Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.6 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Трак енри Григорьевсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.06.2026 11:18 | 40 хут пӑхнӑ
Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Красноармейски округӗнче пурӑнакан Григорьевсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Алексей Николаевичпа Наталия Николаевна 30 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, вӗсем пилӗк ача ӳстернӗ. Ҫемье пуҫӗ ятарлӑ ҫар операцине хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ, вӑл — волонтерсен пулӑшӑвӗн тата ҫар хатӗрленӗвӗн йӗркелӳҫи.

Шел те, Григорьевсен аслӑ ывӑлӗ Владимир пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче СВОра паттӑрла пуҫ хунӑ, вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ. Владимир ҫар училищинче вӗреннӗ.

Палӑртса хӑварар: «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне 4 е ытларах ача ӳстерекенсене параҫҫӗ. Куншӑн ҫемье 200 пин тенке тивӗҫет.

#Красноармейски районӗ, #чыславсем, #медальсем, #ҫемьесем, #хушусем, #президент

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем