
Канаш хулинче ача ҫуратмалли уйрӑма юсанӑ чухне инкек пулнӑ. Унта шар курнӑ арҫын больницӑра куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Асӑннӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ СФледстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ ӗҫе халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ.
Инкек авӑн уйӑхен 14-мӗшӗнче Канашри территорисем хушшинчи медицина центрӗнче пулса иртнӗ. Ача ҫуратмалли тата гинекологи уйрӑмӗсене юсанӑ чухне вут хыпса илнӗ. Гидроизоляци тӑвакан рабочи пиҫсе кайнӑ. Шар курнӑскере больницӑна ӑсатнӑ-ха, анчах унта унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пакунлисем ку ӗҫе тӗпченӗ май суд экспертизи туса ирттереҫҫӗ, ӗҫ сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ документацие тишкереҫҫӗ.

Республикӑра ҫулсерен иртекен «Манӑн фельдшерпа акушер пункчӗ – чи лайӑххи» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкарти медицина форумӗнче чысланӑ.
Виҫӗ тапхӑр хыҫҫӑн ҫак фельдшерпа акушер пункчӗсем чи лайӑххисем тесе палӑртнӑ:
1. Патӑрьел округӗнчи Ишлӗри ФАП, унта Наталья Выросова фельдшер ӗҫлет;
2. Комсомольски округӗнчи Ҫӗнӗ Сӗнтӗрти ФАП, ӑна Инна Тимофеева ертсе пырать.
3. Муркаш округӗнчи Шурчари ФАП, ӑна Екатерина Студенцова ертсе пырать.
Саламлатпӑр ҫӗнтерӳҫӗсене!

Паян Шупашкарта Сывӑ вӑрӑм ӗмӗр центрӗ уҫӑлнӑ. Вӑл хулари клиника больницин 2-мӗш поликлиникинче (Ленин проспектӗнчи 12-мӗш ҫурт) вырнаҫнӑ.
Хастар вӑрӑм ӗмӗр пирки унччен те калаҫнӑ-ха. Халӗ вара Сывӑ вӑрӑм ӗмӗр медицини пирки сӑмах пырать. Ун пекки пирӗн республикӑра унччен пулман. Хут ҫинче ҫырнине ӗненсен тата сӑмахпа калани ӗҫпе ҫирӗпленсе пырсан, асӑннӑ центр чире маларах палӑртса унпа кӗрешме вӗрентмелле.
Вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулни пӗрре-ха, анчах ватлӑхра та утса-чупса ҫӳрени вӑл — тепӗр япала. Шӑпах ҫавӑн пирки сӑмах пырать. Сывлӑхӑмӑр ҫирӗп пуласси тӗрлӗ япаларан килет: мӗнле апат ҫинипе тӗрлӗ хускану тунинчен пуҫласа мӗнпе кӑсӑкланни таранах. Ҫав шутра хамӑра савӑнтарма сӑлтав тупса пани те пӗлтерӗшлӗ.

Чӑваш Енре паян, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ирхи пушарта 68 ҫулти арҫын вилнӗ. Инкек Сӗнтӗрвӑрри хулинче пулса иртнӗ.
Пушар уйрӑм ҫын килӗнче ирхи икӗ сехетре алхасма тытӑннӑ. Ҫунакан пӳртрен хӗрарӑм хӑй тӗллӗнех тухса ӗлкӗрнӗ-ха, ӑна ҫапах та тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Арҫын вара пӳртрен тухайман, унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушара сӳнтерме Инкеклӗ ӗҫсен министерствин тӑватӑ техникипе 8 специалисчӗ вырӑна пырса ҫитнӗ.
Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, пӳртрен ним те юлман темелле, кӑшӑлӗ ҫеҫ ларать.
Специалистсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, килте ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулма пултарнӑ. Чӑн сӑлтава пушарпа техника экспертизи туса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ татса калайӗҫ. Унсӑр пуҫне судпа медицина экспертизи ирттерме те палӑртнӑ.

Шупашкар хулинчи васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ: вӗсем унӑн чарӑнса ларнӑ чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ.
Тухтӑрсене ирхине «пуҫа суранлатнӑ» тесе шӑнкӑравласа чӗннӗ. Анчах фельдшерсем вырӑна ҫитнӗ те урӑх ӳкерчӗк курнӑ: пациент тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ, чӗри тапман. Тухтӑрсем пӗр тӑхтамасӑр экстреннӑй пулӑшу патне шӑнкӑравланӑ.
Ирхи 5 сехет тӗлнелле вырӑна реанимаци бригади килнӗ. Ҫав йышра Елена Федорова тухтӑр, Юлия Артемьева медсестра тата Сергей Кураков медбрат пулнӑ. Вӗсем часрах реанимаци тума пуҫланӑ. Телее, темиҫе минутран пациентӑн чӗри тапма пуҫланӑ. Стационара кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, вӑл хӑй тӗллӗн сывлама тытӑннӑ. Артери юн пусӑмӗ те йӗркеленнӗ.
Пациента пульницӑна хӑвӑрт илсе ҫитерекенни — Александр Кузнецов.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан яш гаражра вилнӗ.
Ача унта мопед юсама кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫав ача пӗр каҫхине «Ольдеевский» гараж кооперативӗнче техникӑпа аппаланнӑ чухне хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Инкек вырӑнне васкавлӑ пулӑшу паракан тухтӑрсем ҫийӗнчех пырса ҫитнӗ иккен, анчах вӗсем яша ҫӑлса хӑварайман.
Гаражра ытти ҫамрӑк та пулнӑ. Тухтӑрсене вӗсем чӗнсе илнӗ курӑнать.
Вырӑна пырса ҫитнӗ тухтӑрсем ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.
Халӗ инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Вӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, гаражра мопед юсанӑ чухне яш бензин пӑсӗпе е мопед кӑларакан сӗрӗмпе наркӑмӑшланма пултарнӑ. Пакунлисем ку ӗҫе халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ.

