Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
"Аксар" студи "Хура чӗкеҫ" драмӑна экран валли ӳкерес шутлӑ
Алексей Иванов («Аксар» фирма) Академи театрӗ Борис Чиндыков пьеси тӑрӑх лартнӑ «Хура чӗкеҫ» (Чӗкеҫ ролӗнче - Вера Кузьмина) спектакле экран валли ӳкересшӗн.
Мондрамӑна автор СССР, Чӑваш халӑх артистки Вера Кузьмина юбилейӗ валли ҫырнӑ. Анчах пьесӑна Валерий Яковлев режиссёр тата театрӑн ӳнер руководителӗ лартма туннӑ. ҫапах та пьеса каярахпа ҫутта курнӑ. Ӑна константин Иванов театрӗнче Иван Иванов режиссёр лартнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Аксар ертӳҫи Борис Чиндыков драматургпа, лартӑва музыкӑпа илемлетекен Николай Казаков композиттӑрпа калаҫса татӑлмалла.
Ҫӑлкуҫ: Chuvash.Ru
