Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята камсене парасси паллӑ. Тӳрех палӑртар: кӑҫал ӑна харӑсах икӗ ҫын тивӗҫнӗ. Иккӗшӗ те – тухтӑр.
Сасӑлав вӗҫленнӗ, депутатсем йышӑну тунӑ. Ҫапла «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп тухтӑрне Николай Николаева тата Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрне, Хулан тӗп пульницине 25 ҫул ытла ертсе пынӑ Валентина Теллинӑна пама йышӑннӑ.
Сӑмах май, кӑҫал ҫак ята илессишӗн 9 ҫын тупӑшнӑ. Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннисене чыслас йӑла 1983 ҫултанпа пырать. Хальччен ку ята 59 ҫын тивӗҫнӗ, ҫав йышра 15-шӗ – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Пӗлтӗр ку ята Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ Михаил Резников тивӗҫнӗ.
Валери ТУРКАЙ // 3575.55.3833
2026.08.12 15:31 | |

Валетина Андреевна ТЕЛЛИНА, Геннадий Петрович МАТВЕЕВ тата эпĕ 2012 çулти суйлавра Раççĕй Президенчĕн В.В.Путинăн Шаннă çыннисем пултăмăр.
2012 çулти майăн 7-мĕшĕнче эпир Мускавра, Кремльте, Владимир Владимировичăн инаугурацийĕнче пултăмăр. КУН ПЕККИ, паллах, ĕмĕрлĕхех асра юлать.
Валентина Андреевана Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕнче ырăпа çеç аса илеççĕ - çамрăк чухне вăл ку ялти участок тухтăрĕ пулнă, питĕ нумай çынна сипленĕ, вилĕмрен çăлнă.
Николай та маттур -- халăхшăн чăнах та тăрăшать, питĕ пултаруллă тухтăр-ашшĕн Ĕçне малалла тăсать!
Чыс та мухтав Ĕç Паттăрĕсене!
Валери ТУРКАЙ. 12.08.2026. Хырай Ĕнел.