Юпан 1-мӗшпе 4-мӗшӗнче Питӗрте Тӗнче шайӗнчи «Interfolk in Russia» халӑх пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Ӑмӑртӑва Норвеги, Испани, Швеци, Греции, Филиппин, Латви, Литва, Украина, Раҫҫей регионӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Паллах, Раҫҫей ушкӑнӗсен шучӗ чылай пулчӗ. Вӗсен шутӗнче Пушкӑртстанри «Нарспи» ансамбль (ертӳҫи – Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Г. Кириллова) те хутшӑнчӗ. Вӗсен юррипе ташши жюрине кӑмӑла кайрӗ — ушкӑн виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Унсӑр пуҫне тӑватӑ номинацире диплома тивӗҫрӗ.
Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннипе эпир те пултарулӑх ушкӑна саламлатпӑр, ӑнӑҫу сунатпӑр!
«Питӗр чӑвашӗсем» хаҫатӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ тухнӑ. Ҫӗнӗ номерта эсир Питӗр хулинче ӑҫта тата мӗнле чӑваш чӗлхине вӗрентни ҫинчен, яппунпа чӑваш тымарлӑ Сатико хӗр пӗрчи пирки пӗлме, тӗрлӗ хыпарсемпе паллашма пултаратӑр. Хаҫат П.Н. Чичкановпа (ҫыравҫӑ тин ҫеҫ пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ) Илле Тукташ кун-ҫулӗпе паллаштарать.
Кӑларӑмра ҫавӑн пекех «Хритун» юмахне, К. Турханӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романӗн малаллахи пайне вулама май пур.
Питер хулинче чӑвашла вӗрентекен вырсарни шкулӗ уҫӑлни ҫинчен пире пӗлтерчӗҫ. Пӗрремӗш урок кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче иртнӗ, ӑна Игнатова В.В. ирттернӗ. Пӗрремӗш урокра чӑваш алфавитне пӑхса тухнӑ, вырӑс чӗлхинче тӗл пулман сасӑсене тата хӑш-пӗр сӑмахсене вӗреннӗ. Тата ҫакна каласа хӑварма пулать: чи ватӑ вӗренекене 45 ҫул, чи кӗҫӗннине — 16 ҫул пулнӑ. Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче 2-мӗш урок иртнӗ.
Чӑвашла вӗренес кӑмӑл пур пулсан (911) 781-48-19 инҫесаспа шӑнкӑравлама, е gilded.youth@gmail.com электрон адресӗпе ҫыхӑнма пулать. Уроксем А.С. Грибоедов ячӗллӗ вулавӑшра кашни вырсарникун тӳлевсӗр иртеҫҫӗ.
Chuvash.Org пӗрлӗх вырсарни урокӗсене ирттерме пуҫланӑшӑн савӑнать, ӗҫе пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунать!
Интертетелти Чӑваш.орг кил йышӗн («чӑваш кил йышӗ») хисеплӗ членӗсем!
Тухӑҫ календарьӗпе Йӗкехӳре ҫулӗ ҫывхарса килет. Эсир хатӗрленӗ проекта пуҫарса янӑранпа икӗ ҫул анчах иртсе кайрӗ. Ҫак кӗске вӑхӑтра «чӑваш кил йышӗ» шухӑшланине пурнӑҫлама ӗлкӗртӗр, Интертетел историйӗнче чӑваш чӗлхи, культури, историне тӗпчесе вӗренмешкӗн виртуаллӑ уҫлӑхри пӗрремӗш центр уҫса ӗҫлеттерсе ятӑр. Кил ҫуртӑн пӗтӗм кӗтесӗсене кӑшлакан йӗкехӳресем ҫынсене чылай сиен кӳреҫҫӗ. Анчах Тухӑҫри Йӗкехӳре сиенрен ытларах пултарулӑхра ӑнӑҫу тата ӗҫре пӗрлӗх илсе килӗ. Пӗрлешӗнсе ӗҫлесен «чӑваш кил йышӗ» нумай ҫитӗнӳ тӑвӗ, хӑйсене тӗнчене пӗлтерме май тупӗ.
Сире ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатпӑр! Сывлӑх, телей, пӗрлӗх тата ӗҫченлӗх сунатпӑр!
Питӗр хули тата Ленинград облаҫӗнчи Инициативлӑ чӑваш ҫамрӑкӗсен ушкӑнӗ.
Ҫитес ҫул, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче А.С. Грибоедов ячӗллӗ вулавӑшра Илья Тукташ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май литературӑпа юрӑ-кӗвӗ каҫӗ иртӗ. Енчен те кам та пулин пӗлмест пулсан — Илья Тукташ Чӑваш Ен гимнӗн авторӗ.
Мероприятине Санкт-Петербургри чӑваш наципе культура автономийӗ йӗркелет. Юбилей каҫне «Нумай нациллӗ Санкт-Петербург» ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗпе Ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн членӗсем, ытти ентешлӗх ҫыннисем килӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас 982-28-54. Мероприяти 13 сехетре пуҫланать, укҫасӑрах кӗртеҫҫӗ. Кам килме пултарать — пурне те чӗнетпӗр!
