
Паян, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче, пӗр паллӑ пулӑм пулса иртнӗ. 186 ҫул каялла, 1837 ҫулта, улшӑнми токпа ӗҫлекен электродвигатель тӗлӗшпе патент ҫирӗплетнӗ. Ҫав вӑхӑтран пуҫланать те ӗнтӗ электродвигательсемпе анлӑн усӑ курас тапхӑр. Ӑҫта кӑна ҫук пуль вӗсем халь… Сире вара ҫак пулӑм мӗнле пулса иртни пирки каласа парас шухӑш пур.
1833 ҫулта ялти тимӗрҫӗ, Америкӑри центртан инҫетре пурӑнакан хӑй тӗллӗн вӗреннӗ электрик Томас Дэвенпорт Джозеф Генри электромагнит шухӑшласа кӑларни пирки, унпа усӑ курса тимӗр тӑприне пуянлатни ҫинчен пӗлнӗ.
Томас Дэвенпорт Генри шутласа кӑларнӑ япалана туяннӑ, ӑна тӗпчесе вӑл мӗнле ӗҫленине ӑнланса илсе хӑй те компактлӑ магнитсем ӑсталама тытӑннӑ. Проводсене изоляцилеме арӑмӗн венчете тӑхӑнакан кӗпипе усӑ курнӑ. Томас Дэвенпорт ӑна хӑюсем ҫине пайласа пралуксене чӗркесе ҫыхнӑ.
Часах мотор ӑсталаннӑ та — ку вӑл улшӑнми токпа ӗҫлекен пӗрремӗш роторлӑ электродвигатель пулнӑ. 1835 ҫулта Томас Дэвенпорт халӑха ҫавракаланса ҫыхӑнтарнӑ чукун ҫулӑн модельне кӑтартнӑ, ун тӑрӑх пӗчӗк локомотив ҫӳренӗ.

Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑ спортсмен тӗнче шайӗнче ҫӗнтернӗ.
Дмитрий Геращенко Бразили джиу-джитсувӗ енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Питӗр хулинче иртнӗ. Унта тӗнчери 3300 спортсмен пуҫтарӑннӑ.
Тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен каччи Бразилири, Мексикӑри, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тата ытти нумай ҫӗршыври спортсменпа вӑй виҫнӗ. Вӗсене вӑл хӑйӗн ӑсталӑхӗпе вӑйне кӑтартса панӑ – ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

2020 ҫулта ирттернӗ ҫырав тӑрӑх хакласан, Чӑваш Енре Чулхула облаҫӗнче пурӑннӑ ҫынсем, ҫавӑн пекех Тутарстанпа Мари Элтсем йышлӑн пурӑнаҫҫӗ. Унччен Совет Союзне кӗнӗ республикӑсене илсен, Украинӑпа Казахстанран куҫса килнисем йышлӑ. Инҫет чикӗ леш енчисенчен — Германипе Египетран.
Чулхула облаҫӗнче ҫуралнисем пирӗн тӑрӑхра 9 309 ҫын тӗпленнӗ, Тутарстанрисем — 8 639, Мари Элтисем — 6 531, Чӗмпӗр облаҫӗнчисем — 3 385, Мордва Республикинчен — 2 964.
Украинӑран куҫса килнисем ҫырав вӑхӑтӗнче 3 547-ӗн пулнӑ, Казахстанран — 3 065, Узбекистанран — 1 575, Таджикистанран — 1 371, Туркменистанран — 775, Беларуҫ Республикинчен —722.
Германирен пирӗн тӑрӑха 281 ҫын килсе тӗпленнӗ, Египтран — 222. Балтика тӑрӑхӗнчи ҫӗршывсенчисем те Чӑваш Ене килӗштереҫҫӗ. Латвирен 118-ӑн куҫса килне, Литваран — 98, Эстонирен — 91. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен 19 ҫын Чӑваш Ене килсе тӗпленнӗ, Францирен — 14-ӑн, Великобританирен — 12-ӗн.

