Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Мерчен» ансамбльте юрланисем пуҫтарӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.11.2026 16:33 | 213 хут пӑхнӑ
Культура

Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Мерчен» вокал ансамблӗнче юрланисем тӗл пулнӑ. Кун пирки Каҫал тӑрӑхӗнчи чӑваш хастарӗ Виталий михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.

«Мерчен» вокал ансамблӗнче юрланисем Шупашкарти "Юлташ" кафере пуҫтарӑннӑ. Асӑннӑ пултарулӑх ушкӑнӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗ тата обществӑлла профессийӗсен факультечӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ. Унта хӗрарӑмсен тата арҫынсен ушкӑнӗсем пулнӑ. Ансамбль 1972 ҫултанпа ӗҫленӗ.

Маларах эпир асӑнса хӑварнӑ Виталий Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ансамбль юррисем халӗ те Чӑваш радиопа телевидени фондӗнче упранаҫҫӗ.

Ансамбле малтан Тамара Муцырева ертсе пынӑ. Ун хыҫҫӑн ертсе пыракансем улшӑннӑ. Музыка училищинче вӗренекен студентсем те ертсе пынӑ. Каярахпа ҫав училищӗре вӗрентекен Илья Сакмаров ертӳҫӗ ансамбле фольклор ҫине куҫарса янӑ. Ҫитес ҫул ансамбль йӗркеленнӗренпе 55 ҫул ҫитӗ.

#пултарулӑх, #Шупашкар, #чӑвашсем, #ансамбльсем, #тӗлпулусем, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall111960967_3095
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 1720.41.3800
2026.11.03 18:06
"МЕРЧЕН" яла çуранах тухса пирĕн çĕнтерÿ садĕче фроитовиксем умĕнче концерт панăччĕ... ПАЯН ТА ВĔСЕН ХАСТАРЛĂХНЕ МУХТАТĂП!
Валери ТУРКАЙ // 3575.55.3833
2026.11.04 10:49
Эпĕ те "Мерченре" савăнса та хавхаланса юрланă - çак чăннипех те тĕлĕнтермĕш-ушкăна калама çук пултаруллă та ырă кăмăллă Тамара МУЦЫРЕВА ертсе пынă чухне! Ман пĕртте чухăн мар архивăмра çакна çирĕплетекен фотосем чылай.
Киленсе аса илетĕп эпĕ хам И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕ çулсене (1978 - 1983)!
Чыс та мухтав Асамçă-"Мерчене" манманнисене!
Валери ТУРКАЙ. 04.11.26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем