
Ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш Енре вируслӑ ӳпке шыҫҫипе 2254 ҫын чирленӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пӗлтернӗ.
Чирленисен 33,2 проценчӗн сӑлтавӗ кӑшӑлвирус пулнӑ. Ытти тӗслӗхре чир урӑх вируса пула аталаннӑ. Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӳпке шыҫҫипе чирлекенсем кӑштах сахалланнӑ. ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ те чакса пырать-мӗн. Ҫӗртме уйӑхӗнче пӗр эрнере 4 пин ытла ҫын чирленӗ тӗк утӑ уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче – 2906 ҫын.
Кӑшӑлвирусран сывалнисем – 34845 ҫын. Анчах Луговская ку хисеп тӗрӗс пулнинче иккӗленет. Кунсерен 20-30 ҫын сывалать, статистикӑна стационартан киле кайнисем ҫеҫ кӗреҫҫӗ, килте сипленсе сывалнисем вара – ҫук.

Пӗлтӗр рспубликӑра пурӑнакансем, уйрӑмах хуҫалӑх тытакансем, сехӗрленсе ӳкрӗҫ. Ара, кайӑк-кӗшӗк грипӗ чылай чӑх-чӗпе тӗп турӗ. Кӑҫал ку мурпа кӗрешме хатӗрленеҫҫӗ – профилактика ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енри патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак чире пуҫаракан инфекци хӑрушлӑх тухас пур-ха. Республика урлӑ тискер кайӑксем вӗҫсе иртеҫҫӗ, шывра ишекен кайӑксен йӑвисем те пур. Ҫавӑнпа профилактика ӗҫӗсем ирттерме йышӑннӑ.
Халех пӑшӑрханмалли ҫук, специалистсем лару-тӑру йӗркеллине пӗлтереҫҫӗ. Республикӑна кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен тумалли вакцина илсе килнӗ. Ӑна федераци хыснинчи укҫапа туяннӑ.

Чӑваш Енре нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче сысна грипӗпе чирлесе пӗр ҫын вилнӗ. Чирлесе ӳкнӗ хӗрарӑма пульницӑна вырттарнӑ, анчах вӑл тепӗр кунхине сывлама пӑрахнӑ.
Ҫак хыпара ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫирӗплетнӗ: унашкал тӗслӗх чӑнах та пулнӑ. Ведомство асӑрханма та сӗннӗ: профилактика тӗлӗшпе алла час-часах ҫумалла, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла. Сысна грипӗпе чирленине акӑ мӗнле пӗлме пулать: ӳт температури пысӑк, ӳслӗк тухать, сунас пуҫланать, пыр тата пуҫ ыратать, сывлама йывӑр, мышцӑсем ыратаҫҫӗ, конъюктивит аптӑратать. Сысна грипӗ ерсен тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтмалла, унсӑрӑн чир шала каять.
Сӑмах май, Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 1-7-мӗшӗсенче Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 6184 ҫынна шута илнӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен республикӑри организацисенче тата объектсенче карантин пулнине пӗлтернӗ. Ку грипп тата ОРВИ чирӗсем сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Постановление Чӑваш Республикин тӗп санитарӗ Надежда Луговская алӑ пуснӑ.
Карантин вӑхӑтӗнче пульница стационарӗнче выртакансем патне тӑванӗсене кӗртмӗҫ. Шкулсенче ачасен сывхлӑхне куллен тӗрӗслеме хушнӑ. Директорсене ҫак тапхӑрта пӳлӗмсенче массӑллӑ мероприятисем ирттермелле марри пирки асӑрхаттарнӑ. Класри ачасен 20 проценчӗ чирлесен 7-10 кунлӑха вӗренӗве чармалла.
Палӑртмалла: кӑҫал 180 ҫын гриппа чирленӗ. ОРВИ анлӑ сарӑлнӑ май республикӑри 33 шкулта 73 класс карантина кайнӑ, 3 шкул вара вӑхӑтлӑха хупӑннӑ.

Чӑваш Енре пӗр эрне хушшинче 4300 ытла ҫын гриппа тата ОРВИпе чирленӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Апла пулин те сезон чирӗсем сарӑлас енӗпе республикӑри лару-тӑру лӑпкӑ шутланать иккен. Акӑ, сӑмахран, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен 4346 ҫын грипп е ОРВИ ертнине тупса палӑртнӑ. Ҫакӑ юлашки ҫичӗ ҫулхи вӑтам кӑтартупа пӑхсан — 6,9 процент, хӑрушӑ чикӗрен 51,2 процент сахалрах. Чирлесе ӳкнисен пысӑк пайӗ — ҫул ҫитменнисем. ОРВИпе нушаланасси Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта уйрӑмах пысӑк. Ҫавна май 1-мӗш класа ҫӳрекенсене кӑрлачӑн 18-мӗшӗнчех шкула пыма чарнӑ, 27 вӗренекене карантина янӑ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта 14 ҫын гриппа чирленине шута илнӗ.

