Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗ хӑнасене яланах хавас. Ку хутӗнче ялавҫӑсем патӗнче Кӗтеснер шкулӗнчи 2-мӗш тата 4-мӗш классенче вӗренекенсем пулчӗҫ. Н.Николаевӑпа О.Сорокина ачасене экскурсине ахальтен илсе килмен: хӑйсен ентешӗ, Чӑваш халӑх писателӗ В.Алендей, кунта редакторта ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та вӗренекенсем хаҫат кӑларас ӗҫпе кӑна мар, паллӑ ентешӗн нумай енлӗ пултарулӑхӗпе те паллашрӗҫ.
Хаҫат редакцийӗ Вӑрмар посёлокӗнче, Совет урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Хаҫат эрнере иккӗ тухать, пӗтӗмӗшле тиражӗ: 2300. Тӗп редактор: Пётр Васильевич Алексеев.
Хаҫатӑн кун-ҫулӗ 1931 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ — ун чухне вӑл «Трактор» ятпа тухнӑ. 1938 ҫултанпа хальхи ятпа тухать.
Хаҫат материалӗсемпе кунта паллашма пулать.
Чӑваш Енри ҫула ҫитнӗ ушкӑнсем хушшинчи футбол ӑмӑртӑвӗн черетлӗ тапхӑрӗ пырать. Нумай пулмасть Вӑрмар посёлокӗн тӗп стадионӗнче «Вӑрмарпа» (Вӑрмар п.) «Водник» (Сӗнтӗрвӑрри х.) футбол ушкӑнӗсем тупӑшрӗҫ.
Вӑрмарсем хӑйсен ӑсталӑхне лайӑхрах кӑтартрӗҫ — вӑйӑ 6:1 счётпа вӗҫленчӗ. 3 вӑйӑ ирттернӗ хыҫҫӑн Вӑрмарсен 9 очко пухӑннӑ, ҫавна май вӗсем хӑйсен ушкӑнӗнче чи вӑйлисем шутне кӗреҫҫӗ.
Тепӗр тапхӑр ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче иртӗ. Унта вӗсем вырӑнти «Ҫӗрпӳ» ятлӑ футбол ушкӑнӗпе тӗл пулӗҫ.
Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр!