Чӗмпӗрти Виктор Аванмарт скульптор премине 2022 ҫулшӑн Надежда Сандркина тивӗҫнӗ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Швейцарири Базель хулинче 12 сехетле тӑсӑлнӑ супермарафонта ҫӗнтернӗ. Халӗ спортсменка Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи чӑвашсен ассоциацине ертсе пырать.
Аса илтерер: Виктор Аванмарт лайӑх ӗҫсемшӗн ҫулсерен аван-преми (йывӑҫран хатӗрленӗ скульптура) парать, айванлӑхшӑн — карикатура.
Раштавӑн 17-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тӑрӑхри Чӑвашкасси Улхашялӗн клубӗнче спортсменка скульптурӑна тивӗҫнӗ. Ҫав кун культура учрежденине артистсем, вырӑнти ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ.

Пӗрлештернӗ Нацисен Организацийӗн штаб-хваттерне чӑваш депутачӗ Антарктидӑра е Ҫурҫӗр полюсра вырнаҫтарма сӗннӗ. Кун пирки «СР — Патриоты России — За правду» (чӑв. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей — Раҫҫей патриочӗсем — Тӗрӗслӗхшӗн») партин Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи фракцийӗн ертӳҫи Владислав Солдатов «REGNUM» информаци агентствин корреспондентне каланӑ.
Политик палӑртнӑ тӑрӑх, ООН хӑйӗн функцине йӗркеллӗ пурнӑҫласа пыраймасть, унӑн ролӗ те ҫавна май чакнӑ. Ҫавӑнта Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем хӑйсен тӳпине хывнӑ. Сӑмах май каласан, Пӗрлештернӗ Нацисен Организацийӗн штаб-хваттерӗ шӑпах АПШра вырнаҫнӑ та. Асӑннӑ организацин шучӗпе никама та пӑхӑнмалла мар. Анчах хальлӗхе апла мар. Штаб-хваттере нейтралитет-территорие вырнаҫтарсан ҫеҫ вӑл никама пӑхӑнмасса шанма пулать.

Непал ҫыннисем тулаш пулӑшу кӳрекен Millennium Challenge Corporation американ агентствипе вӗсен правительстви килӗштерсе ӗҫленине хирӗҫлесе митингсене тухнӑ. Маларах асӑннӑ агентство ҫӗршыва, уйрӑммӑн илсен, ҫулсем тума тата электропередача линийӗсене хывма, 500 млн доллар уйӑрма шантарнӑ.
Вырӑнти ҫынсем ҫакӑн пек юлташлӑха хирӗҫ тӑнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ку Америка инвестицийӗсене пӑхӑнса ӗҫлесси патне илсе ҫитерӗ.
Вырсарникун Катманду полицийӗ демонстрантсене хӑваласа яма куҫҫуль кӑларакан газпа тата шывпа усӑ курнӑ. Reuters пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫен аманнӑ.
Аса илтеретпӗр, организаци Непала пулӑшу уйӑрасси пирки 2017 ҫултах ҫирӗплетнӗ. Тинтерех ҫак документа Непал парламентне ратификацилеме пани пирки пӗлтернӗ. Правительство планӗсемпе килӗшӳллӗн, ҫӗршывра 300 ҫухрӑм тӑршшӗ электропередача линийӗсем, ҫавӑн пекех ҫулсем тума палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыв влаҫӗсем ҫак укҫана уйӑрни вӗсене нимӗнле хушма условисене те пӑхӑнма ыйтман тесе шантараҫҫӗ. Палӑртнӑ программӑна пурнӑҫлани вара ҫӗршыври 80% таран ҫыннӑн пурнӑҫне лайӑхлатма май парӗ.

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Флорида штатӗнче тӗпленнӗ Никита Тӗнчесен велосипедне вӑрланӑ. Кун пирки кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Никита Ютубра пӗлтернӗ.
Икӗ урапаллӑ транспортпа Настя Тӗнче ӗҫе кайнӑ. Ӑна вӑл тимӗр решеткеллӗ картана питӗрсе хунӑ. Кайран пӑхать те — велосипед вырӑнта ҫук. Хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех вырӑна пырса ҫитнӗ. Велосипеда вӑрланине куракан та пулнӑ.
Анчах веосипед вӑррисене Никита хӑй асӑрханӑ. Ҫулпа пынӑ чух вӑл велосипедпа (хӑйӗн велосипечӗпе!) пыракансене курах кайнӑ. Ҫийӗнчех вӑл Настя патне шӑнкӑравланӑ, йӗрке хуралҫисене тепре чӗнсе илме каланӑ. Ҫапла вара велосипеда 1 сехет хушшинче тупма май килнӗ.

