
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ юсаса ҫӗнетнӗ аэропорта уҫнӑ. Республика тӗп хулине вӑл хӑй килмен-ха, анчах пӗлтерӗшлӗ ҫак пулӑма вӑл видеоҫыхӑну мелӗпе хутшӑннӑ.
Аэропорта уҫма ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Роман Старовойт тата Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтри терминала уҫни республикӑшӑн питех те пӗлтерӗшлӗ. Туристсем те республикӑна хаклама вокзалсенчен пуҫлаҫҫӗ.
Уҫӑлнӑ ҫӗнӗ терминал — вӗҫсе каякан пассажирсем валли. Самолётпа республикӑна килекен пассажирсем валли те зала юсаса ҫӗнетӗҫ. Ку вӑл строительствӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ пулӗ. 2025 ҫулта перрона тата руль ҫулне юсамалла.

Шупашкарти аэропорт хитреленнӗҫемӗн хитреленсе пырать. Ҫавна ҫак йӗркесен авторӗ те асӑрхарӗ. Ҫурла уйӑхӗнче аэропорт патне пымалли тротуарсене те сарманччӗ пулсан, халӗ ҫав ӗҫе вӗҫленӗ.
Аэровокзалта пассажирсене самолёт кӗтсе лармалли хӑтлӑ зонӑсем, кафе, касса тата япала упрамалли камерӑсем, багажа автомат мелпе йышӑнмалли тунӑ. Ачаллисем валли уйрӑм пӳлӗм пур.

Шупашкарти аэропорт хӗллехи расписани ҫине куҫнӑ.
Пассажирсене, хальхи пекех, пирӗн республикӑран «Аэрофлот» тата «Победа» авиакомпанисем турттарӗҫ. Унсӑр пуҫне самолётсем Санкт-Петербурга, Сочие,Сургута, Нижневартовска, Минеральные Воды хулисене вӗҫӗҫ.

Шупашкарти аэропорта юсама пуҫлани виҫӗ ҫул ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑтра аэровокзал ӗҫлеме самантлӑха та чарӑнман — тӗрлӗ хулана каякансене тата пирӗн тӑрӑха килекенсене йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, отделка ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Строительсем инженери сечӗсене монтаж туса пӗтернӗ.
Юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫурт калӑпӑшӗ виҫӗ хут ытла пысӑкланӗ.
Юсав ӗҫӗ ҫулталӑкӗпех пырӗ.

Шупашкарти аэропорта вӑхӑтра юсаса пӗтереймӗҫ. Аэропорт ҫавӑншӑн «хисеплӗ пассажирсенчен» каҫару ыйтса халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пост вырнаҫтарнӑ.
Аэровокзалӑн ҫуртне юсаса ҫӗнетес ӗҫ пынӑ вӑхӑтра пассажирсене меллӗ марри паллӑ ӗнтӗ. Унта ҫынсене ларса-тӑма ахаль те вырӑн сахал, реконструкци вӑхӑтӗнче вырӑн тата хӗсӗкрех. Хальхи вӑхӑтра ҫуртра шалта юсав пырать-мӗн.
Типӗ ҫанталӑкра багажа аэровокзалӑн айккинчен пама тытӑннӑ, ҫынсене кӗтсе тӑма уҫӑ вырӑнта кӗтсе лармалли вырӑн туса панӑ.

Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫур ҫулта асӑннӑ вэровокзал пулӑшӑвӗпе 259 пин ҫын усӑ курнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен ҫак цифра 13 процент пысӑкрах, е пӗтӗмпе 228 пин ҫынпа танлашнӑ.
Аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи вӑхӑтра авиапассажирсен йышӗ яланах палӑрмаллах ӳсет. Самай чухне бортри мӗнпур кресло тулли пулать.
Хальхи вӑхӑтра канма ҫӳрекенсем йышлӑ. Шупашкартан, сӑмахран, кӑнтӑр енчи икӗ хулана самолётсем вӗҫеҫҫӗ: Сочие тата Минеральные Водыне.

Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорт Раҫҫейри аэропортсен «ТОП-50» списокне кӗнӗ. Списока пассажирсен шучӗпе йӗркеленӗ. Пӗлтӗр сывлӑш транспорчӗпе пирӗн республикӑра ҫур миллион ытла ҫын усӑ курнӑ. Кун пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ.
Пурӗ ҫӗршывра 220 ытла аэропорт ӗҫлет. Рейтингра малтисем: «Шереметьево», «Домодедово», «Внуково» аэропортсем. Шупашкар аэропорчӗ — 46-мӗш вырӑнта.

Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе Шупашкарти аэропорт ҫуллахи режим ҫине куҫнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пулӗ.
«Победа» авиакомпани малашне те Мускава кунне 3 хут вӗҫӗ, Питӗре - эрнере 5 хут. Ҫӗртмен 3-мӗшӗнчен Сочие рейссем уҫӑлӗҫ.
«Северный ветер» компани акан 1-мӗшӗнченпе тунтикунсерен Сочие вӗҫме тытӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен эрнекунсерен те рейс пулӗ. Юпа уйӑхӗнче юнкунсерен тата вырсарникунсерен вӗҫӗ.
Паянтан «ЮВТ Аэро» юнкунсерен Нижневартовска вӗҫме пуҫлӗ.

Чӑваш Енрен Ҫурҫӗре самолётпа вӗҫме май килӗ. Ку ырӑ хыпара Шупашкарти аэропортӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен Шупашкартан Нижневартовска авиарейс уҫӑлӗ. Унта самолёт юнкунсерен вӗҫӗ. Шупашкара вӑл пассажирсене 11 сехет те 20 минутра илсе ҫитерӗ, ҫурҫӗрти хулана каялла 12 сехет те 30 минутра тухса кайӗ.
Пассажирсене 50 вырӑнлӑ «Bombardier CRJ200» суперджет турттарӗ.
Шупашкарти аэропортӑн ҫуллахи расписанине ҫавӑн пекех Сургутпа Сочи хулисене те кӗртнӗ. Вӗсем те, Нижневартовск пекех, «Транспорт тытӑмне аталантарасси» программӑна лекнӗ, апла пулсан билет хакӗ 50-60 процентне республика бюджечӗн шучӗпе йӳнетӗҫ.

Шупашкарти аэропортӑн ҫӗнетнӗ терминалне ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗнетесшӗн. Вӑл вӑхӑта аэровокзалӑн 85 процентне юсаса пӗтересшӗн.
Калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗ виҫӗ ҫула яхӑн пырать. Реконструкции вӗҫлеме палӑртнӑ вӑхӑта темиҫе хутчен те куҫарнӑ. Вӗҫсе каймалли зонӑна кӑҫалхи ҫулла уҫасшӑн. Пассажирсене регистрацилемелли, багажа автоматика мелӗпе йышӑнмалли, паспорт тӗрӗслевӗн, тӗрӗслев, стерильлӗ зонӑсене ӗҫлеттерсе ярасшӑн.
