
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Виталий Станьялпа тӗлпулу иртӗ. Вӑл — филолог, педагог, публицист, литература критикӗ, поэт та.
Виталий Петрович «На пороге памяти» кӗнекепе паллаштарӗ. Унта дневник ҫырӑвӗсем, рецензисем, статьясем кӗнӗ. Ку кӑларӑм — автор икӗ ҫул каялла кун ҫути кӑтартнӑ «Дневник прощальный» эпистоляр хроникин тӑсӑмӗ.
Кӗнеке презентацине учёнӑйсем, писательсем, краеведсем, вулавӑш, архив, музей ӗҫченӗсем, Виталий Станьял пултарулӑхне сума сӑвакансем пуҫтарӑнӗҫ.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх поэчӗн Ухсай Яккӑвӗн «Ҫырнисен пуххи = Собрание сочинений. Т. 8: Тӗрлӗрен» тата «Чӑваш дивизийӗ ҫинчен каласа паракан поэма = Поэма о чувашской дивизии» кӗнекисене хаклассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Мероприятие писательсем, журналистсем, преподавательсем, литературоведсем, общество хастарӗсем тата студентсем хутшӑннӑ.
Ашшӗ ҫинчен ӑшшӑн аса илсе хӗрӗ, Ольга Яковлевна, хумханса каласа кӑтартнӑ. Унсар пуҫне вӑл маларах асӑннӑ икӗ кӑларӑма мӗншӗн кун ҫути кӑтартни ҫинчен ӑнлантарса панӑ.

Чӑваш тӗррин ӑсти Роза Степанова шкул ачисене чӑваш тӗрри ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен наци вулавӑшӗнче хулари 46-меш гимназире 6-меш класра вӗренекенсемпе тӗлпулу йӗркеленӗ. Унта Роза Степановӑна, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, йыхравланӑ.
Вулавӑшӑн пай пуҫлӑхӗ Эвелина Малеева хӑна пирки хавхаланса каласа кӑтартнӑ. Унтан ачасем видеоролик пӑхнӑ, ятарлӑ куравпа паллашнӑ. Роза Степанова ирӗк панипе вӗсем чӑваш эрешеллӗ япаласене те тӑхӑнса пӑхнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Сызрань хулинчи чӑвашсен «Атӑл» наципе культура обществи 10 ҫулхине уявланӑ. Унта Чӑваш Енри хастарсем те хутшӑннӑ. Асӑннӑ йышра Наукӑпа искусство чӑваш наци академийӗн пайташӗсем Валентина Телей, Эльза Тарасова, Елизавета Долгова тата Щар Владимыч фотограф пулнӑ.
Чӑвашсен «Атӑл» обществине аппӑшӗпе йӑмӑкӗ ертсе пыраҫҫӗ. Председателӗ — Александра Казакова, унӑн ҫумӗ — Надежда Назарова.
Обществӑн юбилейне халалланӑ уяв Сызрань хулинчи тӗп вулавӑшра иртнӗ. Алевтина Долгова вулавӑша хӑйӗн темиҫе кӗнекине парнеленӗ: «Байдеряков род», «Сказка о волчонке Айваре», «Воробушек Чик-чирик», «Летописец», «Зов предков».

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ыран, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 18 сехетре кӑсӑклӑ мероприяти иртмелле.
Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнчи анонсра ку мероприяти пирки ҫапла хыпарланӑ:
«Ку – урӑх улах… Кунта художниксем юптараҫҫӗ, ҫыравҫӑсем ӳкереҫҫӗ, вулавӑшҫӑсем юрлаҫҫӗ, вулакансем ҫыраҫҫӗ…
Ку – урӑх улах… Чӑрсӑр шухӑшсене, ҫӗнӗ пуҫарусене пурнӑҫа кӗртмелли хӑйне евӗрлӗ хутлӑх. Кунта Ирӗк тата хавхалану сывлӑшӗ хуҫаланать, пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ иксӗлми вӑйпа тапса тӑрать.
Мӗн пулса тухассине хамӑр та пӗлместпӗр!
Пурне те хапӑл туса кӗтетпӗр!»

Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ухсай Яккӑвӗн кӗнекисене тишкерӗҫ.
Кӗнеке тата чӑваш литературине юратакансем чӑваш классикӗн «Ҫырнисен пуххи /Собрание сочинений. Т. 8. Тӗрлӗрен» тата «Чӑваш дивизийӗ ҫинчен каласа паракан поэма / Поэма о чувашской дивизии» кӗнекисене хак парӗҫ. Аса илтерер: Ухсай Якккӑвӗ — чӑваш халӑх поэчӗ.
Кӗнеке хӑтлавӗ 14 сехетре пуҫланӗ.

Чӑваш Ене савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитнӗ: библиотекарь Раҫҫей конкурсӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Канаш округӗн тӗп библиотекин пай ертӳҫи Людмила Чебукова «Ҫулталӑк библиотекарӗ — 2025» конкурс премине тивӗҫнӗ. Палӑртса хӑвармалла: пултарулӑх тупӑшӑвӗ хӗрӳ иртнӗ. Унта тӗрлӗ регионти вулавӑшсенче ӗҫлекен 413 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 11-шӗ вара сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ, кунсӑр пуҫне палӑрнӑ ҫак 11 библиотекаре ятарлӑ премипе хавхалантарнӑ.

Паян, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Надежда Кириллован «Чун ыратӑвӗ» кӗнекине хаклама пуҫтарӑнӗҫ.
Надежда Мефодьевна – Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки, педагог, публицист, драматург тата республикӑн театр ӳнерӗн тӗпчевҫи. Чӑваш академи драма театрӗнче вӑл 30 ҫул ӗҫленӗ. Спектакльсенче вылянипе пӗрлех хӑйӗн пултарулӑхне сценарист тата режиссёр пулса та кӑтартнӑ.
Надежда Кириллован ҫӗнӗ кӗнеки XX ӗмӗрти культурӑпа ӳнерти ӗҫченсемпе паллаштарать, ҫав шутра – Ираида Петрова-Нарс тата Геннадий Айхи писательсемпе, Виталий Соломин, Вера Кузьмина тата Владимир Бурмистров артистсемпе, Геннадий Волков этнопедагогпа, Иосиф Дмитриев режиссёрпа, Станислав Кошкин художникпа тата ыттисемпе.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче поэзие юратакансен «Хавхалану» клубӗн черетле ларӑвӗ чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 15 сехетре, иртӗ.
Клуб халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «чи малтан чӳк уйӑхӗнче ҫуралнӑ чӑваш ҫыравҫисене аса илӗҫ».
«Хальхи сӑвӑҫсенчен чӳк уйӑхӗнче ҫуралнӑ Олег Кульев тата Лидия Сарине паллӑ поэтсен поэзири хӑйне евӗрлӗ ҫул-йӗрӗсемпе утса тухӑпӑр.
Поэзие юратакансене - сӑвӑ ҫыракансене те, вулама-итлеме юратакансене те - пурне те ҫак кун курма хавас пулатпӑр!» — ҫакӑн пек йыхравласа ҫырнӑ поэзие юратакансем.

Ыран, чӳк уйӑхӗн 14-иӗшӗнче, паллӑ чӑваш ҫыравҫи Лидия Сарине 75 ҫул тултарать.
Ҫак кунсенче А. Гайдар ячӗллӗ вулавӑшпа ҫыравҫӑпа тӗлпулу иртнӗ. Унта Шупашкарти 22-мӗш вӑтам шкулта 4-мӗш класра вӗренекен кадетсене йыхравланӑ.
Лидия Михайловна ачалӑхри самантсене аса илсе каласа кӑтартнӑ, хӑйӗн сӑввисене вуласа панӑ. Лидия Михайловна халӑх юррисене те илемлӗ юрлать.
