Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта вӗренекен 4 шкул ачине Мускаври Хӗрлӗ тӳремре пионера илнӗ.
Ҫак куна ахальтен суйламан. Ӗнер Владимир Ленин ҫуралнӑранпа 156 ҫул ҫитнӗ. Ачасем малтан Мавзолей патне чечексем хунӑ. Унтан вӗсене КПРФ лидерӗ Геннадий Зюганов тата Патшалӑх Думин депутачӗ Мария Дробот хӗрлӗ галстук ҫыхса янӑ. Кун хыҫҫӑн ачасем В.И.Ленин музейне ҫитсе курнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарта 19 пионер, 11 кандидат тата 6 комсомолец шутланнӑ. Халӗ ав йыш татах хушӑннӑ.
