Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: автобуссем

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ирхине Муркаш округӗнчи Нискасси ялӗ ҫывӑхӗнче «Мускав – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен автобус йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Экстреннӑй службӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, аварире 5 ҫын аманнӑ. Вӗсене пурне те Шупашкара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен сывлӑхӗ питех йывӑрах мар.

Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.

 

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче Шупашкара Мускавран йышлӑн килӗҫ. Кун пирки Мускав мэрӗн ҫумӗ Максим Ликсутов пӗлтерни пирки Metro Moscow хыпарланӑ.

Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫӗре автобуспа кайма Мускав ҫыннисем 13 пине яхӑн билет туяннӑ. Ҫынсем кайма уйрӑмах кӑмӑл тунӑ хуласен шутӗнче Шупашкар, иккӗмӗш вырӑнта – Минск, унтан — Ставрополь. тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш вырӑнта — Элиста тата Йошкар-Ола.

 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Ӗнер каҫхи 7 сехет ҫурӑра Атӑл леш енче «Tойота RAV 4» тата «Шупашкар – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус пырса ҫапӑннӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, авари «Тойота» водительне пула сиксе тухнӑ. Вӑл, Калмӑк Республикинчи арҫын, ҫул пӑрӑнӑшӗнче хирӗҫ ҫул ҫине тухса маршруткӑпа ҫапӑннӑ. «Тойота» водителӗ ҫавӑнтах вилнӗ. Микроавтобусра пассажирсем пулнӑ, икӗ ҫын аманнӑ.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре 88 автобус туянма палӑртнӑ, ҫав шутран ҫурри пӗчӗк класлисем.

Ӗнер Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви Чӑваш транспорт управленийӗ лизингпа 33 автобус тата 10 троллейбус туянма хатӗрленни пирки пӗлтернӗ. Халӗ республикӑн Правительствинче пысӑк класлӑ 10 автобус кӑҫал туянассине пӗлтернӗ, 2025-2026 ҫулсенче пӗчӗк класлӑ 45 автобус тата ватам класлӑ 33 автобус илесшӗн. Ун валли пурӗ 1,87 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, ҫав шутран 1,3 миллиардне республика хыснинчен, ыттине — хысна мар ҫӑлкуҫран.

Ҫӗнӗ транспорт Шупашкарпа Ҫӗне Шупашкарта ӗҫлӗ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене ҫӗнӗ 39 автобус ҫитнӗ. Вӗсем авӑнӑн 1-мӗшӗнчен ачасене илсе ҫӳреме пуҫлӗҫ.

Ытларах автобуссене Канаш, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар округӗсене ярӗҫ. Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк округӗсене икшер автобус лекӗ. Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски тата ытти округа (пӗтӗмпе 10 округа) пӗрер автобус парӗҫ.

Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ агротехникумне, Ҫӗмӗрлери политеха, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти колледжсене те автобус лекӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minobr21/17171
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Етӗрне округӗнче рейс автобусӗ аварие лекнӗ. Ку инкек паян 9 сехет ҫурӑра Чурпай ялӗнче пулнӑ. 123-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫине «Нива» пырса кӗнӗ. «Нива» водителӗ вӑйлах ӳсӗр пулни паллӑ. Вӑл — Етӗрне округӗнче пурӑнакан 43-ри арҫын.

Авари вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 12 ҫын пулнӑ. 68 ҫулти хӗрарӑма больницӑна сывлӑхне тӗрӗслеме илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14536
 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

«Шупашкар — Куславкка» маршрутка Алькеш поселокӗнче, тӗп хула еннелле кайнӑ чухне, трос карта ҫине пырса тӑрӑннӑ

Ку паян 16 сехет иртсен пулнӑ. Водитель руле итлеттереймесӗр икӗ ҫула уйӑракан трос карта ҫине пыса кӗнӗ. Карта микроавтобуса хирӗҫ ҫул ҫине тухса каясран чарнӑ.

Юрать-ха, авари вӑхӑтӗнче маршруткӑри ҫын пулман. Анчах саппас кустӑрма тухса ӳксе хирӗҫ килекен «десяткӑна» тӑрӑннӑ. Телее, никам та шар курман.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян ҫӗрле 1 сехет те 25 минутра «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Унта 3 ҫын вилнӗ

Инкек Владимир облаҫӗнчи Вязники районӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ ҫӑмӑл машина, Renault минивэн тата Шупашкарти «Пегас» компани автобусӗ ҫапӑннӑ. Аварире 3 ҫын вилнӗ, 7-ӗн аманнӑ. Вӗсем пурте ҫӑмӑл машинӑсенче тата минивэнра пулнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари пулнашӑн Шупашкарти автобус водителӗ айӑплӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкартан Чулхулана кайма тухнӑ автобус паян инкеке лекнӗ. Транспортра экскурсие кайма тухнӑ шкул ачисем ларса пынӑ. Автобус Чулхулана ҫитеспе умри ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ.

Ачасене вӑхӑтлӑха ҫывӑхри шкула вырнаҫтарнӑ. Унтан вӗсене Шупашкара илсе килнӗ. Ачасем шар курман.

Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, машинӑсем те ытлашши шар курман.

 

Хулара

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен Шупашкарта 13-мӗш маршрут ҫӳреме тытӑнӗ. Перевозчикӗ – Чӑваш транспорт управленийӗ.

Маршрут ҫине вӑтам класлӑ 9 автобус тухӗ. Транспортра - лармалли 19 вырӑн. Сусӑрсен тата ача кӳмисене лартма вырӑн пур. Салонра карттӑпа тӳлемелли терминал вырнаҫтарнӑ. Автобуссем «Сад» микрорайонӗпе ЖБКна ҫыхӑнтарӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 33
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та