
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан арҫын палламан ҫынпа туслашса улталаннӑ. Ҫакӑн пирки вӑл пакунлисене чун уҫнӑ. 34 ҫулти арҫын спорт матчӗ пуҫланичченех 20 пин тенкӗ выляса янӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Кӳкеҫ ҫынни палламан ҫынпа халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ тус хӑйӗнпе Питӗр ҫынни тесе паллаштарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи юлташсем спорт ӑмӑртӑвӗсене кӑмӑллаҫҫӗ иккен. Тата вӗсен тепӗр пӗр пеклӗх те тупӑннӑ. Спорт матчӗсем пуҫланиччен ставкӑсем тума кӑмӑллаҫҫӗ.
Питӗрти тус Кӳкеҫ арҫыннине нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче укҫа хывма сӗннӗ. Ку килӗшнӗ. Спортӑн хӑш тӗсӗ пирки те, епле ӑмӑрту тесе те ыйтса тӑман. Укҫа куҫарсанах ҫӗнӗ тус ҫухалнӑ.
Виртуаллӑ тотализаторта улталаннӑ арҫын ҫӗнӗ тусне тупма пакунлисене ыйтнӑ.

ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри пӗр ялта 9 сурӑха йытӑсем тӑлласа тӑкнӑ. Сурӑхсем пӗр ҫын хуҫалӑхӗнче пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле Вӑрнар районӗнчи Энӗш ялӗнче 9 сурӑх виллине тупнӑ. Вӗсене хуҫи сарайне хупнӑ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сарая каҫхи 19 сехетрен пуҫласа тепӗр кун ирхи 7 сехетчен йытӑсем кӗме пултарнӑ. Вӗсем сурӑхсене тӑлланӑ, кӑшланӑ.
Хуҫалӑха тытса пыракан 52 ҫулти арҫын кун пирки полицие пӗлтернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енре пӗр арҫынна вӑкӑр тапӑннӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку Етӗрне районӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун 16 сехетре арҫынна хайӗн хуҫалӑхӗнчи вӑкӑр сӗкме тӑнӑ. Выльӑх ҫулталӑкрискер пулнӑ. Юрать, ку пӑтӑрмах инкекпе вӗҫленмен – вӑкӑрӑн мӑйракисем арҫынна шӑтарайман.
Кил хуҫин ҫапах хырӑмӗ, сӑмси суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ, тухтӑрсем сурансене пӑхнӑ. Медпулӑшу пунӑ хыҫҫӑн арҫынна киле янӑ.

Йӗрке хуралҫи Шупашкарта ҫул ҫинче инкек туса хунӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ-мӗн. Куншӑн ӑна полицирен кӑларса ярӗҫ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле «Волга» водителӗ Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 46-мӗш ҫурт умӗнче ҫул ҫине тухнӑ чухне «Лада Грантӑна» ирттерсе яман, пырса ҫапӑннӑ. Унтан вӑл авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ.
Арҫынна килӗ умӗнче, Мир проспектӗнче, тытса чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Руль умӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн 2-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗ ларнӑ пулнӑ. Ӑна ӗҫрен кӑларӗҫ, пуҫлӑхне дисциплинарлӑ майпа явап тыттарӗҫ.

Китайра коронавирус сарӑлнӑ май ЧР ШӖМӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управлени ҫак ҫӗршывра пурӑнакансенчен вӑхӑтлӑха документсем йышӑнмаҫҫӗ, Раҫҫее ӗҫлеме килме ирӗк паракан документсем хатӗрлесе памаҫҫӗ.
Ку – вӑхӑтлӑх кӑна, ҫӗршывра коронавирус инфекцийӗ тӗлӗшпе лару-тӑру лӑпланиччен. Ҫакна вируса республикӑна илсе килесрен сыхланас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ чарусем Раҫҫее хӑйсен тата вӗренес тӗллевӗсемпе килме палӑртнӑ Китай ҫыннисене те пырса тивет.
Палӑртмалла: коронавируспа чирлӗ ҫынсене пур ҫӗршывра та тупса палӑртнӑ. Раҫҫейре икӗ ҫын, Китай гражданӗсем, чирленӗ, вӗсене сыватнӑ.

арӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ялӗнче пурӑнакан арҫын пахчана тухнӑ. Унччен те пулман – ӑна кӳршисен йытти тапӑннӑ, хулпуҫҫинчен, аллинчен ҫыртнӑ.
Суранланнӑ арҫын пульницӑна кайса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ арҫын полицие кайса кӳрши тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Вӑл йытӑ хуҫине явап тыттарасшӑн.
Аса илтерер: кун пек тӗслӗх Шупашкарта та кӑҫал пулнӑччӗ. Пирогов урамӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне арҫынпа ачана йытӑ тапӑннӑччӗ. Хуҫи те ҫавӑнтах пулнӑ.

Ӗнер, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарта водительсене парнесемпе савӑнтарнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем тата ЧР ШӖМӗн Шупашкарти уйрӑмӗн общество канашӗн элчисем акци ирттернӗ.
Экипаж Мускав проспектӗнче тата «Октябрь: 50 ҫул» урамра пулнӑ. Вӗсем ҫул ҫинче водительсене чарса уяв ячӗпе саламланӑ, хӗрарӑм полицейскисем сувенирсем парнеленӗ.
Ку водительсен кӑмӑлне ҫӗкленӗ, вӗсем малашне те ҫул-йӗр правилисене пӑсмасса шантарнӑ. Парнеленӗ сувенирсем ҫул ҫинче яланах тимлӗ пулмалли пирки аса илтерӗҫ.

Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пӗр арҫын шар курнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 ҫулти арҫын кӑкӑрӗ тӗлӗнчен суранлатнӑ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ: нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫакскер Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан тӑванӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Шӑматкун – мунча кунӗ, вӗсем те рехетленме шутланӑ.
Хайхи арҫын мунчара ҫапӑннӑ хыҫҫӑн юр ҫинче уҫӑлма шутланӑ – кӗрт ӑшне сикнӗ те арматура ҫине тӑрӑннӑ. Арҫын юр айӗнче арматура пулнине пӗлмен ҫав.
Ӑна, кӑкӑр тӗлӗнчен суранланнӑскере, Патӑрьел районӗн пульницине илсе кайнӑ.

Ӗнер каҫхине «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, 656-мӗш ҫухрӑмӗнче, «Лада-Гранта» ВАЗ-2110 машинӑпа ҫапӑннӑ. Пӗрремӗш машина водителӗ авари вырӑнӗнчен тарса ҫӳренӗ.
Анчах нумайлӑха тарайман вӑл – ӑна кӗҫех Кӳкеҫре тупнӑ. Хайхискер машинипе юр ӑшне тӑрӑнса ларнӑ, малти пайӗ ҫинче аварие лекнӗ вырӑнсем пулнӑ.
41 ҫулти водителӗн тармалли сӑлтавӗ тата пулнӑ иккен: вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ. ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те машинӑпа ӳсӗрле ҫӳренӗшӗн явап тытнӑ. Халӗ ӑна уголовлӑ майпа явап тытма пултарӗҫ.

Шупашкар хулинче видеокамерӑсем халӗ чылай вырӑнта пур. Вӗсене предприяти-организацисенче те вырнаҫтараҫҫӗ, урамсенче те йышлӑ. Урамрисенчен хӑшӗсем ӳкерекен информаци пакунлисем патне каять. Ҫав камерӑсем преступление палӑртма пулӑшаҫҫӗ.
Усал шухӑшпа ҫӳрекене нимӗн те чараймасть пуль ҫав. Шупашкарти икӗ ҫамрӑк камерӑсенчен пӗрне вӑрланӑ. Вӗсем Речников лапамӗнчи ҫурт ҫинчи камерӑна куҫ хывнӑ. Ӑна кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче каҫхи 7 сехет тӗлӗнче пӗҫертсе кайнӑ.
Урамри видеокамерӑна вӑрлаканӗсем 20-25 ҫулсенчи икӗ ҫамрӑк тесе шухӑшлаҫҫӗ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Инстаграмӗнче каччӑсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтаранӑ.
Вӗсене пӗлекенсене 8(8352) 24-07-71 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
