
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫлекен Ольга Рассановӑна ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ольга Евгеньевна министерствӑри ҫемҫе пукана пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пушатӗ.
Ольга Рассанова министр ҫумӗ пулса ӗҫлеме 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Вӑл ун чухне 51 ҫулта пулнӑ.
Министр ҫумӗ пулма тивӗҫ пулнӑ хӗрарӑм Киров облаҫӗнче ҫуралнӑ, Мускаври потребкоопераци университечӗн Шупашкарти коопераци институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл — экономика наукисен кандидачӗ, доцент.
Министр ҫумне лариччен Ольга Рассанова Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче экономика тишкерӗвӗн, стратеги енчен планлас тата прогноз тӑвакан пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.

Чӑваш Республикинчи ӑста йӑваланӑ ҫӑматӑна Раҫҫей дипломачӗ Мария Захарова питӗ килӗштернӗ. Килӗштернӗ кӑна мар, туяннӑ та.
Мускавра халӑх промыслисен «Ладья» куравӗ иртнӗ. Унта Раҫҫей дипломачӗ, Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин официаллӑ представителӗ Мария Захарова та ҫитсе курнӑ. Вӑл чӑваш ӑстисенчен ҫӑматӑ туяннӑ. Мария Владимировнӑна уйрӑмах тӗрленӗ уйӑппа илемлетнӗ ҫӑматӑ килӗшнӗ.
«Мана хальхинче чӑваш ҫӑмачӗ питӗ тӗлӗнтерчӗ», — ҫапла пӗлтернӗ Мария Захарова «Известия» хаҫат корреспондентне.
Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна ҫитес хӗл валли туяннӑ. Ҫапах та ҫак кунсенче те сивӗ – тен, халӗ те тӑхӑннӑ ӑна.

Чӑваш Республикин вице-премьерӗ пулнӑ Дмитрий Краснов ӑҫта ӗҫлени паллӑ. Тӳрех аса илтерер: вӑл 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вице-премьер должноҫӗнчен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑччӗ. Унта вӑл 3 уйӑх ӗҫленӗ. Вице-премьер пулнӑ чухне вӑл промышленноҫ, экономика тата туризм ыйтӑвӗсемпе тӑрӑшнӑ. Унччен вара, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен, ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗ пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Дмитрий Краснов Донецк Халӑх Республикин экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Ку хушӑва регион пуҫлӑхӗ Денис Пушилин паян, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ авари хыҫҫӑн должноҫӗпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2025 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ӗҫри машинӑпа, кроссоверпа, аварие лекнӗ, машинӑна юсаса тӑкакланас мар тесе шар курнӑ водителе айӑпа хӑйӗн ҫине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кайран инспекторсем киличчен служба машинин водителӗ валли ҫынна тупнӑ. Ҫапла айӑплӑ мар ҫынна явап тыттарнӑ, округ пуҫлӑхӗ вара хӑйӗн ӗҫченӗсене страхлав тӳлевӗ илмешкӗн документсем тӑратма хушнӑ. Ҫапла страхлав организацине 400 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Округ пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан Наталия Яхатина кӗленчесене илемлетме ӑста. Вӑл – Шупашкар администрацийӗн Мускав районӗн управин ертӳҫин ҫумӗ.
Малтанах ӗҫтешӗсем Наталия кӗленчесене хӑй илемлетнине ӗненмен те, ют ҫӗршывран илсе килнӗ тесе шутланӑ. Тинӗс стилӗ тата стипманк – унӑн юратнӑ енӗсем. Наталия Кимовна хитрелетнӗ кӗленчесене тусӗсемпе пӗлӗшӗсене парнелет.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗр округ пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫлани пирки пӗлтернӗ.
Элтепер каланӑ тӑрӑх, халӗ йӗрке хуралҫисем хӑйсен ӗҫне тӑваҫҫӗ-мӗн. «Палӑртни пӗлтерӗшлӗ: должноҫе тата мӗнле хисепе тивӗҫнине пӑхмасӑр саккун умӗнче пурте пӗр тан», — ҫапла ҫырнӑ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи страницинче.
Вӑл кам пирки сӑмах пынине каламан. Анчах тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем кунта Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов пирки сӑмах пынине палӑртнӑ. Ун патӗнче паян ухтарусем иртнӗ-мӗн.

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумне Максим Гришина ӗҫрен кӑларнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ документа республикӑн Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков алӑ пуснӑ.
Максим Гришин ку должноҫре пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл Мари Элти Информаци технологийӗсемпе вӗренӳ пахалӑхне хаклакан центра ертсе пынӑ.

Чӑваш Ен ертӳҫисем тата тепӗр икӗ района центрне автобуспа ҫыхӑнтарма шантарнӑ. Аса илтерер: маларах вӗсем Елчӗкрен Патӑрьеле автобуссем ҫӳретме пуҫлас ӗмӗтлине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Куславккаран Сӗнтӗрваррине автобус ҫӳретме пуҫлас пирки хыпарланӑ.
Кун пек йышӑну тума шантарни районти больницӑсене тепӗр муниципалитетсенчисемпе пӗрлештерес ӗмӗтпе ҫыхӑннӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫак енӗпе ҫине тӑрсах халӑха ӳкӗте кӗртме хӑтланать, ҫыннисем хавхаланас вырӑнне кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больниципе унти медицина центрне, стоматологи поликлиникине тата Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринчи район больницсене пӗрлештересшӗн иккен.

Елчӗкри тата Шӑмӑршӑри район пульницисене республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви Патӑрьел районӗнчипе пӗрлештересшӗннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫак ыйтӑва сӳтсе явма Елчӗкре пуҫтарӑнсан ҫынсем Патӑрьеле епле кайса килмелле тесе те ыйтнӑ.
Республикӑн транспорт министрӗ Максим Петров Елчӗкрен Патӑрьеле автобус ҫӳреме пуҫлӗ тесе шантарнӑ. Хыснаран ун валли 20 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ-мӗн. Ҫул ҫинче икӗ автобус ҫӳрӗ. Пӗрремӗш рейс ирхи 7-ре ҫула тухӗ, каҫхи — 17 сехетре. Автобус сехетре пӗрре пулмалла иккен.

Канашлу вӑхӑтӗнче ҫынна тапӑннӑшӑн Шӑмӑршӑ округӗн пуҫлӑхӗ Сергей Галкин судра явап тытнӑ.
Аса илтеретпӗр: 2025 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ округӗнче сунар сезонне уҫассипе ҫыхӑннӑ канашлура Сергей Галкин 70-ти сунарҫа тапӑннӑ, киревсӗр сӑмахсемпе кӳрентерме пуҫланӑ. Ҫапла сӑмах ҫине сӑмах – алӑсем те хута кайнӑ, пуҫлӑх сунарҫа ҫапнӑ. Суд вӑл унӑн сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ.
Приговорпа килӗшӳллӗн, Сергей Галкинӑн 25 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Ҫавӑн пекех суд сунарҫӑн граждан тавӑҫне те тивӗҫтернӗ.
