
Етӗрне хулинче икӗ машина ҫапӑнсан виҫӗ ҫын аманнӑ.
Инкек раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 16 сехет тӗлӗнче хулари Октябре 50 ҫул урамри 27-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Kia Sorento» автомобиль умри машинӑран иртсе каяс тенӗ чухне сулахаялла пӑрӑнакан «ВАЗ-2112» автомбиль ҫине пырса кӗнӗ. ВАЗӑн 44 ҫулти водителӗ тата икӗ хӗрарӑм-пассажир аманнӑ.
«Kia Sorento» машина рулӗ умӗнче 21 ҫулти хӗр пулнӑ.

Чӑваш Енри тӑватӑ ял чи лайӑх стелӑна палӑртмалли конкурса хутшӑнать. Вӗсем – Тӑвай, Кӳкеҫ, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне.
Тӑвай «Пысӑк йышши ял тӑрӑхӗ» категорире тупӑшать. Ҫӗмӗрле, Етӗрне тата Кӳкеҫ «Пӗчӗк хуласем тата поселоксем» категорири сасӑлава хутшӑнаҫҫӗ.
Чи нумай сасӑ пухнӑ проектсем финала тухӗҫ.

Етӗрне округӗнче Сӑр юханшывӗнче пулӑҫ путса вилнӗ. Унӑн виллине водолазсем тупнӑ.
Ҫак арҫын Ҫӗмӗрлере пурӑннӑ. Вӑл раштавӑн 2-мӗшӗнче пулла кайнӑ – кимӗ илсе Етӗрне еннелле ҫул тытнӑ. Анчах кайран ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Ӑна ҫав кунах шырама пуҫланӑ, ҫӗрӗпе шыранӑ. Полицейскисем ҫыран хӗрринче унӑн машинине, япалисене тата ҫаврӑнса ӳкнӗ резин кимме тупнӑ. Водолазсем ҫав вырӑнта шыранӑ та унӑн виллине тупнӑ.

Канаш округӗнчи Энтрияль ялӗнче пурӑнакан кинемей, «Амӑшлӑх медалӗн» кавалерӗ, ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ Васелиса Рублева 100 ҫул тултарнӑ.
Васелиса Карповна ҫак ялтах 1925 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ, нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тӗлне лекнӗ. Хӗре Тӑвай ҫывӑхне окоп чавма илсе кайнӑ. Вӑл Вӑрнарта тата Етӗрнере вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте те ӗҫленӗ.
1943 ҫулта Васелиса Григорий Фадеев тракториста качча тухнӑ. Анчах шӑпа вӗсене пӗрле 5 ҫул кӑна пурӑнма пӳрнӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм икӗ ачапа юлнӑ, виҫҫӗмӗшӗ ҫире пулнӑ. Кайран вӑл тепре качча кайнӑ, Виталий Рублевпа тӑватӑ ача ҫуратнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен колхозра ӗҫленӗ, счетовод, кладовщик пулнӑ.
Паянхи кун вӑл кӗҫӗн хӗрӗпе Розӑпа пурӑнать. Халӗ унӑн – 14 мӑнук, 21 кӗҫӗн мӑнук, тата вӗсен 7 ачи.

Етӗрне тӑрӑхӗнче Сар юханшывне канализаци шывӗ юхса выртнӑ. Кун пирки вырӑнти хастарсем Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрне хыпарланӑ, унтисем яваплисене пӗлтернӗ.
Канализаци коллекторӗ ванса кайнӑран таса мар шыв юханшыва юхма тытӑннӑ иккен. Пӑтӑрмах пирки пӗлтерсен вырӑнти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗ коллектора юсанӑ.
Шывпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки утӑ-юпа уйӑхӗсенче Регион управленийӗн центрӗ пӗтӗмпе 230 хыпара шута илнӗ.

