
Чӑваш литературин классикӗн, прозаикӑн, публицистӑн, куҫаруҫӑн Илпек Микулайӗн ҫуралнӑ кунӗ иртсе кайрӗ пулин те ун пирки асӑнма кая юлман-ха.
Вӑл 1915 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Патӑрьелти педагогика техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх институтӗнче (халӗ – университет) вӗреннӗ. Шкулта учительте ӗҫленӗ, Радиофикаци тата ралиовещани комитетӗнче тата Чӑваш кӗнеке издательствинче аслӑ редактор пулнӑ.
Калавсемпе повеҫсем, романсемпе статьясем ҫырнӑ. Вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн «Хура ҫӑкӑр» романне кӗнеке вулама юратман ҫын та пӗлетех.
Шупашкарти Литература музейӗнче ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан экспонатсем чылай упранаҫҫӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн тӑватӑ ҫула пынӑ хаяр вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 75 ҫул ҫитрӗ. Унта хутшӑннисенчен хӑшӗсем вӑрҫӑ хирӗнчех «тӑкӑнса» юлнӑ, хӑшӗсем кайран, киле таврӑнсан вилнӗ. Вӑрҫа хутшӑннисен тата тыл ӗҫченӗсен йышӗ ҫулран ҫул чаксах пырать. Эпир, паянхи ӑру вӗсене асра тытма тивӗҫ. Ҫавна тӗпе хурса «Советская Чувашия» хаҫат «Этот день мы приближали, как могли» (чӑв. Ҫак куна эпир май килнӗ таран ҫывхартнӑ) викторина ирттерет.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн авторӗ тата йӗркелӳҫи — журналист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе чыслама шантарнӑ. Ыйтусене «Советская Чувашия» хаҫатӑн сайтӗнче тупма пулать. Хуравсене ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен sv-press@mail.ru электрон адреспа е «428013, Шупашкар хули, Калинин урамӗ, 66-мӗш ҫурт, 326-мӗш офис» адреспа ярса памалла.

Муркаш районӗнчи тӳре-шара хайсен ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ мухтавлӑ ҫынна, паллӑ ӑсчаха, энциклопедиста, историка, этнографа, фольклориста, лексикографа, педагога, аслӑ шкул йӗркелӳҫине, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен тӗпчевҫине, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне — «Хыпара» — йӗркеленӗ Николай Никольские сума сӑваҫҫӗ.
Паллӑ ҫын ҫуралнӑранпа паян 142 ҫул ҫитнӗ. Муркашсем нимле кӑшӑлвируса пӑхӑнман — маска тӑхӑннӑ тӳре-шара Николай Никольский ҫуралнӑ тӑван ялти унӑн бюсчӗ умне чечек хунӑ. Йышра район пуҫлӑхӗ — районти Депутатсен пухӑвӗн председателӗ Игорь Николаев, район администрцийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев, Александровка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Соколова пулнӑ.
«Кӑшӑлвирус сарӑлнине пула паян кунта халӑх ҫук», — палӑртнӑ Ростислав Тимофеев палӑк умӗнче. Ара, ытти ҫул Никольский ҫуралнӑ кун унтисемшӗн чӑн уява ҫаврӑннӑ: артистсем концерт лартнӑ, ачасем сӑвӑ вуланӑ, ялти ватти-вӗтти пухӑннӑ... Кӑҫал урӑхларах пулсан та муркашсем хисеп тума ентешне манман.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене тӗрмесемпе следстви изоляторӗсенче те паллӑ тунӑ.
Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тытӑмри учрежденисенче палӑк та уҫнӑ, пултарулӑх конкурсӗ те ирттернӗ.
Юсанмалли 3-мӗш колонире (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ) савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура монумент уҫӑлнӑ. Унта учрежденин ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салатксене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек хунӑ. Учреждени пуҫлӑхӗ Олег Федоров патриотизмпа ҫыхӑннӑ мероприятисене малашне палӑк умӗнче йркелессине палӑртнӑ.
Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Изолятора лекнисем ҫар тематикипе ҫыхӑннӑ япаласем ӑсталанӑ.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ректорӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев «Виҫ кӗтеслӗ ҫырусем — Письма с фронта» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.
Кӗнекене фронтран янӑ ҫырусем тата сӑнӳкерчӗксем кӗнӗ. Документлӑ ӗҫе Петр Димитриевич Фомин ефрейторӑн, Василий Иванович Иванов лейтенантӑн тата Иван Федорович Чекушкинӑн виҫ кӗтеслӗ ҫырӑвӗсем кӗнӗ. Вӗсем пурте — Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫинчен пӗри те таврӑнайман.
Кӗнеке валли материалсене хатӗрлессипе автор ҫулталӑк хушши тӗплӗн ӗҫленӗ. Сарӑхнӑ хут ҫинчи паха ҫырусене Юрий Исаев пӗр ҫӗре пухнӑ.
«Кашни ҫырура — ҫынсем чуна уҫни, вӗсен телейӗ, юратӑвӗ, ҫепӗҫлӗхӗ, килте юлнисемшӗн пӑшӑрханни, ҫӗнтерӗве шанни», — тенӗ Юрий Исаев.

Федерацин Атӑлҫи округӗнче «Наш День Победы» (чӑв. Пирӗн Ҫӗнтерӳ кунӗ) юрӑ марафонӗ пырать. Вӑл округри тӗрлӗ регионти юрӑҫсене пӗр пысӑк коллектива пухать. Музыка ансамблӗсем «День Победы» (музыки — Давид Тухмановӑн, сӑмахӗсем — Владимир Харитоновӑн) хӑйсен наци чӗлхисемпе шӑрантарса эстафетӑна пӗрне-пӗри параҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче паллӑ юрӑ чӑвашла янӑрӗ. Ӑна клип евӗр ӳкернӗ. Клипа «Россия 1» тата «Россия 24» телеканалсен регионсенчи эфирӗсенче, ҫавӑн пекех халӑх сечӗсенче кӑтартӗҫ.
Видеоролика Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче, Ҫар мухтавӗн музейӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ӳкернӗ. Юрра шӑрантарма Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн артисчӗсем, «Соловушки» хор «Классика» юрӑ капелли, «Живи и помни» ансамбль, паллӑ юрӑҫсем хутшӑннӑ.
Юрӑ сӑмахӗсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер чӑвашла куҫарнӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Вилӗмсӗр полк» акцие тӗнсе тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ирттерме чӗнсе каланӑ. Ҫавӑн пирки видео ӳкерсе вӑл Инстаграма вырнаҫтарнӑ. Аллинче — Федор Максимович Григорьев сӑнӳкерчӗкӗ.
«Эпидеми, паллах, мероприятисен графикӗсене тата вӗсен формине улӑштарма пултарать. Анчах Тӑван ҫӗршывӑн паттӑрӗсене манма нимӗн те хистеймӗ. Пирӗн «Вилӗмсӗр полк» кӑҫал социаллӑ сетьсенче ирттӗр. Хӑвӑр паттӑрсем — аслаҫӑрсемпе асаннӗрсем — ҫинчен каласа кӑтартакан видеосем ӳкерсе илӗр. Ветерансен паттӑрлӑхӗпе пӗрле мӑнаҫланӑпӑр, вӗсен ятне ачамӑрсемпе мӑнукӑмӑрсем патне ҫитерӗпӗр», — тесе ҫырнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ.

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ сӑвӑ-калав хитре вулакансене Ольга Ырсем ячӗллӗ илемлӗ сӑмах конкурсне хутшӑнма йыхравлать.
Ӑмартӑва вулав культурин чи лайӑх йӑли-йӗркине тата аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Конкурс ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче иртнӗ. Ун пек конкурса учреждени XIV хут ирттерет.
Ольга Ырсем – Чӑваш Ен театр ӳнерне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки пулнӑ, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки.
Кӑҫалхи конкурса Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Илемлӗ вулакансен ӑмӑртӑвне инҫет мел ҫыхӑнӑвӗпе ирттернӗ.
Конкурсра ача пахчисенче, шкулсенче, техникумсемпе колледжсенче, аслӑ шкулсенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурс номинацийӗсем: сӑвӑсем, проза хайлавӗсем, литературӑпа музыка композицийӗсем, театр миниатюри, спектакльти сыпӑк.

Паян геологсем хӑйсен професси уявне уявлаҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗн Фейсбукри страницинче тӑван халӑхӑмӑрӑн пӗрремӗш геологӗпе Иосиф Илларионовпа паллаштарнӑ.
Иосиф Илларионов — геологипе минералоги ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1942), доцент (1949). Вӑл 1898 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫырмапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Чӑваш наци музейӗ Иосифа Илларионовпа 1974 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ҫыхӑну йӗркеленӗ. Музейри экскурсие пырсан геолог ҫутҫанталӑк пайӗн пуҫлӑхӗпе В.П. Евдокимовӑпа паллашнӑ. Музей ӗҫченӗ «Геологи» ярӑма ҫӗнетес кӑмӑллине пӗлтерсен И.К. Илларионов хӑйӗн проектне сӗннӗ. Халӗ музейра геологӑн документлӑ пуян фончӗ шанчӑклӑ упранать.

Чӑваш Енре Семён Ислюков ятне вилӗмсӗрлетесшӗн. Вӑл парти тата патшалӑх ӗҫченӗ пулнӑ.
Семён Ислюковпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва Патшалӑх Канашӗнче тишкернӗ. Ҫак сӗнӳпе Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗ республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫитнӗ.
Семён Ислюков Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Чӑваш Таяпи ялӗнче 1915 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Юридици наукисен кандидачӗ. Хусанти юридици институтӗнче, Партин аслӑ шкулӗнче, Общество ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче вӗреннӗ. Унӑн пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр тапхӑрне ҫиелтен асӑнар. 1932 ҫулта Тутарстанра учительте ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941–1947 ҫулсенче Чӑваш обкомӗн лекторӗ, пропагандӑпа агитаци пайӗн ертӳҫи пулнӑ, Шупашкар хула комитечӗн виҫҫӗмӗш тата иккӗмӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ. 1947 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш обкомӗн виҫҫӗмӗш секретарьне суйланӑ. 1955 ҫулхи нарӑс–чӳк уйӑхӗсенче — Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн председателӗ. 1968–1985 ҫулсенче вӑл ЧАССР Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗ пулнӑ.
