Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: аукционсем

Кӳршӗре Вырсарни шкулӗн ҫурчӗ / «Кукӑль Урамӗ» проектран
Вырсарни шкулӗн ҫурчӗ / «Кукӑль Урамӗ» проектран

Пӗлтӗрсене эпир Ӗпхӳри чӑваш вырсарни шкулӗн ҫуртне сутса яма шухӑш тытни пирки пӗлтерсеччӗ. Юнкун, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, ҫак ӗҫе пурнӑҫланӑ та имӗш — ҫурта Нефтекамск хулинчи усламҫӑна Марат Хафизова сутса янӑ.

«Коммерсант-Уфа» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ҫуртшӑн ыйтнинчен икӗ хут пысӑкрах хак панӑ — пурӗ 5,23 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ пулать. Ҫапла май ҫурта 25 ҫуллӑха Марат Хафизова тара парӗҫ. Аукционра пурӗ тӑваттӑн хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче малтан «Лукойл-Уралнефтепродукт» топ менеджерӗ пулса ӗҫленӗ Марат Хасановӑн компанийӗ те пулнӑ имӗш.

Аса илтеретпӗр, аукционра ҫӗнтерекене ҫурта 25 ҫуллӑха тара парӗҫ, хакӗ — пӗр тӑваткалшӑн 1 тенкӗ. Пӗтӗмӗшле ҫурт 728 тӑваткал метр йышӑнать. Марат Хафизовӑн халь икӗ ҫул хушшинче ҫак ҫурта юсаса ҫӗнетме тивӗ. Ун хыҫҫӑн ҫуртӑн 1-мӗш хучӗ — 187, 7 тв. м. — Чӑваш вырсарни шкулне куҫмалла. Ытти лаптӑкпа ҫӗнӗ хуҫа хӑйне кирлӗ пек усӑ курма пултарӗ — офиссем йӗркелеме, усламҫӑсене тара пама. Хальхи вӑхӑтччен вара пӗтӗм ҫуртпа Чӑваш вырсарни шкулӗ усӑ курнӑ.

Ку ҫурта 19 ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ иккен. Революциччен унта Ӗпхӳри кӗпӗрнен земство управленийӗ, Уес училищи вырнаҫнӑ пулнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.kommersant.ru/doc/2406750
 

Пӑтӑрмахсем

Федерацин монополипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен службин республикӑри управленине Улатӑр хула администрацийӗ пирки ҫӑхав пырса ҫитнӗ. Хута ҫырнӑ тулли мар яваплӑ общество хула администрацийӗ хӑйне аукциона пустуйранах хутшӑнтармасӑр хӑварнӑ тесе евитленӗ.

Конкурсӗ ишӗлекен ҫурт-йӗрен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарма ҫурт тума подрядчика суйлассипе йӗркеленӗскер пулнӑ иккен. Контракт хакӗ 4,7 миллион тенкӗ ытларахпа танлашнӑ. Конкурса хутшӑнакансен ӗҫе пурнӑҫлама килӗшнине палӑртмалла пулнӑ. Монополипе кӗрешекенсем патне каярах ҫӑхав шӑрҫаланӑ общество килӗшнине пӗлтернӗ. Анчах ӑна аукциона хутшӑнтармасӑр хӑварнӑ. Монополипе кӗрешекенсем аукциона саккуна пӑсса ирттернине палӑртнӑ, апла тӑк унӑн кӑтартӑвне ҫывӑх вӑхӑтра пӑрахӑҫламалла.

 

Республикӑн Пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви автотранспорт хатӗрӗ сутассипе нумаях пулмасть аукцион ирттернӗ.

Унта малтанласа пурӗ тӑхӑр машина сутасси пирки пӗлтернӗ. Аукционта вӗсенчен ҫиччӗшӗ хӑйсен ҫӗнӗ хуҫине тупнӑ. Ҫичччӗшне сутса 132 пин те 895 тенкӗ укҫа тунӑ иккен. Хыпарта каланӑ тӑрӑх, ку вӑл малтан палӑртнинчен 2,6 хут хаклӑрахпа ӑсаннине пӗлтерет. Икӗ машина (кӗске хыпарта вӗсем мӗнлисем пулни пирки асӑнман) малтан палӑртничнен 5,9 тата 4 хут хаклӑрахпа сутӑннӑ-мӗн.

Туянас текенсем вара пурӗ 15 ҫын тупӑннӑ. Анчах вӗсенчен пӗри сататӑкне вӑхӑтра куҫарман пирки аукциона ӑна хутшӑнтарман.

Машина сутассине черетлӗ аукцион ҫитес уйӑхӑн 19 тата 26-мӗшӗсенче иртмелле иккен. Мӗн сутма палӑртни пирки Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 84-мӗш ҫуртри 46-мӗш пӳлӗмре ыйтса пӗлме пулать тесе хыпарлаҫҫӗ. Телефонне те кӑтартнӑ — (8352) 64-21-40.

 

Хӗллехи Елчӗк. Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ
Хӗллехи Елчӗк. Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗкре нумаях пулмасть харӑсах икӗ ҫурта сутса янӑ. Вӗсенчен пӗри — 1034,4 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнакан автопарк ҫурчӗ, тепри — 211,6 тӑваткал метр йышӑнакан тӗтӗмлемелли цех. Ҫуртсемпе пӗрлех, паллах, вӗсем йышӑнакан тата йӗри-тавралли ҫӗр лаптӑкне те.

Автопарка пурӗ пиллӗкӗн куҫ хывнӑ пулнӑ иккен: В.П. Петрушкин, «РАЯФ» тулли мар яваплӑ общество, Б.В. Крылов усламҫӑ, Д.Р. Абулханова тата А.Н. Чернов. Аукциона хутшӑнма вӗсем кашниех заявка тӑратнӑ, анчах юлашкинчен асӑннине унта хутшӑнтарман. Район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта мӗншӗнне ӑнлантарман-ха. Ахӑртнех, кирлӗ документсене йӗркеллӗ тӑратса ҫитермен-тӗр. Асӑннӑ пурлӑхшӑн 2 миллион та 254 пин тенкӗ сӗннӗ В.П. Петрушин аукционта ҫӗнтернӗ.

Тӗтӗмлемелли цеха туянас текенсем те пиллӗкӗн тупӑннӑ. Вӗсен шутӗнче маларах асӑннӑ аукциона хутшӑннӑ «РАЯФ» тулли мар яваплӑ общество тата Д.Р. Абулханова та пулнӑ. Кунсӑр пуҫне П.И. Разумов, Г.В. Кудрин тата Г.З. Адюков туянас тенӗ. Пуринчен пысӑк хак — 523,5 пин — сӗнсе П.И. Разумов ҫӗнтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, [20]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй