Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ушкӑнӗ Европӑра гастрольте пулнӑ. Чӑваш ташӑҫисем чикӗ леш енчи халӑха «Акӑш кӳлли», «Щелкунчик», «Ҫывӑракан пике», «Дон Кихот» постановкӑсем лартса кӑтартнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем Европӑра ҫулҫӳревре темиҫе уйӑх пулнӑ. Вӗсем Германири, Польшӑри, Швейцарири, Италири, Австрири хуласене нимӗҫ импасариовӗ чӗннипе ҫитнӗ. Чӑваш артисчӗсем тӗрлӗ лапамра вылянӑ: ӗлӗкхи пысӑк театрсенчен пуҫласа спорт лапамӗсем таранах. Пирӗн артистсен пултарулӑхне чикӗ леш енчи халӑх хапӑлласах йышӑннӑ. Хӑсене ҫирӗп тытма пӗлекен нимӗҫсем те ура ҫине тӑрса алӑ ҫупнӑ. Итальянсем те артистсене кӑмӑллӑн йышӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет труппин илемлӗх ертӳҫи, тӗрлӗ конкурс дипломанчӗ Данил Салимбаев каланӑ тӑрӑх, ушкӑн ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ, пултарулӑха ҫӳллӗ шайра кӑтартнӑ. Уйрӑмах Андрей Субботин, Марианна Чемалина, Анна Серегина палӑрнӑ. Анасатасийӑпа Дмитрий Абрамовсен дебючӗ те тӗлӗнтернӗ. Дани Салимбаев гастроль артистсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Театр ӗҫӗ пирки калаҫнӑ чух эпӗ, паллах, специалист пек хаклама пултараймастӑп — ун валли ман ятарлӑ пӗлӳ ҫук-ҫке. Анчах куракан евӗр хаклама ирӗк пур-тӑр. Ку вӑл Пукане театрӗн Сургут тӑрӑхӗнче иртнӗ гастролӗ пирки пӗлтерес умӗнхи хӑйне евӗр ум сӑмах вырӑнне тейӗпӗр ӗнтӗ. Тепӗр умсӑмах та пултӑр-ха эппин. Шел те, пукане театрне ятарласа хӑҫан кайнине те манма ӗлкӗрнӗ эпӗ. Анчах хӑш-пӗр уявра вӗсем вылянине курма май килет те унти артистсемпе режиссерсен пултарулӑхӗ пирки иккӗленӳ ҫук. Ӗҫе чунпа тунӑн туйӑнаҫҫӗ мана унта. Е юратса темеллеччӗ-ши?..
Ҫак кунсенче чӑваш пуканисен инҫе ҫӗрти гастролӗ вӗҫленнӗ. Сургут тӑрӑхӗнче артистсем 10 спектакль кӑтартнӑ. Унти ыркӑмӑллӑх фончӗ тата ачасен реабилитаци центрӗ пулӑшнипе сусӑр ачасем валли тӳлевсӗр спектакльсем лартса панӑ. Кашни спектакле Сургут хулипе вӑл тӑрӑхри куракансем ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Вӑл енчи артистсем вара иртнӗ уйӑхӑн 11–16-мӗшӗсенче Шупашкарта гастрольпе пулнӑччӗ.
Сӑнсем (7)

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Халал» гастроль турне тухса каять. Театршӑн ҫакӑ ҫӗнӗ проект. Ӑна вӑл Раҫҫейӗн Культура министерстви ҫӗршывра гастрольсене ирттерме пулӑшасси ҫинчен калакан программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май тивӗҫнӗ. Ҫула кайса ҫӳреме федераци хыснинчен укҫа уйӑраҫҫӗ.
Гастролӗн малтанхи тапхӑрӗ ҫак уйӑхӑн 7-11-мӗшӗсенче Тутарстан Республикинче иртӗ. Унта ачасем тата аслисем валли лартнӑ икӗ спектакльпе тухса кайӗҫ. Пӗри — «Ама кайӑк ҫулӗпе» асамлӑ юмах, тепри — «Ах, хуняма, хуняма» камит. Юмах авторӗ, сӑмах май, хальхи вӑхӑтри автор тата режиссер — Иосиф Трер. Чӑваш халӑхӗн ламран лама пыракан ӑслайне кӑтартакан юмах аслисемшӗн те кӑсӑклӑ пулмалла.
Чӳк уйӑхӗнче артистсем Пушкӑртстана ҫитӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче Мускавра К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн спектаклӗсене кӑтартӗ. Театр Мускаври гастроле Мускаври чӑваш наципе культура автоними пулӑшнипе килнӗ.
Юпа, 3. «Ялта» — 2 пайлӑ музыкӑллӑ драма (Ф. Павлов)
Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.
Юпа, 4. «Шухӑ вырӑнта» — 2 пайлӑ комеди (А.Н. Островский)
Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.
Юпа, 5. «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» — 2 пайлӑ музыкӑллӑ комеди (А. Чебанов)
Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.
Пур спектакле те вырӑсла куҫарса пырӗҫ. Гастроль Таганка актёрӗсен пӗрлешӗвӗн театрӗнче (Театр Содружество актеров Таганки) иртӗ, унӑн адресӗ: Мускав, Земляной вал, 76/21, Тагански м.
Театр касси 13 сехетрен 19 сехетчен ӗҫлет. Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 915-11-48. Епле ҫитмеллине кунта пӗлме пулать: http://www.mirkart.ru/su?44882
Пурне те килсе курма чӗнетпӗр!