Раштавӑн 18-мӗшӗнче «Питӗр чӑвашӗсем» хаҫатӑн черетлӗ кӑларӑмӗ тухрӗ. Кӑларӑмпа эсир хаҫат сайтӗнче паллашма пултаратӑр.
Хаҫат кӑларӑмӗнче ҫак темӑсене тупма пултаратӑр:
* «Раштав симфонийӗ 2008» — пирӗн ентеш миҫемӗш вырӑн йышӑннине;
* «Хыпар» хаҫат турнирӗнче Питӗр чӑвашӗ мӗнле парнепе килни ҫинчен;
* Чӑваш академи драма театрӗ Питӗр чӑвашӗсене мӗнпе савӑнтарни ҫинчен, М. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ Хусан чӑвашӗсем валли мӗн илсе килни ҫинчен;
* Шупашкарпа Питӗр маршруткӑсем пӗр-пӗринпе мӗнпе уйрӑлса тӑни пирки;
* Петӗр Хусанкай ҫинчен;
* К. Турханӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романӑн черетлӗ пайне.
Юпа уйӑхӗн 27-мӗшпе 28-мӗшӗсенче Питӗр хулинче Википедин вырӑс уйрӑмӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртрӗ. Ҫак конференцине Николай Плотников та хутшӑнчӗ. Конференци информаци технологийӗпе механика тата оптика университетӗнче иртрӗ. Пӗрремӗш кунӗнче докладсем вуласа пачӗҫ, вӗсене пӗрле сӳтсе яврӗҫ. Иккӗмӗш кунӗнче ҫавра сӗтелсем иртрӗҫ.
Ҫапла, вӑхӑт шӑвать... Ак, ӗнтӗ, «Питӗр чӑвашӗсем» хаҫатӑн сайчӗ те ҫӗнелчӗ. Тӗрӗсрех каласан, ҫӗнӗлле ерешленсе ҫӗнӗ вырӑна куҫрӗ. Халӗ ун адресӗ: http://peter.chuvash.eu
Хаҫатри статьясене сайтра тӳррӗн вулама май пур, вуламашкӑн pdf файла уҫлама кирлӗ мар. Кашни статьяна уйрӑм ушкӑна кӗртсе тухни те хаҫатпа паллашнине ҫӑмӑллатать.
Хаҫат сайтне тума Анатолий Миронов пулӑшнӑ. Хаҫат вырӑсла-чӑвашла тухнӑ май сайтӑн икӗ верси пур — чӑвашли тата вырӑсли.
Нумай пулмасть Санкт-Петербургри хастар ҫамрӑкӗсен «Питӗр чӑвашӗсем» ятлӑ хаҫатӑн ҫӗнӗ, ҫав вӑхӑтрах пӗрремеш, кӑларӑмӗсем кун ҫути курӗҫ. «ПЧ» хаҫат тӗллевӗ — ку тӑрӑхри чӑваш ҫамрӑкӗсене ҫыхӑнтарасси, пӗр ҫӗре пухасси, Ленинград облаҫӗпе Санкт-Петербург хулинчи пулӑмсемпе паллаштарасси. Хаҫат уйӑхра пӗр хут А4 форматпа тухмалла.
Хаҫатӑн электронлӑ версине кунта тупма май пур:
http://peterchuvash.googlepages.com
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «ПЧ» хаҫат редакцийӗ
Санкт-Петербург Чӑваш Пӗрлӗхӗн «Парне» ятлӑ фольклор ансамбльне йӗркелесе янӑранпа 1 ҫул ҫитрӗ. Пуш уйӑхӗн юлашки кунӗнче СПб Национальность ҫуртӗн банкет залӗнче «Парне» ансамблӗ Питӗрте пурӑнакан йӑхташсем валли концерт йӗркелерӗ.
Питӗрте пурӑнакан чӑвашсен историйӗнче, хӑй вӑхӑтӗнче, тӗрлӗ пултаруллӑх ушкӑнӗсем йӗркеленсе хӑйсен ӗҫне кӑтартнӑ. Ҫавнашкал «Нарспи» ятлӑ юлашки ушкӑнӑн ертӳҫи В. Исакова пулнӑ.
Т. Ильинанӑн йӗртсе пыракан «Парне» ушкӑнӗн шучӗ, паянхи кунпа, 13 ҫын. Ушкӑн юрӑ шӑратса тата ташӑ ташланипе кӑна ҫитӗнместь, сцена ҫинче тӗрле кӑтартусем (сӑмахран, мода кӑтартӑвӗ, А.Кӑлканӑн «Харавҫӑ мулкач» юптарине лартса пани) те кӑтартса куракансене савӑнтарать.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Санкт-Петербург Чӑваш Пӗрлӗхӗ