Шупашкарта ватӑ арҫын хӑй чирлӗ пулнине ӑнсӑртран, Хулан тӗп пульницине арӑмӗпе килсен, пӗлнӗ.
Вӑл 30 ҫул пирус туртнӑ, сывлӑш ҫитменнипе аптӑранӑ, ҫакна ҫулсем иртнипе ҫыхӑнтарнӑ. Тухтӑр ӑна тӗрӗсленме янӑ. Арҫын ӳпке чирӗпе (ХОБЛ) аптӑрани палӑрнӑ.
Хулан тӗп пульницин пульмонологи уйрӑмӗн заведующийӗ Галина Александрова ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кун пек чир чухне ӳпке шыҫать, бронхра йӑлмака тулать, ӳпке вара арканма тытӑнать. Ҫавна май ҫынна сывлама та йывӑр.
Тухтӑр каланӑ тӑрӑх, ытларах чухне ку пирус туртнипе пулать. Анчах чир тусана, тӗтӗме тата сиенлӗ газсене пула та йӑл илме пултарать.
Халӗ арҫын килте сипленет, ХОБЛпа чирлекен пациентсен шкулӗ витӗр тухнӑ.

Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 80 ҫулти хӗрарӑм мобильлӗ пункта сывлӑхне тӗрӗслеме пынӑ. Вӑл хӑйне аванах туйнӑ-ха, анчах тухтӑрсем юн пусӑмне тӗрӗсленӗ те –тонометр 218/102 кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн аритми пулнӑ.
Ватӑ хӗрарӑма тӳрех ЭКГ тума тата терапевт патне янӑ. Унтан вара ӑна Ҫӗмӗрлери медицина центрне ӑсатнӑ. Медцентрти тухтӑрсем пациентӑн чӗре таппине йӗркене кӗртнӗ те урӑх эмелсем ӗҫме ҫырса панӑ. Халӗ ватӑ хӗрарӑм хӑйне аванах туять.
Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, аритми (выр. «мерцательная аритмия») чылай чухне симптомсемсӗр иртет, анчах вӑл инсульт патне илсе ҫитерме пултарать.
Шурӑ халатлисем ҫакна та аса илтереҫҫӗ: 40 ҫултан иртсен юн пусӑмне, юнри холестерин тата сахӑр шайӗсене пӗрмаях тӗрӗслесе тӑмалла.

Чӑваш Енре пулла кайсан аптӑраса ӳкнӗ арҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Тӗрӗссипе каласан, пӑтӑрмах пулӑпа пачах та ҫыхӑнман. Арҫын панулми ҫинӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл аптӑраса ӳкнӗ.
Улатӑрта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын шӑши сивчирне ҫаклатнӑ. Тухтӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хантавируса арҫын пулӑра ҫаклатма пултарнӑ. Пулӑ тытса ларнӑ чухне вӑл ҫуман панулми ҫинӗ. Ҫак ҫимӗҫе кӑшлакан чӗрчунсем чир лектерсе хӑварама пултарнӑ.
Арҫынна больницӑна илсе пынӑ чухне вӑл хӑйне питех те япӑх туйнӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн пӳри ӗҫлеме пӑрахнӑпа пӗрех пулнӑ.
Шӑши сивчирӗ малтанласа урӑх чир евӗр палӑрма пултарать иккен. Ҫын хӑйне шӑнса пӑсӑлнӑ чухнехи евӗр туять, кайран унӑн юн тымарӗсем тата шалти органӗсем сиенленеҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн пек пулса тухнӑ та Улатӑрти вӑйпиттин.

Паян пурнӑҫ тулӑх та ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне ним мар мотоцикл туянса параҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тенӗ пек ярӑнаҫҫӗ унпа яшсемпе хӗрсем. Шучӗпе «А» категориллӗ водитель прави кирлӗ те, анчах ӑна никам та пӑхса тӑмасть, руль умне ларса вӗҫтерет.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ инкекре Шупашкарта пурӑнакан, тӑххӑрмӗш класра вӗренекен икӗ ача аманнӑ. Питбайкпа пыракан арҫын ача ҫул айккинче выртакан пӗрене ҫине пӑрӑнса кайса персе аннӑ. Ун хыҫӗнче тепӗр питбайкпа вӗҫтерсе пыракан хӗрача та ҫав пӗрене ҫинех пырса кӗнӗ.
Вӗсем иккӗшӗ те кӗлетекене шанчӑклӑ хӳтӗлекен тумпа пулнӑран йывӑр суранланса пӗтмен, апла пулин те иккӗшне те больницӑна илсе кайнӑ.