Кӑҫал Чӑваш Енре пурӑнакан 230 пин ҫын грипран прививка тунӑ. Ку – халӑхӑн 18,9 проценчӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, кӳрсе килнӗ вакцинӑн 97 проценчӗпе усӑ курнӑ ӗнтӗ.
Иртнӗ эрнере 5242 ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку, малтанхи эрнепе танлаштарсан, 1,5 процент сахалрах. Ытти ҫулти вӑтам кӑтартӑва илес пулсан, халӗ чирлекенсен йышӗ 27 процент сахалланнӑ.
Палӑртмалла: ытларах Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенче пурӑнакансем чирлеҫҫӗ. ОРВИпе аптӑраса ӳкнисенчен ҫурри ытла – 17 ҫул тултарман ачасем. Каласа хӑвармалла: ку тапхӑрта чирленӗ 112 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.

Иртнӗ эрнере ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку кӑтарту чи пысӑкки пулнӑ.
Ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ ларура ҫуркуннехи каникула тӑсма пултарасси пирки калаҫнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн эпидемтӗрӗслев тата санитари сыхлавӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Михаил Смирнов халӗ чирлекенсен йышӗ пӗчӗкленме тытӑннине палӑртнӑ. Эппин, каникула тӑсмӗҫ, ачасем вӗренме кайӗҫ.
Сӑмах май, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти шкулсенче вӗренекен 2349 ача чирлет. 39-мӗш тата 42-мӗш шкулсенчи икӗ класа ҫеҫ карантина янӑ.

Тухтӑрсем сисчӗвленнӗ. Ахальтен мар. Вӗсем Чӑваш Енре сысна грипӗн эпидемийӗ пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче чирлекенсен йышӗ нумайланӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗн даннӑйӗсене илсе кӑтартать: кӑҫал ытларахӑшӗ сысна грипӗпе чирлеме пултарӗ. Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чирлекенсен йышӗ нумайланма тытӑнӗ. Кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче вара эпидеми пикӗ пулӗ.
Тухтӑрсем чирлес мар тесен прививка тума сӗнеҫҫӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ӗненес тӗк, пӗр ҫынна прививка тума 200 тенкӗ кирлӗ. Чирлесен сипленмешкӗн вара 700 тенкӗ тухса каять.

Тухтӑрсем асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗ пулмалла, ӑна ҫирӗплетмелле. Тухтӑрсем хӑҫан грипп пӗтессине пӗлтернӗ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» хыпарлать.
Грипӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ хӑҫан пӗтме пултарассине Роспотребнадзорӑн пуҫлӑхӗ Анна Попова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, грипп Раҫҫейрен юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне каймалла.
Унччен тухтӑрсем медицина маски тӑхӑнма, ҫын нумай пухӑнакан вырӑнтан пӑрӑнма сӗнеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне гигиенӑна пӑхӑнмалла. Май пур таран телефона, алӑк хӑлӑпӗсене дезинфекцилемелле.

«Ылтӑн кӗркунне поэтсемпе писательсен кӑна мар, вируссен те юратнӑ тапхарӗ», — палӑртнӑ ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче ирттернӗ селекторлӑ канашлура. Унта сыватмӑшсен тӗп тухтӑрӗсем ҫывхарса килекен грипп тата ОРВИ тапхӑрӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫак амаксенсен хӳтӗленме вӗсем прививка туса хӑтӑлмаллине аса илтернӗ, кун пирки халӑха май пур таран ытларах пӗлтермеллине палӑртнӑ.
Вакцинаци — паянхи кун чи витемлӗ мел, прививка тунисен 80-90% гриппа вуҫех чирлемест. Аптӑраса ӳксен те темччен нушаланмасть. Унсӑр пуҫне прививка ҫынна 12 уйӑх таран гриппа ОРВИрен упрать. Палӑртма кӑмӑллӑ: ӗнерхи кун тӗлне республикӑри 182 пин те 372 ҫын прививка туса сезон чир-чӗрӗнчен хӳтӗленнӗ. Тепӗр самант: пӗлтӗр Чӑваш Енре пурӑнакансен 42,3% прививка тунӑ, кӑҫал ку йыша 43% ҫитерме палӑртнӑ.
