Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти юханшыв порчӗ Атӑл тӑрах ярӑнма чӗнет. Хальхинче хӑйне евӗр рейс пулӗ.
«Чӑваш Ен» теплоход ҫак кун виҫӗ сехете тӑсӑлакан ҫулҫӳреве тухӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл Шупашкарти гидроэлектростанцин шлюзӗсем витӗр икӗ хутчен тухӗ. Ку пысӑк гидротехника сооруженийӗсем мӗнле ӗҫленине курма май парӗ.
Теплоход 15:00 сехетре ҫула тухӗ те 18:00 сехетре каялла таврӑнӗ. Билетсене укҫалла туянмалла. Аслисем тата 10 ҫултан аслӑрах ачасем валли вӑл 1450 тенкӗ тӑрать, 5-10 ҫулсенчи ачасем валли – 700 тенкӗ. Пилӗк ҫултан кӗҫӗнрех ачасене вара тӳлевсӗрех илсе каяҫҫӗ.
Билетсене маларах юханшыв портӗн сайтӗнче туянма пулать. Хальлӗхе кун пек рейс ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑна пуласси паллӑ.
