Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: Прокуратура

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури «Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ» учреждени ҫамрӑксен фестивальне ирттернӗ вӑхӑтра укҫана саккуна пӑсса тӑкакланине тупса палӑртнӑ.

2024 ҫулта ирттернӗ ҫав мероприяти валли учреждени коммерци организацийӗсемпе арт-объектсем хатӗрлеме тата вӗсене турттарса пырса пама 6 контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫшӗн 1 миллион тенкӗ ытла тӳленӗ. Тӗрӗссипе вара нимле арт-объект та туса паман.

Халӗ надзор органӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури «Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ» учреждени ҫамрӑксен фестивальне ирттернӗ вӑхӑтра укҫана саккуна пӑсса тӑкакланине тупса палӑртнӑ.

2024 ҫулта ирттернӗ ҫав мероприяти валли учреждени коммерци организацийӗсемпе арт-объектсем хатӗрлеме тата вӗсене турттарса пырса пама 6 контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫшӗн 1 миллион тенкӗ ытла тӳленӗ. Тӗрӗссипе вара нимле арт-объект та туса паман.

Халӗ надзор органӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Ҫурт-йӗр

Чӑваш Енри прокуратура Ростехнадзорпа, Роспотребнадзорпа тата Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗпе пӗрле пулса республикӑри аслӑ шкулсен общежитийӗсемпе вӗренӳ корпусӗсенче ӑшӑпа епле тивӗҫтернине тӗрӗсленӗ.

Чӑваш Енре пурӗ 9 аслӑ шкул, вӗсен 29 вӗренӳ корпусӗпе 20 общежити.

Чӑваш аграри университечӗн тата Чӑваш патшалӑх университечӗн общежитийӗсенче коммуникацисенче ӑшӑ изолоцийӗ япӑхнине тата ытти хӑш-пӗр пысӑках мар кӑлтӑка тупса палӑртнӑ. Общежитисенчен пӗринче вӗри шыв нормативран пӗчӗкки ҫиеле тухнӑ.

Аслӑ шкулсен ертӳҫисене кӑлтӑка пӗтерме асӑрхаттру хучӗ ҫырса панӑ.

 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Паян Шупашкарти 50-мӗш шкулта ача нумай вӗренме килмен. ЧР вӗренӳ министрӗ ку чир-чӗрпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Анчах мӗнле чир пулни пирки пӗлтермен.

Прокуратура хыпарланӑ тӑрӑх, шкулти вӗренӗве вӑхӑтлӑха чарнӑ. Роспотребнадзор специалисчӗсем шкулта, ҫав шутра апатлану блокӗнче те, анализсем тата пробӑсем илнӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви паян 17 сехет тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, 2 ача инфекци уйрӑмӗнче сипленет, пӗри – амбулатори мелӗпе.

 

Ҫурт-йӗр
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи тӳре-шара тӑлӑхсене япӑх хваттер туянса панӑ. Район пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки республикӑн прокуратуринче хыпарланӑ.

Тӑлӑхсене Мӑн Сӗнтӗрте хваттер туянса панӑ. Вӗсем санитари тата техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермен. Хыснана 13 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

2022 ҫултанпа Муркаш районне Алексей Матросов ертсе пырать иккен, 2018-2022 ҫулсенче вӑл муниципалитет пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — тӗплӗ юсав пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Етӗрне районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫынран коллекторсем укҫа тавӑрса пама тапӑннӑ. Вӑл вара ҫав вӑхӑтра салтакра пулнӑ, кивҫен укҫа паракан нимле организацирен те укҫа илмен. Арҫын пулӑшу ыйтса прокуратурӑна ҫул тытнӑ.

Надзор органӗ тӗрӗсленӗ те 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫав ҫын ячӗпе икӗ микрофинанс организацийӗнче 22 пин тенкӗ ют ҫын укҫа илнине палӑртнӑ. Укҫана илме арҫыннӑн паспорт даннӑйӗпе тата кивӗ абонент номерӗпе усӑ курнӑ.

Ҫавна май йӗрке хуралҫисем улталакансем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, арҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар кӑтартнӑшӑн кредит организацине укҫа тӳлеттерме ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ.

 

Республикӑра

ЧР Патшалӑх Канашӗ автомобиль бензинне тата дизель топливине 18 ҫултан кӗҫӗнрех ачасене сутма чаракан саккун проектне пӗр саслӑн ырланӑ. Документа республика прокурорӗ Эдуард Гиматов тӑратнӑ.

Ҫакна ачасем ҫул ҫинче суранланасси чактӑр тесе тунӑ. Юлашки вӑхӑтра питбайкпа тата мототранспортпа чупакан нумай. Кӑҫал 10 уйӑхра республикӑра 16 ҫул тултарман ачасем мототранспортпа аварие лекнӗ 18 тӗслӗх пулнӑ.

Саккун сутуҫӑсене бензин туянаканӑн ӳсӗмне тӗрӗслеме ирӗк парать.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws форумра илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws форумра илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти яшӑн питех те курнӑҫланасси килнӗ. Ара вӑл питбайклӑ пулнӑ-ҫке. Пӗр кунхине каччӑ республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин тата прокуратурин ҫурчӗсем умӗпе хӑйӗн мотоциклӗпе светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе каҫса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл икӗ урапаллӑ транспортӑн хыҫалти урапи ҫинче ярӑнса пынӑ.

Кӑштахран ҫамрӑка тытса чарнӑ. Шлемсӑр ярӑннишӗн, светофрӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнманшӑн ӑна протокол ҫырса парса тултарнӑ, питбайкне туртса илнӗ.

Курнӑҫ ҫамрӑк ытти вырӑнта еплерех ярӑнса ҫӳренине камерӑсем тӑрӑх пӑхнӑ та вӑл йӗркене татах пӑснине тупса палӑртнӑ.

Ҫул ҫитменнисене вӑхӑтлӑх хупса хуракан центрта ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн ирхине яш ӳкӗннӗ пек пулнӑ.

 

Республикӑра
fnpk82new.ru сайтри сӑн
fnpk82new.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура рабочие хӳтеленӗ. Кун хыҫҫӑн кӑна арҫынна ӗҫпе тивӗҫтерекен организаци 150 пин тенкӗ тӳленӗ.

Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫакна палӑртнӑ: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче арҫын ӗҫре суранланнӑ, кун хыҫҫӑн чирлесе кайнӑ. Надзор ведомстви унӑн прависене хӳтӗлесе, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илес тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ.

Ӗҫпе тивӗҫтерекен организаци суд пуличчен кӗтсе тӑман – ыйтӑва татса парас тесе вӑл ӗҫре шар курнӑ арҫынна 150 пин тенкӗ тӳленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи картишре ача чуччу-балансирпа ярӑннӑ чухне икӗ аллине хуҫнӑ. Вӑл ҫӗре ӳксе суранланнӑ.

Тӗнче тетелӗнче кун пирки хыпар сарӑлсан Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртнине уҫӑмлатӗҫ, ача-пӑча лапамӗ хӑрушсӑрлӑх мерисемпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине палӑртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_461430
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 86
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 03

1839
187
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Василий Сипет, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та