Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Вӑрмар районӗнчи Кутеснер ялӗнче икӗ ҫамрӑк арҫын малтан пӗрле эрех ӗҫне, унтан пӗри теприне вӗлермелле хӗнесе пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулса иртнӗ, халӗ 33 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-меш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа ҫынна асӑрханмасӑр вӗлерсен явап тыттараҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, хӑйӗн килӗнче пӗлӗшӗпе эрех ӗҫсе ларнӑ. Кайран иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ӑна вӑл йывӑс авӑрпа хӗнеме тапранса кайнӑ. Кайран урайне тӗксе янӑ.
Суранланса пӗтнӗ арҫын кӑштахран куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Халӗ икӗ киле те хуйхӑ пырса ҫапнӑ. Айӑпланакан арҫын тӑванӗсемшӗн те шухӑш, вилнин тӑванӗсен хуйхи тата та йывӑртарах, мӗншӗн тесен вӑл ҫак ҫӗр ҫинче текех утса ҫуреймӗ.
