
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 18 сехетре, Чӗмпӗрти ӑста Сергей Кольцов Шупашкарта вырнаҫнӑ Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттинче экскурси ирттерӗ.
Экскурси тӳлевсӗр пулӗ-ха, анчах музея кӗме тӳлемелле: аслисен — 300 тенкӗ, шкул ачисен, студентсен тата пенсионерсен – 150 тенкӗ.
Сергей «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проекта хутшӑннӑ пӗртен-пӗр арҫын. Чӗмпӗр облаҫӗн карттине вӑл хӑй тӗрленӗ.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫӗрпу ҫывӑхӗнче 22 ҫулти хӗр-водитель тепӗр машинӑна ҫул паманнипе инкеке лекнӗ.
Каҫхи 21 сехет тӗлӗнче пулнӑ инкекре «Лада X-Ray» автомобиль рульне тытса пынӑ хӗр тӗп ҫулпа пыракан «Шкода Октавия» машинӑна ҫул паман.
Инкекре иккӗн аманнӑ. «Ладӑн» 22 ҫулти водителӗ тата «Шкодӑра» хыҫалти ларкӑч синче ларса пыракан 47 ҫулти пассажир. Вӗсене иккӗшне те пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫамрӑк водителӗн ОСАГО пулман. Унӑн водитель стажӗ — 1 ҫул.водительский стаж составляет три года.
Водители прошли медицинское освидетельствование на состояние опьянения, результат отрицательный.

Шупашкар хулинче Гагарин кӗперӗн ҫуррине юсаса пӗтернӗ. Паян ҫавна уҫнӑ. Халӗ юсав ӗҫӗ кӗперӗн тепӗр ҫурринче пуҫланнӑ.
«Ӗҫе епле пурнӑҫланине хам тӗрӗслерӗм – подрядчик лайӑх тимленӗ», – пӗтӗмлетнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов хӑйӗн Telegram-каналӗнче.
Объектра Чӗмпӗрти «Универсал» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет. Компани кӗперӗн пӗр пайне кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен юсаса пӗтерме шантарнӑ, иккӗмӗш тапхӑрне – 2026 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен. Пӗрремӗш тапхӑра вал маларах та вӗҫленӗ.
Гагрин кӗперне 1974 ҫулта тунӑ. Ӑна тӗплӗн юсама 801,1 миллион тенкӗ уйарнӑ.

Иртнӗ эрнере Чулхулари «Водолет» компани «Метеор-120Р» караппа Волгоградран Чулухлана килсе пӑхнӑ. Ҫула май вӑл Сартура, Самарта, Тольяттинче, Чӗмпӗрте, Хусанта, Сӗнтӗрвӑрринче, Шупашкарта, Чикмере тата Васильсурскра чарӑннӑ.
«Водолет» хальлӗхе ун пек маршрута уҫасшӑн мар, анчах Чулхуларан Шупашкарта, Хусанта, Чӗмпӗрте тата Тольяттинче чарӑнакан икӗ кунлӑх рейс уҫма палӑртать.

Пенза облаҫӗнчи Неверкино районӗнчи Бикмурзино ялӗнче «Шурӑ ту» патӗнче чӑваш таврпӗлӳҫисен слечӗ иртнӗ. Ӑна Зинаида Чайко, Олег Жемчугов тата ял ҫыннисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Ялти чӑвашсем хӑйсен культурипе йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшаҫҫӗ.
Слета Тольяттири, Чӗмпӗрти тата Шупашкарти таврапӗлӳҫӗсем килнӗ. Вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Михаил Щербаков «Илемь» туризм сукмакӗпе ертсе кайса ҫак вырӑн пирки каласа кӑтартнӑ. Слета пухӑннисем вырӑнти ватӑ ҫынсемпе калаҫнӑ, ӗлӗкхи йӑла-йӗрке пирки материал пухнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ӗлӗкхи юрӑсене юрланӑ.
Слет апатланупа вӗҫленнӗ. Сӗтел ҫинче чӑваш наци ҫимӗҫӗсем кӑна пулнӑ: салма яшки, 7 кӗрперен пӗҫернӗ пӑтӑ, хуплу, чӑкӑт, килте вӗретнӗ сӑра.

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашкарта Акатуй иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл Хӗрлӗ лапамра 15 сехетре пуҫланӗ. Уява ака-суха ӗҫӗ вӗҫленнине тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Унта Чӑваш Енри чи пултаруллӑ коллективсем ҫеҫ мар, Самар, Ӗренпур, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Санкт-Петербургри, Чулухлари, Пушкӑртстанри, Мари Элти тата Тутарстанри коллективсем килсе ҫитӗҫ.
Чӑваш академи драма тата Ҫамрӑксен театрӗсен коллективӗсем те унта хутшӑнӗҫ.

Ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланса тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсем тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине тытса пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чӗмпӗр облаҫӗнче Акатуя пуҫтарӑннӑ. Унта облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ те хутшӑннӑ. Вӑйӑ картине Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем тӑнӑ. Хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.
Ленинград облаҫӗнчи Бугры хулин Тӗп тӳремӗнче те Акатуй кӗрленӗ. Уява вӑл тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлӗхӗ, Питӗрти наципе-культура автономийӗ хатӗрленӗ.

Чӑваш автономине йӗркелесе янӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Республика кунне анлӑн уявлама палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта кӑҫал та пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Ӑна пирӗн республикӑра кӑҫалхипе 13 хут йӗркелеҫҫӗ.
Уява Чӑваш Енри коллективсем ҫеҫ мар, Пушкӑртстанри, Тутарстанри; Пенза, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Санкт-Петербург тата Мускав хулисенчи чӑвашсем те хутшӑнӗҫ.
Ҫав кунах ача-пӑча Акатуйӗ те иртӗ.

Тӗнче класлӑ спорт мастерӗн Мальвина Петрова тин кӑна Хусанти марафонра ҫӗнтерни пирки пӗлтернӗччӗ. Спортсменка ав тепӗр ылтӑн медаль те ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ!
Вӑл Чулхулара иртнӗ «Чуп, паттӑр» ыр кӑмӑллӑх ҫурма марафонӗнче финиша чи пӗрремӗш ҫитнӗ. Мальвина дистанцие 1 сехет те 27 минут та 17 ҫеккунтра чупса тухнӑ.
Палӑртса хӑварар: Мальвина – 3 ача амӑшӗ, вӗсене чӑн чӑвашла ят панӑ: Пинерпи, Асамат тата Савир.

Чӗмпӗр хулинче бодибилдинг енӗпе Раҫҫей Кубокӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейри 900 яхӑн атлет вӑй виҫме килнӗ. Чӑваш Ен чысне Анастасия Семенова хӳтӗленӗ.
Вал – 35 ҫулта. Анастасия эстетика фитнесӗн категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл нумайӑшӗнчен ирттерсе пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
