
Чӑваш Енри палла юрӑҫсенчен пӗрне, Типшӗм Сашука, таҫта та хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ. Ҫакна унӑн ӗҫ графикӗ те ҫирӗплетсе парать.
Пултаруллӑ артистӑн ҫывӑх вӑхӑтра канмалли кун та ҫук тейӗн. Унӑн кашни кунах е концерт, е корпоратив.
Паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, артист Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлта концерт лартса парӗ; ыран — Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче; пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче — Муркаш районӗнчи культура ҫуртӗнче; пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче — Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнче; пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче — Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Уравӑшра.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче артист пауэрлифтинг енӗпе иртекен Чӑваш Енӗн кубокне хутшӑнӗ, спортпа туслӑҫкер унта вӑл хӑй те ӑмартӗ.
Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче артист Чӗмпӗр облаҫӗнче пулӗ, 29-мӗшӗнче ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти туя илем кӳме чӗннӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкартан Муркаш ҫитме 200 тенкӗ тӳлемелле. М-7 ҫулпа кайсан ҫул тӑршше 45 километрпа танлашать. Транспорт унта 1 сехете яхӑн каять.
Муркашран Москакассине ҫитме 70 тенкӗ тӳлемелле, Муркашран Москакассине — 80 тенкӗ.

5-11-мӗш классенче вӗренекен ачасен хушшинче чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада иртнӗ. Унта 33 ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Кӑҫалхи олимпиадӑна Чӑваш Республикин тата республика тулашӗнчи вӗренӳ организацийӗсен 5–11 класӗсенче вӗренекен тӑват ҫӗр ытла ача хутшӑннӑ, ҫав шутра – республика тулашӗнчен – 26 ача.
Олимпиадӑна ирттернӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «пӗтӗмӗшле илсен, интернет олимпиадӑна кӑҫал пысӑк хастарлӑхпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен, Патӑрьел, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар округӗсен шкул ачисем хутшӑннӑ».

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» музыка хӑна пӳлӗмӗнче Земфира Яковлеван «Тури чӑвашсен музыка фольклорӗ» чӑваш халӑх юррисен антологийӗн презентацийӗ иртнӗ.
Земфира Кузьминична — педагог, фольклорист, наци йӑла-йӗрке музыка культурине пухаканӗ тата тӗпчевҫи, Раҫҫей халӑх ҫутӗҫӗн отличникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ тата тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Кӗнеке уявне республикӑри культурӑпа наукӑн тата вӗрентӗвӗн паллӑ ӗҫченесем, пултарулӑх интеллигенцийӗ, журналистсем пуҫтарӑннӑ.
«Тури чãвашсен юрри-кӗвви фольклор» – тури чӑвашсен чӑваш музыка фольклорӗн юрӑ антологийӗ. Кӑларӑма Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Элӗк, Муркаш, Красноармейски, Вӑрнар тӑрӑхӗсенчи этнографи экспедицийӗсем пынӑ вӑхӑтра пухса пына материалсем кӗнӗ.

Муркашри поликлиникӑна тумашкӑн проект хатӗрленӗ. Анчах вӑл Мускавра патшалӑх экспертизи витӗр тухайман. Ҫавна май республика влаҫӗ проектировани тӑвас енӗпе ҫӗнӗ конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.
Кун валли 4,7 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Конкурса утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Подрядчике ҫулталӑк вӗҫлениччен срок парӗҫ. Ҫав шута патшалӑх экспертизи витӗр тухас тапхӑр та кӗрет. Ҫапла майпа поликлиникӑна 2025 ҫулсӑр та тума тытӑнмӗҫ.
Палӑртмалла: поликлиника иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ҫӗкленӗ темиҫе ҫуртра вырнаҫнӑ, пӳлӗмсем ҫитмеҫҫӗ.

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Муркаша каякансен е унтан хулана килекенсен укҫа ытларах тӳлеме тивӗ. Билет хакӗ 20 процент ӳсет.
Хальхи вӑхӑтра билет 150 тенкӗ тӑрать. Акан 1-мӗшӗнчен вара 180 тенкӗ пулӗ. Тарифсем пирки пӗлтернине пассажирсем маршруткӑсенче курнӑ. Хак мӗншӗн ӳснине ӑнлантарман.
Ҫынсем куншӑн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Ҫул ҫинче капла ҫур шалу пӗтет-мӗн. Халӑх автопарк ҫӗнеленшӗн те кӑмӑлсӑр. 12 ҫул каяллахи «Мерседесссемпех» ҫӳремелле, укҫине вара ытларах тӳлемелле теҫҫӗ.

Чӑваш Енре «Чӑваш ахах-мерченӗ» регионсем хушшинчи фольклор фестиваль-конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса «Трктор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ ирттернӗ.
Конкурса Чӑваш Енри 16 муниципаллӑ округран тата ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 12 коллективран заявкӑсем килнӗ. Хутшӑнакансен шучӗ ҫапла майпа 750 ҫынна ҫитнӗ. Иккӗмӗш тура Чӑваш Енри Элӗк, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗсенчи тата Мускаври, Пушкӑртсанри, Тутарстанри, Пензӑпа Самара облаҫӗсенчи 6 коллектива суйласа илнӗ.
Пӗрремӗш степеньлӗ дипломсене виҫӗ коллектив тивӗҫнӗ. Вӗсем — Красноармейски тӑрахӗнчи «Трак ен» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Антонина Никонорова), Мускаври «Ентеш» фольклор ансамбьлӗ (ертӳҫи — Алевтина Тельцова), Пушкӑртстанри «Мерчен» фолькор ансамблӗ (ертӳҫи — Людмила Романова).

Ҫак кунсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче бокс енӗпе первенство иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ.
Пенза хулинче иртнӗ ӑмӑртура 15-16 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче Муркаш шкулӗнче вӗренекенсем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Алексей Алексеев 52 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Артемий Алексеев вара 60 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Муркаш тӑрӑхӗнчи кирпӗч заводне Чӑваш Енри промышленноҫа аталантармалли фонд шучӗпе юсаса ҫӗнетӗҫ. Предприяти реконструкци валли кивҫен укҫа пурӗ 65 миллион тенкӗ илнӗ. Укҫапа усӑ курнӑшӑн ҫулталӑкне вӑл 1 процент ставкӑпа тӳлесе татӗ.
Завода юсаса ҫӗнетме предприяти пурӗ 130 миллион тенкӗ ытла укҫа хывӗ. Халӗ юсав ӗҫӗсене пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Палӑртнине пурнӑҫласан предприятинче ӗҫ калӑпӑшӗ те, ӳсӗ тӑкаксем те чакӗҫ.
Завод хуҫи — Кирилл Ермолаев.

Чӑваш Республкинача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ СССР халӑх артситки ҫуралнӑранпа 100 ҫул итнине халалласа онлайн-квиз ирттернӗ.
Асӑннӑ квиз юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пынӑ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме, Вера Кузьмина ҫинчен пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ.
Онлайн-квиза 19 муниципаллӑ округри 1551 ача хутшӑннӑ. Вӗсем Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай муниципаллӑ округӗсенчен тата 6 хуларан: Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗре, Етӗрне.
