Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шуршӑлти ҫӗнӗ космонавтика музейне хӑпартас ӗҫре куллен 75 ҫын вӑй хурать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.03.2026 08:12 | 44 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫӗнӗ космонавтика музейне хӑпартас тӗлӗшпе малалла тӑрӑшаҫҫӗ. Кунти ӗҫ-пуҫ вӗресе кӑна тӑрать — объекта тума куллен 75 ҫын таран хутшӑнать.

Халӗ строительсем ҫуртӑн тӗп кӑшкарне тӑваҫҫӗ, кирпӗч хураҫҫӗ, подвалти пайри пӑрӑхсем вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӑшӑ, шыв пӑрӑхӗсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫутӑ тата вентиляци енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ тӗрӗшӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ — шыв пухмалли 200 кублӑ икӗ пысӑк пичке вырнаҫтарма ӗлкӗрнӗ.

Ҫӗнӗ музея виҫҫӗмӗш космонавт Андриян Николаев ҫуралнӑ тӑван кӗтесре хӑпартаҫҫӗ. Вӑл республикӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн пулса тӑрасса шанаҫҫӗ. Чӑваш Республикин Ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ министерствин пӗрлехи заказчик служби ҫурт-йӗре вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ туса пӗтерес тӗлӗшпе яланах тӗрӗслесе тӑрать. Музей ӗҫлеме пуҫласан кунта туристсем татах та нумайрах килме пуҫлӗҫ.

#Шуршӑл, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #ҫурт-йӗр, #ҫурт тӑвӑм, #музейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем