Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хастар яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ валли ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Вӗсене Ҫамрӑксен форумне йыхравлаҫҫӗ.
Мероприяти пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта иртӗ. Вӑл Чӑваш наци музейӗнче (Хӗрлӗ лапам, 5/2) 10:00 сехетре пуҫланӗ.
«Форумӑн тӗллевӗ — чӑвашла калаҫмалли хутлӑх йӗркелесе тӗрлӗ енпе тӑрӑшакан ҫамрӑксен ӗҫӗсемпе, пултарулӑхӗпе тата проекчӗсемпе паллашасси», — тесе пӗлтернӗ форум пирки халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче «Ҫамрӑксен хаҫачӗ».
Ҫамрӑксен форумне хӑна пек кӗме ҫак каҫӑпа регистрациленмелле: https://forms.gle/2CY1Gz14VNNr6v789.
Туссем, унта кайма кая юлман-ха. Эсир те, сирӗн пӗлӗшӗрсем те регистрациленме пултараҫҫӗ. Ҫын ҫине тухнине, ырӑ ҫӗнӗ хыпарсемпе хавхаланнине нимӗн те ҫитес ҫук.
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.03.24 06:04 | |

Савăнатăп!
Тепĕр 10 уйăхран аслă Петĕр ХУСАНКАЙ çуралнăранпа 120 çул çитет.
Чăваш яш-кĕрĕмĕ ÇАКНА асра тытсан, шута илсен, питĕ аванччĕ те!..Çитменнине Чăваш Ен тÿри-шари, шел пулин те, КУН ПИРКИ хальлĕхе пачах та шутламасть.
Валери ТУРКАЙ. 24.03.26