Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята илессишӗн кӗрешӳ пуҫланнӑ – сасӑлав пырать. Кӑҫал – тӑхӑр претендент.
Вӗсен йышӗнче ҫаксем: РФ ӗҫ ветеранӗ, «Богданка» УК директорӗ Николай Александров, «ЭЛМЕХПРО» тӗп директорӗ Андрей Герасимов, «ЧЕТРА» бренчӗн направлени дирекцийӗн ертӳҫи Надежда Вахатова, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка инструменчӗсен тата соло кафедрин профессорӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ Петр Заломнов, «Вертикаль» директорӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ строителӗ Светлана Лясина, Шупашкар администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ҫумӗнчи педагогика ӗҫӗн ветеранӗсен канашӗн председателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Михеева, Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗн тӗп тухтӑрӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев, Хулари тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ, РФ тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Валентина Теллина.
Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пырать. Ҫак каҫӑпа сасӑламалла: https://www.og21.ru/poll/2815.
