Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш хастарӗ, поэт, публицист, краевед, чӑваш халӑх академикӗ Александр Богатов пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Александр Михайлович 91 ҫулта пулнӑ.
Александр Богатов 1935 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Кунтиккав (Кундюковка) ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтерсен И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика училищине вӗренме кӗнӗ, 1954 ҫулта — Чӑваш патшалӑх педагогика институтне. Ун хыҫҫӑн вӑл учитель, завуч, шкулсенче директор пулса тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна шӑпа Чӗмпӗрти райкома илсе ҫитернӗ. 1983-1985 ҫулсенче «Ульяновская правда» хаҫат редакторӗн пулӑшуҫи пулса ӗҫленӗ, 1991-1996 ҫулсенче «Канаш» корреспондентӗнче тӑрӑшнӑ. Чӗмпӗр кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫи те пулнӑ.
Тупата // 1791.34.3135
2026.11.02 20:02 | |
Тупата // 1791.34.3135
2026.11.02 20:05 | |
Ытлашши пысăках мар кăптăрмăш чăвашчĕ. | |

Этимологие пăхсан, ял ячĕ ирçе чĕлхинчен тухса тăрать. Çакна Александр Михайлович хăй тупса палăртнă, тишкернĕ.
Александр Богатов пĕр вăхăт Чĕмпĕр облçĕнчи Чемпĕр районĕн КПСС иккĕмĕш секретарĕнче тăнă (райцентр — Ишевкке).
Унăн псевдонимĕ — Мишаади. Мишша Ачи эппин.