Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти Граждан урамӗнче пӗр водитель асламӑшӗпе (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ) мӑнукне таптаса кайнӑ.
Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне питех те асӑрхануллӑ пулмалла ҫав. Светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ чухне те малтан пӑхса илмелле. Светофор ҫук ҫӗрте пушшех те асӑрханмалла, мӗншӗн тесе тепӗр водитель йӑпӑр-япӑр чарӑнасшӑн мар.
ҫавӑн пек инкек Шупашкарта пулса иртнӗ. Аслӑ ҫынпа ача Граждан урамӗнчи 20-мӗш ҫурт патӗнче пассажирсене каҫса ҫӳремелли вырӑнтан ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине пырса кӗнӗ.
«Лада Гранта» автомобиль урапи айне 55 ҫулти хӗрарӑмпа 6 ҫулти арҫын ача пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те больницӑна илсе кайнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен пуҫ мими чӗтреннӗ.
Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ.
