Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Parker Solar Probe космос зондӗ Хӗвел патне рекордлӑ ҫывӑха ҫитнӗ. Орбитӑри черетлӗ 29-мӗш ҫаврӑнӑвӗ вӑхӑтӗнче аппарат пирӗн Хӗвелӗн полюс тӑрӑхӗсен ҫийӗн 6,1 млн км инҫӗшре вӗҫсе иртнӗ. Ҫакӑн чухне унӑн хӑвӑртлӑхӗ 192 км/с ытла пулнӑ, ҫапла вара Parker ҫын тунӑ космос аппарачӗсен хушшинче чи хӑвӑртли шутланать.
Зонда Хӗвел коронипе фотосферине тӗпчеме хатӗрленӗ. Ӑна питӗ пысӑк температурӑра тата хӑватлӑ радиациллӗ условисенче ӗҫлемешкӗн шутласа кӑларнӑ. Хӗвелӗн ҫунтарса яракан шӑрӑхӗнчен сыхланма ятарлӑ экранпа усӑ кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра зонд стационарлӑ орбитӑра вӗҫет, вӑл Хӗвел патне вӑхӑт-вӑхӑтпа ҫывхарать та унтан каялла чакать. Ку мисси чи кӗске тапхӑра илсен те 2029 ҫулччен тӑсӑлӗ тесе палӑртаҫҫӗ.
Parker-а каярах ҫавах Хӗвел фотосфери ҫӑтса ярӗ, унта вӑл молекулӑсем ҫине арканса пӗтӗ. Унӑн приборӗсем ҫак пулӑм ҫинчен Ҫӗр ҫине уникаллӑ даннӑйсем ярса памалӑх ҫителӗклӗ ӗҫлӗҫ тесе шанасси кӑна юлать.