Чӑваш Енри паллӑ ҫулҫӳревҫӗн, Никита Тӗнчене, ҫемйи Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Флорида штатӗнче тӗпленнӗ. Тепӗр енчен, тӗпленни пирки тата калама йывӑр-ха – туслӑ та йывӑрлӑхран хӑраман йыш пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫса ҫӳреме кӑмӑллать.
Нумаях пулмасть ҫемье хӑй туяннӑ машина ҫине ларса Пенсильвани штатӗнчи Питтсбург хулинчен ҫула тухнӑччӗ. Вӗсем вӑрманта та ҫӗр каҫнӑччӗ.
Пысӑках мар машинӑра (седанра) ҫемьепе ҫул ҫӳреме питех маррине Никита Ютубри хӑйӗн каналӗнче вырнаҫтарнӑ видеора маларах палӑртнӑччӗ-ха. Халӗ ҫемье АПШри кӑнтӑр енчи штатра, Флоридӑра, чарӑннӑ.
Никитӑн мӑшӑрӗ Настя Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак утӑма тума вӗсене океан хистенӗ. Халӗ йыш океанпа юнашар вырнаҫнӑ хулара хваттер тара илсе пурӑнать. Питтсбургри ҫуртра пурӑннинчен унта хаклӑрах тӳлеме тивет иккен. Настя пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Никитӑпа иккӗшӗ те ӗҫлеҫҫӗ, анчах ӗҫ укҫи малтанхинчен пӗчӗкрех.
Сӑмах май каласан, Питтсбургран ҫемье сӗтел-пукан, япаласем, теттесем хӑварса тухса кайнӑччӗ. Анчах мӑшӑр пуҫ усмасть, ирӗклӗхпе киленсе пурнӑҫпа туллин савӑнать.

Аналитиксем тӗнчери эрех ӗҫме чи юратакан ҫӗршывсене палӑртнӑ. Асӑннӑ списока Австрали уҫать. Вӑл ӗҫме чи юратакансен ретӗнче малта пырать. Австралире пурӑнакансем ҫулталӑкне вӑтамран 27 хутчен ӳсӗрӗличчен ӗҫсе лартаҫҫӗ. Тӗнчипе илсен ку кӑтарту икӗ хута яхӑн пӗчӗкрех.
2021 ҫулта ирттернӗ социаологи тӗпчевӗнче ҫулталӑкра 26,7 хутчен ӳсӗрӗличчен ӗҫнин кӑтартӑвӗпе Дани иккӗмӗш вырӑнта, виҫҫӗмӗшӗнче — Финлянди (23,8), АПШ (23), Великобритани (22,5), Канада (22), Ирланди (20), Франци (17,5), Швеци (16), Нидерланд (15,7).
Пирӗн ҫӗршыв ӗҫме юратакан 10 ҫӗршыв йышне кӗмен.

Ҫак эрнере тӗнчери чи вӑйлӑ фристайлистсем спортӑн асӑннӑ енӗпе Тӗнче кубокӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче «биг-эйр» дисциплинӑра ӑмӑртӗҫ.
Спортсменсем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Стимбот сӑрт-ту курортӗнче старта тухӗҫ. Вӗсен ӑмӑртӑвӗ раштав уйӑхн 3-4-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫей чысне Шупашкарти Дмитрий Мулендеев хӳтӗлӗ. Вӑл Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет.
Кӑҫалхи сезон Олимпиада умӗнхи шутланать. Унта Чӑваш Енри икӗ фристайлистӑн — эпир халь ҫеҫ асӑннӑ Дмитрий Мулендеевӑн тата Лана Прусакован — лекес шанӑҫ пур.
