Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Паян Раҫҫейри халӑхсен чӗлхе кунне палӑртаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.09.2026 08:30 | 290 хут пӑхнӑ
Культура
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫалтан пуҫласа пирӗн ҫӗршывра паян, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Раҫҫейри халӑхсен чӗлхе кунне палӑртма тытӑнӗҫ. Ку куна ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпех йышӑннӑ. Пирӗн ҫӗршывра паянхи кун тӗлне илсен 190 ытла наци ҫынни пурӑнать. Ҫав шутра чӑвашсем те пур. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ. Унти хастарсем тӑван халӑх йӑли-йӗркине аякра пулин те тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗ ҫӗнӗ датӑна халалласа халӑх тетелӗсенче «Эпӗ тӑван чӗлхепе калаҫатӑп регионсем хушшинчи акци ирттерме йышӑннӑ. Унта хутшӑнса кирек кам та хӑйӗн тӑван чӗлхипе сӑвӑ калама е юрӑ юрласа кӑтартма пултарать. Чӑвашла видеоролика халӑх тетелӗсенче #эпӗтӑванчӗлхепекалаҫатӑп, #эпӗчӑвашлакалаҫатӑп хештегпа вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ. Акци авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пырӗ.

#культура, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #Вӗренӳ институчӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Пăшатан // 1642.54.4293
2026.09.08 09:18
Плакат пекки каăларнă иккен те, плакачĕ вара — вырӑсла. Аван шÿт.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем