗслӗх вырӑнне Канаш районӗнчи шкула илӗҫ. Пӗлӳ ҫуртне тума 200 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

Шупашкар хула администрацийӗ 65-мӗш маршрут валли перевозчик шырать. Унӑн пассажирсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 30-мӗшӗччен илсе ҫӳремелле.
65-мӗш маршрутпа хальлӗхе маршруткӑсем ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫех автобуссем, лармалли 25 вырӑнлӑ транспорт, ҫула тухмалла. Салона пӗтӗмпе 64 ҫынран кая мар кӗрейӗ.
Каласа хӑвармалла: Шупашкар хула администрацийӗ транспорт реформи ирттернӗ чухне 65-мӗш маршрута хупма планланӑччӗ, анчах ҫапла туман. Пӗлтӗр маршрута ЖБК урлӑ Карачура таран тӑсма сӗннӗ, анчах ҫакна та пурнӑҫа кӗртмен.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппи ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, масарсем ҫинче пулнӑ. Вӗсем театрта ӗҫленисен тата пьесӑсем ҫырнӑ ҫынсен вил тӑприсем ҫине ҫитсе вӗсене тирпейлеҫҫӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку йӑла учрежденире тахҫантанпах пырать.
Йыш чи малтанах Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫине кӗрсе тухнӑ. СССР халӑх артистки Вера Кузьмина мӑшӑрӗн, чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Артистсем СССР халӑх артисчӗн Алексей Ургалкинӑн, РСФСР халӑх артисчӗн Виктор Родионовӑн, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗн Леонид Семеновӑн вил тӑприсене тирпейленӗ. Театра питӗ юратнӑ Валерий Ярды Олимп чемпионӗ канлӗх тупнӑ вырӑна пуҫ тайнӑ.
Карачурари, Лапсарти, Явӑшри ҫӑвасем ҫине те кӗрсе тухнӑ.
