Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри полицейскисем ултавҫӑсен аллине лекнӗ хӗрарӑма ҫӑлнӑ. Ҫапах та унччен 32 ҫулти хӗрарӑм 400 пин тенкӗ куҫарса ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарти полицейскисем патне хулара пурӑнакан пӗр хӗрарӑма ултавҫӑсем, тӑшман территорийӗнчисем, дистанци мелӗпе витӗм кӳни пирки информаци ҫитнӗ. Хӗрарӑм кун пирки упӑшкине ним те каламан. Анчах йӗрке хуралҫисем унран хӑйӗнчен ыйтма шутланӑ.
Полицейскисем хӗрарӑма полици урӑмне чӗнсе илнӗ. Унта хӗрарӑм йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Вӑл «антитеррор комитечӗн ятарлӑ операцине хутшӑннӑ» иккен.
