Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.4 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: 17-ри каччӑ ирхи 5-ре ҫул ҫинче выртакан арҫынна таптаса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.04.2026 16:36 | 315 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар округӗнче 17 султи каччӑ ҫул ҫинче выртакан ҫын урлӑ машинӑпа каҫса кайнӑ.

Ку тискерле тӗслӗх Янӑш ялӗнче ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх. Каччӑ «Шевроле Нива» машинӑпа ялта пынӑ чухне ҫул ҫинче выртакан 54 ҫулти арҫынна таптаса кайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑраса ӳкнӗ те вырӑнтан тарнӑ.

Арҫын васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ. Руль умӗнче пулнӑ каччӑна часах тупса палӑртнӑ. Вӑл – Шупашкарти колледжра 2-мӗш курсра вӗренекен студент. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, машина уҫҫине илме вӑл хӑй ирӗк панӑ.

Халӗ тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.

#пӑтӑрмахсем, #Шупашкар районӗ, #Янӑш, #ҫул-йӗр, #ҫамрӑксем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_270959
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1344.88.3371
2026.04.07 20:24
Agabazar
Пирĕн пек «кукшсене», нимпе те айăпланмансене, кăтартас пулсан, нихçан та пит-куçа хуплас çук.

Кунта вара — шеллеççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем