
Раштавӑн 15-мӗшӗ тӗлне «Владимир Путинпа — ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем» кӑларӑма 1,3 пин ытла ыйту килнӗ. 556 пин ҫын шӑнкӑравланӑ, 221 пин смс-ҫыру килнӗ. 300 пине яхӑн ҫын ыйтӑва MAX мессенджер урлӑ панӑ. Халӑх тетелӗсенче вара 156 пин ытла ыйту ҫырнӑ. Ыйтусем официаллӑ сайта та, сарӑма та, ММСпа та килнӗ.
Аса илтерер: РФ Президенчӗ Владимир Путин раштавӑн 19-мӗшӗнче тӳрӗ лини тата пысӑк пресс-конференци ирттерет. Ыйтусене кӑларӑм вӗҫленичченех йышӑнаҫҫӗ.

Паян Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Ольга Александровӑна шаннӑ.
Унччен Ольга Сергеевна Экологин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗнче ӗҫленӗ. Паян ӑна ҫав должноҫрен хӑтарса министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Министр ҫумӗ пулса вӑл ырантан, раштавӑн 16-мӗшӗнчен, ӗҫлеме тытӑнӗ.

Паян Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Ольга Александровӑна шаннӑ.
Унччен Ольга Сергеевна Экологин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗнче ӗҫленӗ. Паян ӑна ҫав должноҫрен хӑтарса министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Министр ҫумӗ пулса вӑл ырантан, раштавӑн 16-мӗшӗнчен, ӗҫлеме тытӑнӗ.

Халӑх тетелӗсенче ЧР Элтеперӗпе Олег Николаевпа ҫыхӑннӑ суя видео сарӑлма тытӑннӑ. Олег Алексеевич ӑна такамсем нейросетьпе тунине, калаҫӑва чӑн мар ӑс-хакӑлпа ҫыртарнине пӗлтернӗ.
Видеора Элтепер тӳлевсене пӗчӗклетнӗ хыҫҫӑн ҫынсем ятарлӑ ҫар операцине кайманшӑн пӑшӑрханнине калать-мӗн. Олег Николаев ку хыпара ӗненмелле маррине пӗлтернӗ, официаллӑ ҫӑлкуҫсене кӑна шанмаллине каланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗслӗх тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем ӗҫлеҫҫӗ — видеоролике хатӗрленӗ ҫынна тупсан явап тыттарӗҫ.

Ӗнер ЧР Элтеперӗ промышленноҫ тата энергетика министрне палӑртнӑ. Ку тивӗҫе Марат Якушева шанса панӑ.
Вӑл министр тивӗҫӗсене аванӑн 15-мӗшӗнченпе пурнӑҫласа пынӑ. Унччен вӑл, 2009 ҫултанпа, ертӳҫӗ должноҫӗсенче ӗҫленӗ, ҫав шутра Шупашкарти аш-какай комбиначӗн пуҫлӑхӗ те пулнӑ.
Палӑртмалла: ку ведомствӑна 2020 ҫулхи нарӑсра йӗркеленӗ. Хальччен министр нумай пулнӑ, нихӑшӗ те чылай тытӑнса тӑман: Игорь Воропаев (нарӑс, 2020), Александр Доманин (нарӑс-ака, 2020), Сергей Лекарев (ака-авӑн 2020), Евгений Герасимов (авӑн, 2020 – ҫурла 2021), Александр Кондратьев (юпа, 2021 – утӑ, 2023), Борис Марковцов (утӑ, 2023 – ҫу, 2024), Сергей Лекарев (ҫӗртме, 2024 – авӑн, 2025).

Ӗнер Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче хула пуҫлӑхне суйланӑ. Ку тилхепене Станислав Трофимова шаннӑ.
«Станислав Трофимов — ҫамрӑк та тухӑҫлӑ ӗслеме пӗлекен ертӳҫӗ. Вӑл Етӗрне тӑрӑхне ертсе пынӑ чухне хӑйне тивӗҫлипе кӑтартса пачӗ. Вӑл вӑхӑтра унта сахал мар ҫул юсанӑ; музейсене, ача пахчисемпе шкулсене, халӑх ҫӳрекен вырӑнсене ҫӗнетнӗ», — ырланӑ республика Элтеперӗ Станислав Трофимова.

ЧР Правительствин председателӗ Сергей Артамонов транспорт министрӗн ҫумне Аретм Пилкина палӑртасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Вӑл Транспорт министерствинче 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Унччен Строительство министерствинче вӑй хунӑ. Пӗр вӑхӑт патшалӑх службинчен кайса харпӑр усламҫӑ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ЕТК операторӗн дирекректорӗ те шутланать. 2022 ҫулта Транспорт министерствине таврӑннӑ, транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Аса илтерер: чӳкӗн 28-мӗшӗнче министр ҫумӗ пулнӑ Юрий Арлашкина ӗҫрен кӑларнӑ.

Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ лини тата пресс-конференци ирттерӗ.
Паян 15 сехетре (Мускав вӑхӑчӗпе) «Кремль. Новости» телеграм-каналта ҫынсенчен ыйтусене йышӑнма тытӑннӑ. Ыйтусене «Итоги года с Владимиром Путиным» кӑларӑм вӗҫленичченех йышӑнӗҫ. Вӑл вара раштавӑн 19-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланӗ.

Ӗнер ЧР транспорт министрӗн ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва премьер-министр Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Ӑна мӗншӗн ӗҫрен кӑларни пирки официаллӑ майпа каламан. «Чеб.ру» даннӑйӗ тӑрӑх, премьер-министр «Пехет» агромаркета аталантарас тесе Шупашкарти хӑш-пӗр транспорта «Каскад» суту-илӳ центрӗ урлӑ ярассине сӳтсе явнӑ. Анчах калаҫу ҫыхӑнман, Арлашкин кун пеккипе ҫыхланма килӗшмен имӗш. Кун хыҫҫӑн ӑна ӗҫрен кӑларнӑ та. «Ҫумпа пӗрле министерствӑн тӗп ӗҫченӗсен пӗр пайӗ ӗҫрен кайма хатӗрленет», - тесе ҫырать «Чеб.ру».
«Провинцивиль» телеграм-канал хыпарланӑ тӑрӑх, Юрий Арлашкин «Пехет» агромаркета аталантарс енӗпе ӗҫлес темен. Кун пирки вӑл Сергей Артамонова тӳррӗн каланӑ имӗш. Лешӗ вара ҫав кунах ӗҫрен кайма заявлени ҫырма хушнӑ, Элтепер те хирӗҫ пулман.
Палӑртмалла: Юрий Арлашкин министр ҫумӗнче 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ.

Чӑваш Енре чи лайӑх муниципалитет служащине палӑртнӑ. Ку ята Шупашкар хулин администрацийӗн финанс управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Куликова тивӗҫнӗ.
Надежда Глебовна конкурса «Современные формы представления проекта местного бюджета для граждан» проектпа хутшӑннӑ. «Ҫынсем валли хысна» проект Шупашкарта пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ иккен. Хулари тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл ҫынсене финанс енчен тавҫӑруллӑрах пулма май парать тата влаҫа халӑхпа уҫҫӑнрах ӗҫлеме хистет.