Пӑрачкавра та Вилӗмсӗр ҫулӑм ҫунма пуҫланӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑҫинче пуҫ хунисене асра тытса лартнӑ мемориалта авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӗртнӗ.
Вӑрҫа ҫав тӑрӑхри 8 519 ҫын тухса кайнӑ, 5 230-шӗ каялла таврӑнайман.
Мемориала 1967 ҫултах уҫнӑ. Ӑна газификацилеме халӗ 83 метр тӑршшӗ газ пӑрӑхӗ хунӑ.
Вилӗмсӗр ҫулӑм пирӗн республикӑра ҫапла вара 13 ҫӗрте ҫунать: Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнче тата 1-мӗш масар ҫинчи тӑванла вил тӑпри ҫинче, Канашра, Кӳкеҫре, Ҫӗрпӳре, Патӑрьелте, Красноармейскинче, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Куславкка районӗнче уҫнӑ Сӑр чиккине чавнисене асра тытса уҫна мемориалта, Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫра.

Ҫитес уйӑхӑн 24-28-мӗшӗсенче Шупашкарта Н.Д. Мордвинов ячӗллӗ регионсем хушшинчи пӗрремӗш фестиваль иртӗ. Ӑна «Волжская премьера» (чӑв. Атӑлҫи премьери) ят панӑ.
Хӑйӗн 100 ҫулхи историйӗнче Вырӑс драма театрӗ Раҫҫӗйри драма коллективӗсен чи лйӑх премьерисемпе пуҫласа паллаштарӗ.
Шупашкара Рязань облаҫӗнчи драма театрӗ, Арзамасри драма театрӗ, Мытищи хулинчи«ФЭСТ» драмӑпа камит театрӗ, Хусанти «Созвездие - Йолдызлык» театр килсе ҫитӗҫ.
Николай Мордвинов — СССР халӑх артисчӗ, вӑл Етӗрнере 124 ҫул каялла ҫуралнӑ.

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Денис Лобастов ача чухнех вӗлле хурчӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Халӗ вара ку унӑн ӗҫӗ те, чун киленӗҫӗ те пулса тӑнӑ.
Паянхи кун Денис 250 вӗлле тытать. Унӑн 6 утарӗ Сӑр юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл Хӗрлӗ Чутайра, Етӗрнере, Шупашкарта лавккасем тытать.
Денис ҫӗнӗ тухнологисемпе усӑ курать. Вӑл вӗлле хурчӗсене ҫӑка пылӗ тума та «вӗрентет», дрессировка тӑвать. Лайӑх сӗнӳ парать вӑл: сахӑра пылпа улӑштармалла, шывра пыл ирӗлтерсе ӗҫмелле.

Чӑваш Енре пӗр сутуҫӑ темиҫе мандарин вӑрланӑ икӗ ачана тӗлӗнсе каймалла майпа явап тыттарас тенине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: 11-ти арҫын ачапа 13-ри хӗрача сентре ҫинчи темиҫе мандарина вӑрланӑ. Ҫавӑншӑн сутуҫӑ вӗсене ҫын ҫук ҫӗре лартса кайнӑ. Унта вӑл пите зелёнка сӗртерттернӗ.
Арҫын Волгоград облаҫӗнчен Чӑваш Ене куҫса килнӗ вӑйпитти-мӗн. Пӑтӑрмах Етӗрнере пулнӑ. Ачасем пӗр тӑвансем иккен.
Ачасене ҫын ҫук ҫӗре ирӗксӗр лартса кайнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Ӑна ҫын вӑрланӑшӑн явап тыттарма пултараҫҫӗ.

Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ Иван Ермолаев 106 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа ӑна, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранне, Етӗрне округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов купӑс парнеленӗ.
Иван Ермолаев 1939 ҫулта салтак аттине тӑхӑннӑ, Гродно хулинче артиллери полкӗнче службӑра тӑнӑ. Ҫавӑнтах Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине кӗтсе илнӗ те фронта тухса кайнӑ.
Иван Васильевич Чехословакие ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Паттӑрлӑх кӑтартса вӑл тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ.
Округ пуҫлӑхӗ ӑна купӑс ахальтен парнелемен, Иван Васильевич ҫамрӑк чухне ҫак музыка инструментне калама кӑмӑлланӑ. Халӗ вӑл Етӗрне тӑрӑхӗнче пурӑнать.
