
Чӑваш наци телерадиокомпанине ертсе пынӑ, юлашки вӑхӑтра ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳлӗхӗн секретариачӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Магарин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 55 ҫулта пулнӑ.
Александр Николаевич Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче Аслӑ Аксу ялӗнче 1970 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Чӑваш наци телерадиокомпанине вӑл 2014-2016 ҫулсенче ертсе пынӑ. Кайран унта директор ҫумӗ пулнӑ. 2021 ҫултанпа Патшалӑх Канашӗнче ӗҫленӗ.
Александр Магаринпа хӑҫан тата ӑҫта сывпуллашасси хальлӗхе паллӑ мар.

Чӑваш Енри биатлонистка, Полина Архипова, Раҫҫей первенствинче бронза медале ҫӗнсе илнӗ.
Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче иртнӗ ӑмӑртура пике 17-18 ҫулсенчи хӗрсен хушшинче тупӑшнӑ. Вӑл Тутарстанри спортсменсемпе пӗр командӑра пулнӑ.
Полина Олимп резервӗсен Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет. Унӑн тренерӗсем — Вячеслав Акимов тата Михаил Ефимов.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» клубӑн ҫак уйӑхри ларӑвӗнче Нина Артемьеван «Ӗмӗрхи кӗвӗ» кӗнекине тишкерӗҫ. Мероприяти раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
«Ӗмӗрхи кӗвӗ» кӗнеке 1 пин тиражпа Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленсе тухнӑ. Асӑннӑ кӑларӑм авторӗ, Нина Артемьева (Нина Мокина), Тутарстанри Аксу районӗнчи Ҫӗмӗртлӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Емелькинӑри тулли мар вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Шупашкара куҫса килнӗ, пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ, каҫхи вӑтам шкулта вӗреннӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 1977 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1977–2003 ҫулсенче «Хатӗр пул» (каярахпа – «Ҫилҫунат», «Самант») журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. Нина Артемьева сӑввисем «Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсенче, «Хусан», «Поэзия» альманахсенче, «Ҫӗнӗ кӗвӗ» коллективлӑ сборникра, «Чӑваш литературин антологийӗнче» (Поэзи) тата ытти кӑларӑмра пичетленнӗ.
Нина Артемьева – Раҫҫейӗн Журналистсен союзӗн, Раҫҫей Писателӗсен союзӗн пайташӗ, Марфа Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем юлашки ҫичӗ уйӑхран уйӑхсерен вӑтамран 65 пинрен кая мар ӗҫлесе илеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗнче уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 67 013 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫулталӑк каяллахинчен ку цифра 6,5 пин тенке яхӑн пысӑкрах.
Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсене илсен Чӑваш Енринчен сахалтарах ӗҫлесе илекенсем тӑватӑ регионта: Мордва Республикинче, Киров, Пенза тата Сарту облаҫӗсенче. Тутарстанра вӑтамран 92 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ.

Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта «Чувашский язык и культура речи в современном информационном обществе» (чӑв. Хальхи информаци уҫлӑхӗнчи чӑваш чӗлхипе калаҫӑвӑн культури) ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Республикӑн Вӗрену министерстви, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата «Пӗлӳ» общество йӗркеленӗ форума чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, поэчӗ тата тӑлмачӗ Петӗр Яккусен ҫуралнӑранпа 75 ҫул, Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конференцие аслӑ шкулсенчи преподавательсем, учительсем, хаҫат-журнал ӗҫченӗсем, интернет-блогерсем, ученӑйсем хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Тутарстанран, Мари Республикинчен, Пушкӑртстанран, Самар облаҫӗпе Чӗмпӗр хулинчен килсе ҫитнисем те пулнӑ.

Канашра Тутарстанри пенсионера суд тӑвӗҫ. Ҫав ҫын пуйӑсра тепӗр ҫыннӑн телефонне вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пулса иртнӗ. «Мускав – Екатеринбург» пуйӑсра Екатеринбургра пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑмӑн телефонӗ ҫухалнӑ. Вӑл ӑна сӗтел ҫине хунӑ, ҫиелтен хутаҫпа витнӗ. Ҫывӑрса вӑраннӑ хыҫҫӑн телефон ҫуккине асӑрхасан тепӗр номерпе хӑйӗн телефонӗ ҫине шӑнкӑравланӑ, анчах телефона сӳнтерсе хума ӗлкӗрнӗ пулнӑ.
Телефона Тутарстанра пурӑнакан 65 ҫулти арҫын вӑрланӑ иккен.

Канашра Тутарстанри пенсионера суд тӑвӗҫ. Ҫав ҫын пуйӑсра тепӗр ҫыннӑн телефонне вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пулса иртнӗ. «Мускав – Екатеринбург» пуйӑсра Екатеринбургра пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑмӑн телефонӗ ҫухалнӑ. Вӑл ӑна сӗтел ҫине хунӑ, ҫиелтен хутаҫпа витнӗ. Ҫывӑрса вӑраннӑ хыҫҫӑн телефон ҫуккине асӑрхасан тепӗр номерпе хӑйӗн телефонӗ ҫине шӑнкӑравланӑ, анчах телефона сӳнтерсе хума ӗлкӗрнӗ пулнӑ.
Телефона Тутарстанра пурӑнакан 65 ҫулти арҫын вӑрланӑ иккен.

Чӑваш ҫыравҫисем вилӗмсӗр вӗрентекенӗмӗре, аслӑран та аслӑ Иван Яковлева асра тытаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, вӗсем Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ умӗнчи скверти Иван Яковлевӑн палӑке умне чӗре чечек хума пуҫтарӑннӑ.
Аса илтерер: паллӑ педагог, писатель 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тутарстанри Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралнӑ, 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мускавра пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Чечек хунӑ ҫӗре республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем, студентсем, преподавательсем, общество хастарӗсем те хутшӑннӑ.

Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Ташӑ эрешӗсем» хореографи пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи IV фествиаль-конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Вӑл Чӑваш Енри паллӑ балетмейстерсен Людмила Нянина тата Владимир Милютин ячӗпе хисепленсе тӑрать.
Конкурса ҫулсерен Чӑваш Енӗн Культура тата ӳнер институчӗ тата Куславкка ентешлӗхӗ йӗркелесе ирттерет. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи коллективсем хутшӑннӑ, ҫав шутра Тутарстанри, Мари Элти тата Чулхула облаҫӗнчи.

Тутарстанри Сиктӗрмере Петӗр Хусанкай ҫуралса ӳснӗ ҫурт вырӑнӗнче ҫӗнӗ пӳрт лартӗҫ. Вӑл авалхи пӳрт пек пулӗ. Унта музей уҫӗҫ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин пӗлтернӗ тӑрӑх, «ку вырӑнта тахҫан малтан Петӗр Хусанкай пурӑннине ҫак чул ҫинчи плитана вуласа пӗлме пулать. Ӑна вырнаҫтариччен поэт ҫурчӗ пулнӑ тӗле килен-каян ҫак ятарласа лартнӑ чӑрӑш тӑрӑх пӗлнӗ. Ҫывӑхри хыр йывӑҫӗ вара кунта сӑвӑҫ пурӑннӑ чухнех ӳснӗ».
Сиктӗрме ялӗнчи Иван Казанков аслӑ поэт ҫуртне ҫӗнетмеллех тесе шутланӑ май унта ӗлӗкхи ҫурта аса илтерекен кивӗ пура лартнӑ. Ӑна кӑҫалах туса пӗтерсе пӳртре Хусанкай музейне уҫма палӑртаҫҫӗ.
