Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ветерансем

Республикӑра

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе тӑлӑх салтак арӑмӗсене хваттер илме патшалӑх сертификат панине вулакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Улатӑр районӗнче те ун пеккине тивӗҫҫисем пур. Вӗсенчен пысӑк пайӗ — 22 ҫын — илнӗ ӗнтӗ. Ҫапах та черет кӗтекенсем те пур-ха. Хальлӗхе ун пек ватӑсем тата тепӗр пиллӗкӗн иккен. Ҫамрӑк мар та, илсе ӗлкӗрччӗр ӗнтӗ тесси кӑна юлать-тӗр.

Сӑмах май, ҫак ыйту пур чухне те кал-кал татӑлса пырать теейместӗн-ха. Хӑйсен те ҫурт-йӗре лайӑхлатма тивӗҫҫине хӑш-пӗр ватӑн прокуратурӑпа суд тӑрӑх ҫӳресех ӗнентерме тиврӗ.

 

«Интеграл» технопарк Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗпе тата «Капитошка» ача-пӑча аталанӑвӗпе кану центрӗпе пӗрле пулса паян салтак юррин кунне ирттерет. Ӑна спутник-хулари «Ельник ращи» культурӑпа кану паркӗнче йӗркелӗҫ. Вӑл 12 сехетре пуҫланать.

Унта ветерансене, тӗрлӗ хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннисене йыхравланӑ иккен. Пухӑннисем салтак тата патриот юррисене итлесе киленӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ десантниксен привалне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Граффити енӗпе ирттернӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене те паян чысламалла.

 

Кун пирки Чӑваш Енӗн ҫурт тӑвӑм министрӗ Олег Марков шантарнӑ иккен. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе тӑлӑх салтак арӑмӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тесе 2010 ҫултан пуҫласа федераци хыснинчен 5,13 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫав укҫа 5 393 ветеранӑн ҫурт-йӗр ыйтӑвне татма май панӑ. Кӑҫал Чӑваш Ене тата тепӗр 766,5 миллион тенкӗ килнӗ. Ку вӑл 730 шур сухала хваттерпе тивӗҫтерме кайӗ.

Вӑрҫӑ ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫа кӗртессине вӗҫлесси пирки калаҫнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал пур ветеранӑн та ӗмӗчӗ пурнӑҫланассине палӑртнӑ.

Сӑмах май, ку темӑна наци проекчӗсем епле пурнӑҫланнине тишкерессипе республика шайӗнче йӗркеленӗ канашлура сӳтсе явнӑ.

 

Чӑваш Республикинчи Сывлӑха сыхлакан тата социаллӑ аталану министерстви палӑртнӑ тӑрӑх пурӑнас условисене лайӑхлатас тӗллевсемпе 2005 ҫулта учета Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 5 428 ветерана тӑратнӑ. Ҫурт-йӗрпе ветерансене тивӗҫтерес тӗллевпе республикӑна 5 млрд. тенкӗ уйӑрса панӑ имӗш. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн 233 вӑрҫӑ ветеранӗ паянхи кун та патшалӑх уйӑрнӑ укҫапа усӑ курмалли свидетельство хучӗ алла илмен-ха.

Пурӑнмалли условисене улӑштарма ветерансем икӗ майпа усӑ курма пултараҫҫӗ: патшалӑх уйӑрнӑ укҫана ҫӗнӗ ҫурт-йӗре хута яма е хваттере сутӑн туянма. Ҫу уйӑхӗнчи кӑтартусем тӑрӑх ку мелсемпе учетра тӑракан ветерансен 95,7% (5195 ветеран) усӑ курнӑ. ЧР Минстрой пӗлтернӗ тӑрӑх 757 ветеран тӳпеллӗ ҫурт тӑвӑмпа усӑ курнӑ, 133 хӑйне валли пурӑнмалли ҫурт-йӗр ҫине укҫа уйӑрнӑ. Нумайӑшӗ — 4 305 ветеран — ҫурт-йӗре хӑйсем тӗллен туяннӑ.

Министертвӑра пӗлтернӗ тӑрӑх патшалӑх уйӑрнӑ укҫапа усӑ курман 223 ҫынран 2 ветеранӗ свидетельство хутне паянхи куна илме ӗлкернӗ, халӗ укҫапа усӑ курма кирлӗ хутсем пуҫтараҫҫӗ. 231 вӑрҫӑ ветеранӗсем вара свидетельсво хутне те алла илмен-ха.

Малалла...

 

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тискер тӑшмана хирӗҫ ирӗкшӗн ҫапӑҫкан салтаксен паттӑрлӑхӗ ӗмӗрлӗхе асра тытӑнса тӑрӗ. Лӑпкӑ, тутӑлӑ пурнӑҫпа паян пурӑнни — пӗтӗмпе пирӗн хӑюллӑ салтаксене пула ҫеҫ. Кӑҫал аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗрен 68 ҫул ҫитет. Вӑрҫӑра тискер фашиста хирӗҫ ҫапӑҫакансен, тылра пӗтӗм вӑйне хурса тӑрмашакансен йышӗ шел пулин те ҫултан-ҫул чакса пырать. Паянхи ӗмӗрен ҫынсен ҫут тӗллевӗ вӑл — вӑрҫӑ хирӗнчи паянхи ҫутӑ пурнӑҫшӑн кӗрӗшекенсене хисеплесси, вӗсем пирӗн ҫине хунӑ шанӑҫа ӑнӑҫлӑ тытса пыни.

Раҫҫей патшалӑхӗ вӑрҫӑ ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене яланах пулӑшма тӑрӑшнӑ. Кӑҫал та ҫак паха ӗҫ пӑрахӑҫланман. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин тӗп хулинче пурӑнакан ветерансен, тӑлӑх арӑмсен пӗтемпе 27 хваттере ҫӗнӗтме, ремонт тума паллӑртнӑ.

Ҫак ӗҫӗ пурнӑҫлама резерв фондӗнчен 500 пин укҫа уйӑрса панӑ. Кашни хваттерте хӑйне уйрӑм ӗҫ. Пӗр килте чӳрече улӑштарасси, пӳлӗмсенче ҫӗнӗ алӑкӗсем лартасси, электричество проводкине ҫӗнетесси, урай сарасси. Тепӗр хваттерте электричество счётчикӗсене улӑштарасси, ҫӑмӑл юсав тӑвасси.

Хӑш-пӗр хваттерсенче юсав ӗҫӗсене вӗҫлесе ҫитерме ӗлкернӗ, ыттисенче вара ҫӗнетӳсене уявсем хыҫҫӑн пӗтерме паллӑртнӑ.

Малалла...

 

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме республикӑна федераци укҫи-тенкинчен 260 миллион тенкӗ ҫитнӗ. Ҫак укҫа 265 ветеранӑн ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама май парӗ. 2008-мӗш ҫултанпа, Раҫҫей Президенчӗн «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ҫинчен» Хушӑвӗ ӗҫе кӗнӗренпе Чӑваш Енри 3 пин те 804 ҫын хваттерлӗ пулнӑ. Ҫак тӗллевпе ҫӗршыв хыснинчен республикӑна 4,6 миллиард тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://cap.ru
 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та