Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сочи

Культура

Сочири Олимп паркӗнче Раҫҫее санлакан куравра пирӗн республика пирки каласа кӑтартакан экспозици те пур. Чӑваш кӗтесне федерацин Атӑлҫи округӗн стенчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ.

Кунта чӑваш элчисем Олимп вӑййи пӗтиччен ӗҫлӗҫ. Вӗсем виртуаллӑ экскурсисем ирттереҫҫӗ, ыйтусене хуравлаҫҫӗ. Хӑнасем чӑвашсен кондитер ҫимӗҫӗсене, пыл, эмел курӑкӗсенчен вӗретнӗ витаминлӑ чей тутанса пӑхма пултараҫҫӗ. Пысӑк видеоэкран ҫинче ятарлӑ роликсем кӑтартаҫҫӗ. Олимп паркӗн лапамӗсенче «Ҫавал» филармони ансамблӗ юра-ташӑпа савӑнтарать — ку ушкӑн олимп вӑййине хутшӑнни пирки эпир малтан пӗлтернӗччӗ. Й́ӑлапа килӗшӳллӗн чӑваш тӗпелӗн апатне те тутанма май пур. Унсӑр пуҫне Чӑваш Енрен Сочине сувенирсем илсе кайнӑ. Вӗсем Олимп вӑййисем вӗҫленсен Раҫҫейӗн тата тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсене саланӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=100702
 

Вӗренӳ

Шупашкарти 118-мӗш ача пахчинче хальхи вӑхӑтра Сочире иртекен хӗллехи олимп вӑййисен элемӗсене — символӗсене — туса лартнӑ. Кун пирки «ПроГород» хаҫат сайчӗ пӗлтерет.

Юр кӗлеткисене «Чи лайӑх спорт пайӗ» конкурс-курава хутшӑннӑ май — вӑл халь хулари шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗсенче пырать — ӑсталанӑ иккен. Ку ӗҫре ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те, ачасене ӑс паракансем те хастар хутшӑннӑ.

Ҫавӑн пекех 118-мӗш ача пахчинче юмах сӑнарӗсене те туса лартнӑ. Юр кӗлеткисенче ытларах вырӑс халӑхӑн юмахӗсенче тӗл пулаканнисем сӑнарланнӑ. Ку пирӗн шутпа воспитани ӗҫӗнче чӑваш халӑх юмахӗсем сахал вырӑн йышӑннипе ҫыхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/51
 

Республикӑра

Ҫапла юраманни пирки калаҫнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче. Унта Шупашкарти аэропортӑн кӑҫалхи ӗҫ-хӗлне тишкернӗ.

Предприятин директорӗ Александр Жирнов каласа панӑ тӑрӑх аэропорта тата унтан пурӗ 2 601 рейс тунӑ. Ҫав вӑхӑтра 36 пин ытла пассажир ҫула тухнине шута илнӗ. Шупашкартан Мускава самолётсем эрнере ултӑ хут вӗҫнӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса вунӑ кунта Анталие вӗҫме тытӑннӑ. Кунсӑр пуҫне Сочи, Питӗр, Сургут тата Ӗпхӳ хулисене хутланӑ-мӗн. Самолётсем ҫула тухманни е каярах хускални пулкаланӑ иккен. Анчах аэропорт директорӗ «пирӗн айӑппа мар» тесе ӗнентернӗ. Рейсем йӗркелекен тепӗр предприяти хутшӑннӑ хыҫҫӑн хаксем чӗрӗк пай чухлӗ йӳнелнӗ-мӗн.

Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев рейссем пулмасси пирки малтанах пӗлтерме тата ҫакӑн сӑлтавне уҫӑмлатма чӗнсе каланӑ. Мускавра пӗр рейса тытса чарнӑ чух самолёта Шупашкарта йышӑнманнипе сӑлтавланӑ имӗш. Тӳррипе вара самолёт тата экипаж сывлӑша ҫӗкленме хатӗр пулман.

 

ЧПУ ХТК пӗтӗмӗшле ушкӑнӗ //Контактран илнӗ
ЧПУ ХТК пӗтӗмӗшле ушкӑнӗ //Контактран илнӗ

Паян, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, Сочире хаваслисемпе тавҫӑруллисен XXIII «Кивин» тӗнче фестивалӗ пуҫланнӑ. Унта пирӗн тӑрӑхран тӑватӑ команда хутшӑнать. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Юг» тата факультетсен пӗрлештернӗ командисем, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх служба академийӗн Шупашкарти филиалӗн студенчӗсем «Муниципалитет» тата республикӑн пӗрлештернӗ команди «Общага» хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Сочири хӗллехи форум пӗтӗмлетӗвӗпе ҫулталӑкри сезонра аслӑ тата премьер-лигӑра выляма тивӗҫлисене суйлаҫҫӗ. Вӗсене кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче фестивалӗн гала-концертӗнче пӗлтерӗҫ.

Чӑваш Енре та ҫакӑн йышши фестиваль иртет. Нарӑс уйӑхӗнче вӑл кӑҫалхипе 11-мӗш хут пулӗ. Ҫулсерен республикӑри КВН фестивалӗнче 80 ытла команда вылять.

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын