
Чӑваш Ене савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитнӗ: библиотекарь Раҫҫей конкурсӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Канаш округӗн тӗп библиотекин пай ертӳҫи Людмила Чебукова «Ҫулталӑк библиотекарӗ — 2025» конкурс премине тивӗҫнӗ. Палӑртса хӑвармалла: пултарулӑх тупӑшӑвӗ хӗрӳ иртнӗ. Унта тӗрлӗ регионти вулавӑшсенче ӗҫлекен 413 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 11-шӗ вара сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ, кунсӑр пуҫне палӑрнӑ ҫак 11 библиотекаре ятарлӑ премипе хавхалантарнӑ.

Элӗк вӑтам шкулӗнче «Аслӑ Ҫӗнтерӳшӗн» ятпа сӑвӑ вулакансен конкурсӗ иртнӗ. Кун пирки Алина Петрова чӑваш чӗлхи учителӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Конкурса кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Элӗк тӑрӑхӗнчи шкулсенчи 5-11-мӗш класс вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Унта Чӑваш Сурӑмӗнчи Елена Григорьевӑна (6-мӗш класс), Семен Семенова (10-мӗш класс), Олеся Данилова (11-мӗш класс) хӑйсен ӳсӗмӗсенчи сӑвӑ вулакансем хушшинче 1-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.

Чӑваш ялӗнче пурӑнакан, халӑх тетелӗнче хӑйсен пурнӑҫӗпе хастар паллаштаракан авторсем (халӗ ун пек ҫынсене блогер теҫҫӗ) «Медиаполе» (чӑв. Медиауй) наци премийӗн финалне лекнӗ.
Вӗсем – Муркаш тӑрӑхӗнчи Валерий Егоровпа Канаш тӑрӑхӗнчи Денис Козлов.
Ҫак икӗ арҫын ҫитес эрнере Мускава, конкурсӑн финалне хутшӑнма кайса килӗҫ.
«Пуринчен малтан» ТГ-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерий Егоров – агроблогер. Вӑл ҫемйипе 2 гектар ҫӗр ҫинче ҫӗр ҫырли ҫитӗнтерет. Денис Козлов хӑйӗн блогӗнче ял пурнӑҫӗпе паллаштарать.
Конкурса 79 регионти 1583 ҫын хутшӑннӑ, финала 100 ҫынна суйласа илнӗ.

И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки «КазанДА» конкурсра ҫӗнтернӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: ку конкурс Хусанта иртнӗ, унта ачасемпе ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн 4-мӗш курс студентки Алсу Сафиуллина I степенлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Вӑл «Вокал. Соло. Эстрада юрри» номинацире мала тухнӑ.

Чӑваш Енри хӗрарӑмсем илем конкурсне хутшӑннӑ. «Миссис Чувашия 2025» (чӑв. Чӑваш Ен миссисӗ 2025) ят панӑскере илемпе амӑшлӑхӗн республикӑри конкурсӗ тенӗ.
Ку конкурсра 52 ҫулти хӗрарӑм, Ирина Николаева, ҫӗнтернӗ. Вӑл тӗп титула тата кӑшӑла тивӗҫнӗ.
Вице-миссис ята харӑсах иккӗн ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем — Ирина Суворова тата Анастасия Карсакова.
Куракансене килӗшнӗ хӗрарӑм — Юлия Крылова, миссис-карат – Зинаида Раймова.

Муркаш округӗнчи агроблогер Валерий Егоров Мускава Наци премине каять. Вӑл «МедиаПоле» Наци премийӗн финалне лекнӗ. Унта лекме вара ансат пулман: Раҫҫейри 79 регионтан тӗрлӗ професси ҫыннинчен 1583 заявка килнӗ.
«Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускава финала вӗҫетӗп!» — савӑнӑҫӗпе пайланнӑ Валерий. Сӑмах май, кӑҫал Егоровсем 2 гектар ҫӗр ҫинче ҫӗр ҫырли туса илнӗ. Ҫитес ҫул вара лаптӑка тата пысӑклатасшӑн.

Чӑваш Енри ҫамрӑксем Пӗтӗм Раҫҫейри «Ял лидерӗсем» конкурс финалисчӗсен йышне лекнӗ. Палӑртмалла: ку конкурса ҫамрӑк ертӳҫӗсене тупас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш Енрен финала Канаш округӗн пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен канашҫи Ольга Медведева тата Муркаш округӗн пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен канашҫи Михаил Николаев тухнӑ.
Финал раштав уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче Мускавра пулӗ.

Шупашкар хӗрӗ Анастасия Букина «Раҫҫей Ҫӗр миссисӗ» конкурсра палӑрнӑ. Вӑл «Раҫҫей бизнес миссисӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Настя Санкт-Петербургра пурӑнать. Вӑл виҫӗ ача ҫуратнӑ, чылай ҫул ресторан бизнесӗнче вӑй хунӑ, 4 ресторанӑн директорӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара Анастасия тӗрлӗ курс, ӑсталӑх класӗ йӗркелет. Вӗсене хӗрарӑмсем ҫӳреҫҫӗ.
Палӑртмалла: Анастасия илем конкурсӗсене час-часах хутшӑнать. Кӑҫал вӑл акӑ «Санкт-Петербург тата Ленинград облаҫӗн миссисӗ» конкурса хутшӑннӑ, унта финала лекнӗ.

Чӑваш Енри участковӑй Михаил Обломов Пӗтӗм Раҫҫейри «Халӑх участковӑйӗ» конкурсӑн финалне ҫитнӗ.
Вӑл РФ ШӖМӗн Ҫӗмӗрлери уйрӑмӗнче ӗҫлет. Ку тытӑмра 2020 ҫултанпа вӑй хурать. Участковӑй тивӗҫне 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унӑн участокӗнче 4 пине яхӑн ҫын пурӑнать.
Халӗ сасӑлав пырать. Ентешӗмӗре ҫӗнтерме пулӑшас тесен ҫак каҫӑпа кайса сасӑламалла: https://www.kp.ru/media/1019449/?participant=6901d69292bb0c0008fdbb71&share.id=6901d69292bb0c0008fdbb6f&share.imageClass=beige&share.imageId=637777a8a0a078df2efad058632f1c53&share.template=.

«Сӑр пики» конкурсра чӑваш халӑхӗн чысне Виктория Сенькина хӳтелӗ. Вӑл – Пенза облаҫӗнчен.
Вӑл унтах ҫуралса ӳснӗ, апла пулин те унӑн чунӗ чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ. Виктория – икӗ хӗрлӗ диплом илнӗ инженер, ача амӑшӗ тата чӑваш халӑхӗн чӗлхипе йӑли-йӗркине упрассишӗн тӑрӑшакан «Эткер» организацин контент-менеджерӗ.
Виктория регионсен хушшинче иртекен конкурсра сцена ҫине наци тумӗпе тухӗ, хӑйӗн йӑх-несӗлӗ пирки каласа кӑтартӗ, пултарулӑхне кӑтартӗ.
Конкурс юпан 31-мӗшӗнче иртет. Унта 10 пике хутшӑнать.
