Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти скульптор Андрей Молоков Санкт-Петербургра иртекен «КроншЛед» пӑр скульптурисен фестивальне хутшӑнать. Вӑл раштавӑн 27-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ыран вӗҫленет.

Кӑҫалхи фестивале Раҫҫейри халӑхсен халапӗсемпе эпосӗсене халалланӑ. Пирӗн ентеш «Уйӑх ҫинчи хӗр» чӑваш халӑх юмахне тӗпе хурса пӑртан композици касса кӑларнӑ.

Палартмалла: фестивале Раҫҫейри тата Казахстанри 12 хулари 20 ӑста хутшӑнать. Скульптурӑсем валли Мурманск облаҫӗнчен тата Пермь Енрен 200 тонна ытла пӑр кӳрсе килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_265522
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти Рспублика тӳремӗнче вырнаҫтарнӑ тӗп ёлка Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ёлкисем» конкурса хутшӑнать.

Конкурс раштавӑн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал Шупашкарти тӗп ёлка ҫине 500 тетте ҫакнӑ, вӗсенчен 70-шӗ ҫутатать.

Шупашкарти ёлкӑшӑн кӑрлачӑн 9-13-мӗшӗсенче сасӑлама май пур. Ҫак каҫӑ ҫине кӑна пусмалла: vk.com/art.goroda_rossii. Пирӗн ёлкӑна ҫӗнтерме пулӑшӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
Тӗп банк сайтӗнчи сӑн
Тӗп банк сайтӗнчи сӑн

Раҫҫей тӗп банкӗ кӑҫал Чӑваш Ене халалланӑ тимӗр укҫа кӑларӗ. Вӑл 10 тенкӗлӗххи пулӗ.

Ку укҫа «Раҫҫей Федерацийӗ» серин пӗр пайӗ, «Раҫҫей регионӗсем» коллекцин тӑсӑмӗ пулӗ. Укҫа ҫине Чӑваш Ен гербне «Пурнӑҫ йывӑҫҫипе» тата виҫӗ хӗвелпе пӗрле сӑнлӗҫ. Тиражӗ пӗтӗмпе 1 миллион пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре

Шупашкар «Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» конкурсӑн виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ! Вӑл сасӑлавра 2013 тата 2019 ҫулсенче те ҫӗнтернӗ.

Хапльхинче сасӑлав ӗнер, раштавӑн 31-мӗшӗнче, 12:00 сехетре вӗҫленнӗ. Шупашкар хули 181 пин ытла сасӑ пухса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Нальчик хули, виҫҫӗмӗш вырӑна вара Курск хули йышӑннӑ. Тӑваттӑмеш йӗркере — Иваново хули.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi
 

Раҫҫейре

Паянтан Раҫҫей банкӗ 1 пин тенкӗлӗх ҫӗнетнӗ укҫана ҫаврӑнӑша кӑларнӑ. Кун пирки Раҫҫей Тӗп банкӗн пресс-служби пӗлтерет.

1 пин тенкӗлӗх укҫана Чулхулана тата Атӑлҫи федераци округне халалланӑ. Пичӗ ҫинче Чулхула Кремлӗнчи Николай башнине ӳкернӗ, тепӗр енче вара – Сарӑтури автомобиль кӗперне, Метеор-120Р карапа тата Хусанти ҫӗр ӗҫченӗсен керменне.

Банкнота ҫинче QR-код та пур, вӑл пулӑшнипе Раҫҫей банкӗн сайтне лекме пулать.

 

Раҫҫейре

Ку эрнере 5 кун ӗҫлӗпӗр, тепӗр эрнере вара – икӗ кун кӑна. Унтан 2 эрнене яхӑн тӑсӑлакан каникул пулӗ.

Ҫитес эрнере раштавӑн 29 тата 30-мӗшӗсенче, тунтикунпа ытларикун, ӗҫлемелле. Раштавӑн 31-мӗшӗнче кӑҫал канатпӑр. Кун пекки – пӗрремӗш хут. Ытти ҫул вӑл ӗҫ кунӗ пулнӑ.

Каникул кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен тӑсӑлӗ, 12-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла.

 

Раҫҫейре
РИА Новости сайтри сӑн
РИА Новости сайтри сӑн

Паян Раҫҫей Тӗп банкӗн директорсен канашӗн ларӑвӗнче тӗп ставкӑна кӑштах пӗчӗклетнӗ. Ҫапла вӑл 16,5-рен 16 процента ҫитнӗ.

Тепӗр лару 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче пулӗ, унта ку ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.

Аса илтерер: пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче Раҫҫей Тӗп банкӗн тӗп ставки 21 процент пулнӑ.

 

Раҫҫейре
«Кремлин.ру» сайтри сӑн
«Кремлин.ру» сайтри сӑн

Владимир Путин ирттернӗ тӳрӗ линие пӗтӗмпе 3 миллион ыйту килнӗ. Кӑҫал «Пӗтӗмлетӳсем — Владимир Путинпа» кӑларӑм кӑҫал 4 сехет те 27 минут пынӑ. Владимир Владимирович 70 ыйтӑва хуравласа ӗлкӗрнӗ.

Залра 65 ытла журналист ларнӑ, ҫав йышра ют ҫӗршывсенчен, туслӑ мар ҫӗршывсенчен килнисем те пулнӑ. Чӑваш Енрен унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев тата «Чӑвашинформ» информаци порталӗн редакторӗ Альберт Ильин кайнӑ.

 

Раҫҫейре
 Адель сӑн ӳкерчӗкре – сулахайран иккӗмӗшӗ.
Адель сӑн ӳкерчӗкре – сулахайран иккӗмӗшӗ.

Пирӗн ентеш Адель Редькова Мускаври илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унта пирӗн Чӑваш Ен чысне Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти чиперккесем хӳтӗленӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Адель Редькова «Чи пӗчӗк принцесса» тата «Чи пӗчӗк МартинМедиа мисӗ» ята тивӗҫнӗ. Ӑна Турцире канмалли путевка парса хавхалантарнӑ.

Адель халӗ ҫӗршыв чысне Грузире иртекен Пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗнче хӳтӗлме хатӗрленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре

Ыран, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ОТР телеканалпа кунӗпех Чӑваш Ен пирки кӑтартӗҫ: республикӑн ҫитӗнӗвӗсемпе, планӗсемпе паллаштарӗҫ. Ертӳҫӗсем социаллӑ сферӑри, культура тата вӗренӳ тытӑмӗсенчи ҫитӗнӳсем пирки каласа кӑтартӗҫ.

Эфирта Чӑваш Енри хитре вырӑнсемпе, интереслӗ ҫынсемпе тата проектсемпе паллаштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minzdrav21
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 116
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем