Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.4 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Экономика

Республикӑра
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре ОЗОН компанин сортировка пункчӗ уҫӑлма пултарать. Ку хыпара Телеграмри «Пруинчен малтан» каналта пелтерне.

Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен делегацийӗ ку ыйтӑва «Озон Холдинг» представителӗсемпе Санкт-Петербургра иртекен экономика форумӗнче сӳтсе явнӑ.

Пункта республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчен пӗринче хута ярасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16026
 

Экономика
russian.alibaba.com сайтри сӑн
russian.alibaba.com сайтри сӑн

Чӑваш продукцине чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ. Экспорт ытларах Китая, Казахстана, Монголие каять.

Китая чӑх ури ӑсатаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Китая 2,2 пин тонна шӑнтнӑ чӑх ури янӑ. Казахстана вара — 55 тонна ӗне ашӗ, 60 тонна сӗт юр-варӗ, кайӑк-кӗшӗк валли 20 тонна комбикорм.

Монголире вара чӑваш мороженӑйне ӑсатаҫҫӗ — кӑҫал унта 12 тонна ҫак пылак ҫимӗҫе янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Специалистсем Раҫҫейре туса кӑларнӑ «Суперджетӑн» тӗслӗхлӗ виҫҫӗмӗш самолетне хакланӑ.

Вӑл Амур ҫинчи Комсомольск хули ҫийӗн ӑнӑҫлӑ вӗҫсе ҫаврӑннӑ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ лайнер 3 пин метр ҫӳллӗшшӗнче 40 минута яхӑн вӗҫнӗ. Ҫеккунтра вӑл 500 километра яхӑн хӑвӑртлӑхпа кайма пултарнӑ.

Ҫулталӑк вӗҫлениччен сертификат тӗпчевне ирттермелле, 2026 ҫултан ӑна авиакомпанисене сутма пуҫламалла.

 

Республикӑра
t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакан Роман Решнов социаллӑ контракт пулӑшнипе хӑйӗн мастерскойне уҫнӑ. Унта арҫын ятарлӑ техникӑна юсать.

Роман Решнов патшалӑх панӑ укҫапа усӑ курса уҫнӑ мастерскойра ял хуҫалӑх, вӑрман тата ҫул-йӗрпе строительство техникин саппас пайӗсене туса кӑларать тата вӗсене юсать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/7891
 

Экономика
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канашра вырнаҫнӑ «Аркто» компани унти индустри паркӗн резиденчӗсенчен пӗри. Федераци тата регион шайӗнче панӑ ҫӑмӑллӑхсене пула асӑннӑ организаци холодильниксен производствинче хӑйӗн вырӑнне тупма пултарнӑ.

Канашра туса кӑларакан сивӗтмӗшсене паян Чӑваш Енпе Раҫҫейре ҫеҫ мар, ют ҫӗршывра та пӗлеҫҫӗ.

Компани ҫулсерен ытларах та ытларах сутать. Предприятин техника директорӗ Александр Чурип пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта кӑтартӑва унчченхи ҫулхинчен икӗ хут ӳстерме пултарнӑ.

Продукцин 10 ытла проценчӗ чике леш енне, ҫав шутра Казахстана, Беларуҫе, Кӑркӑстана ӑсанать.

 

Раҫҫейре
finance.mail.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
finance.mail.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пуш уйӑхӗнче строительство таварӗн хакӗ ӳсӗ. Строительствӑн хӑй хаклӑхӗнче самай вырӑн йышӑнакан тавар 15-20 процент хакланма пултарӗ. Кун пирки «Вектор Проект» архитектурӑпа проект компанийӗн генеральнӑй директорӗ Антон Баксараев пӗлтернӗ.

Эксперт шухӑшланӑ тӑрӑх, пуринчен ытла бетон, пӳрт тата ытти хуралтӑ витмелли хатӗр, кирпич, бетонтан туса кӑларна блок, минерал ватин мачӗ, шӑвӑҫ, тимӗр пӑрӑх, щебень, хӑйӑр, кабель, арматура хакланӗ.

 

Раҫҫейре

Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра чи йӳнӗ сигарет хакӗ 135 тенкӗ тӑрӗ.

Водкӑн чи йӳнӗ хакӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 349 тенкӗ тӑрӗ. Ку вӑл — 0,5 литршӑн. Ӑна ҫӗршывӑн Финанс министерстви хӑйӗн приказӗпе палӑртса хӑварнӑ. Унччен ҫур литр хакӗ 299 тенкӗ тӑнӑ. Брендин чи йӳнӗ хакӗ унчченхи 403 тенкӗрен 472 тенке ҫитнӗ, коньякӑн — 556 тенӗрен 651 тенке.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/197330
 

Экономика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансем Пӗтӗм Раҫҫейри «Вак укҫа эрни» вӑхӑтӗнче банксене 1,1 миллион тенкӗ ытла вак укҫа пырса пынӑ. Вӗсем 330 пин штук ытла вак укҫа илсе пырса панӑ. Ку вӑл унччен ҫавӑн пек акци вӑхӑтӗнчинчен 18 процент ытларах.

Ҫынсем ытларах чухне 1 тата 10 тенкӗлӗх тимӗр укҫа илсе пынӑ. Шупашкарта пӗрин пус укҫа 1,5 пин пулнӑ. Укҫана вӑл туй валли ваклаттарнӑ. Пӗр пайне ун чухнех тӑкакланӑ, ытти ҫӳлӗк ҫинче выртнӑ.

 

Экономика
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри 8 предприятин продукцийӗ Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар шутне кӗнӗ. Вӑл шутра:

– «Промтракторӑн» гусеницӑллӑ «ЧЕТРА Т-9.01» бульдозерӗ,

— «КЕТРА» заводӑн пысӑк форматпа керамика кирпичӗ,

— Промышленность шӑратӑвӗн локомотив колодки,

— Шупашкар элеваторӗн «Чебоксарская» ыраш ҫӑнӑхӗ,

— «МЕГА-ЮРМА» фабрикӑни маринадри чӑххи,

— «Хӗвел» компанин фотоэлектрика модулӗ,

— «Релематика» предприятин хӳтлӗхпе автоматика хатӗрӗ,

— «Электроприбор» заводӑн электроэнерги пахалӑхне тӗрӗслекен хатӗрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://cap.ru
 

cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре сӗтел-пукан туса кӑларакан виҫӗ предприяти Мускаври сумлӑ курава хутшанать.

«Сӗтел-пукан-2024» чӳк уйӑхен 18-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен ӗҫлет. Кун пек курава Экспоцентрта тӗнчери брендсемпе производительсен, дизайнерсемпе специалистсен ҫӗнӗ коллекцийӗсемпе паллаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

«Чӑваш Республики» коллективлӑ стендра хӑйсен продукцийӗпе Павел Скокин («Мягкая посадка» бренд), «Вега-Трейд» («Вега» бренд) тата «Информатика М» («Биомебель» бренд) паллаштараҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 69
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 13

1895
131
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
1948
78
Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та