
Хӑйне евӗр вырӑнта ӳкерӗнес килет-и? Елчӗкре каймалла, унта Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа фотозона вырнаҫтарнӑ. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ.
Фотозона ҫинче Т-34 танка сӑнланӑ. Чи кӑсӑкли тата акӑ мӗн: унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 3 пин ытла паттӑр салтакӑн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.

Елчӗкре пурӑнакан Валерий Изратов килӗ умӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине, унта хутшӑннӑ ашшӗ-амӑшне халалласа музей йӗркеленӗ. Пӗтӗм экспозицие тенӗ пек вӑл районта пуҫтарнӑ, укҫа ытларах стройматериалсем туянса тӑкакланнӑ.
Нумайӑшӗ ӑна тӳлевсӗрех пулӑшнӑ. Ҫапла унӑн 50 пин тенкӗ кӑна тӑкакланнӑ.
Музея Чӑваш Енри кӑна мар, Хусанти, Екатеринбургри, Мускаври ҫынсем те килсе кураҫҫӗ. Шкулсенчен, ача пахчисенчен шӑпӑрлансене илсе килеҫҫӗ. Музей – тӳлевсӗр. Вӑл Елчӗкре Октябрь тата Андреев урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ.
Палӑртмалла: Валерий Изратов культура ҫурчӗн директорӗ пулнӑ. Халӗ вӑл – 65 ҫулта, тивӗҫлӗ канура.

Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ Н.А.Петров ячӗллӗ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Чӑваш чӗлхи кунне халалласа уяв иртнӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн сайтӗнче хыпарланӑ.
Уяв шкул директорӗн Л.Н.Васильеван саламӗпе пуҫланнӑ. Вӑл тӑван чӗлхене юратма, хамӑр чӑваш пулнипе мӑнаҫланма чӗнсе каланӑ.
Уявра тӗрлӗ юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. 1 «б» класра вӗренекен Екатерина Чернова юрлакан юрра куракансем уйрӑмах тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ, хӗрсен илемлӗ ташши те куракансене килӗшнӗ.
Кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӗве тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май вӗренекенсем хӑйсем ҫырнӑ сӑввисене вуланӑ.

Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Чӑваш чӗлхи кунне тивӗҫлипе уявланӑ. Мероприятие Надежда Хушкина вӗрентекен уҫнӑ. Вӑл чӑваш чӗлхи пуян та илемлӗ, янӑравлӑ та ҫепӗҫ, паха та асамлӑ пулнине; Иван Яковлев ячӗ чӑваш халӑхӗшӗн яланах хисеплӗ те чыслине, унӑн чапӗ халӑх хушшинче паянхи кун та иксӗлменнине мӑнаҫланса палӑртса хӑварнӑ.
Елчӗк районӗн сайтӗнче хыпарлана тӑрӑх, ачасем чӑваш писателӗсем ҫырнӑ сӑвӑсене илемлӗ каласа итлекенсене савӑнтарнӑ. Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнине халалласа Петӗр Хусанкайӑн «Мунча шӑрши» сӑвви тӑрӑх лартнӑ инсценировка лартнӑ.

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти хӗр пӗрле эрех ӗҫнӗ хӗр тусӗпе ҫапӑҫма тапранса кайнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл Елчӗкри тусӗ патне хӑнана кайнӑ. Унпа тата тусӗн тӑванӗсемпе Кӑшарни ячӗпе шыва кӗме кайса килнӗ. Ҫылӑхран ҫапла майпа тасалнӑ хыҫҫӑн эрех ӗҫнӗ. Унтан туссем вӑрҫӑнса кайнӑ. Хӑна кил хуҫи хӗрне ҫӳҫрен ярса илнӗ.
Халӗ хӑнана РФ Пуҫиле кодексӗн 116.1 статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. 26-ри хӗре ҫавӑн пек ҫапӑҫса ҫӳренӗшӗн унччен те виҫӗ хутчен суд тунӑ иккен.

Чӑваш Енре ҫурхи сунар тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Сӑмах май каласан, пирӗн тӑрӑхра сунар улӑх-ҫаранне икӗ зонӑна уйӑрнӑ: пӗрремӗш тата иккӗмӗш. Кашни зонӑра сунар тапхӑрне палӑртнӑ.
Пӗрремӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ.
Иккӗмӗш зонӑра — Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай районӗсем.

Елчӗкре ҫулталӑк вӗҫлениччен кинотеатр уҫӑлӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Правительство кунне ирттернӗ чухне каланӑ.
Елчӗк тӑрӑхӗнче социологи ыйтӑмӗ ирттернӗ. Унта хутшӑннӑ ҫынсенчен ытларахӑшӗ округра вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли майсем сахалрах пулнине палӑртнӑ. Нумайӑшӗ кинотеатр кирлине палӑртнӑ.
Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, кинотеатра кӑҫалах уҫасшӑн. Сӑмах май, республикӑри 17 муниципалитетра 22 кинозал ӗҫлет.

Ӗнер кӑнтӑрла Елчӗкре пӗр хӗрарӑм 34-ри ывӑлӗ хӑйне килпетсӗр тытни, вӗлерессипе хӑратни пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫын – унччен судпа айӑпланнӑскер.
Полици вырӑна ҫитнӗ. Район прокурорӗ Александр Кудряшов та унта пынӑ. Йӗрке хуралҫисене курсан арҫын пушшех те урса кайнӑ, ҫӗҫӗпе, пӑшал евӗр япаласемпе хӑратма тытӑннӑ.
Полицейскисем унпа 2 сехет калаҫнӑ, лӑпланма ыйтнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна тытса чарайнӑ. Халӗ тӗрӗслев пырать, пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
| КӐР | 14 |

Ӗнер Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнчи пушарта пӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушар каҫхи ултӑ сехет иртсен тухнӑ. Уйрӑм ҫын пурнӑҫӗнче алхасна пушар вӑхӑтӗнче 1951 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкекре пӳрт тата тӗрлӗ хуралтӑ ҫунса кайнӑ.
Кӑҫалхи ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 34 пушар тухнӑ, вут-ҫулӑм 3 ҫын пурнӑҫне татнӑ, виҫҫӗн суранланнӑ, 7 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.

Елчӗк округӗнче «Елчӗк ен пики» илем конкурсӗ иртнӗ. Унта 6 пике хутшӑннӑ.
«Елчӗк ен пики» ята Елчӗкри Елизавета Молодова ҫӗнсе илнӗ.
«Вице-Елчӗк пики» номинацире Виктория Романова мала тухнӑ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» – Дарья Мулгачева,«Сӑпайлӑ пике» – Дарья Антонова, «Илӗртӳллӗ пике» – Юлиана Петрова, «Пултаруллӑ пике» Виктория Спиридонова пулса тӑнӑ.
